Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хутлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хутлӑ (тĕпĕ: хутлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3) Икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт тӗлне ҫитсессӗн мана пӗр шурӑ тутӑрлӑ лутра хӗрарӑм тата тепӗр тӑла сӑхманлӑ ватӑ ҫын, чӑвашсем, тытса чарчӗҫ (Х.Ҫ., 124 с.);

Помоги переводом

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Чӑваш орфографине ҫӗнетнӗ хыҫҫӑнхи малтанхи ҫулсенче хутлӑ сӑмахсене пӗрле ҫырсан та, уйрӑм ҫырсан та йӑнӑш пулмасть тесе пуҫа минретрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Акӑ нумаях пулмасть кунти Кӗрекаҫ ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ Константиновсен ҫемйи патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса икӗ хутлӑ капмар ҫурта пурӑнма куҫрӗ пулсан, капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ хыҫҫӑн декабрӗн 23-мӗшӗнче Шомикри Культура ҫурчӗ хӑйӗн алӑкӗсене уҫрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n

– Хальхи виҫӗ хутлӑ пысӑк ҫурта хӑҫан хута янӑ?

— Нынешнее трёхэтажное большое здание когда введено в эксплуатацию?

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Вӗсен правилисем ҫаксем пулаҫҫӗ: — чӑваш чӗлхинче хутлӑ сӑмахсем ҫук, вӗсем пурте сӑмах майлашӑвӗсем пулса уйрӑм ҫырӑнаҫҫӗ; — апла каласан та, капла каласан та, апла ҫырсан та, капла ҫырсан та тӗрӗс пулать.

Их правила получаются такие: — в чувашском языке нет сложных слов, все они становясь словосочетаниями пишутся раздельно; — и так сказать, и эдак сказать, и так написать, и эдак написать будет правильно.

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

Вӗсем ҫырнӑ правилӑсем тӑрӑх — чӑваш чӗлхинче хутлӑ сӑмахсем пӗтеҫҫӗ, вӗсен вырӑнне «сӑмах майлашӑвӗсем» пулаҫҫӗ.

Согласно написанным ими правилам — в чувашском языке исчезают сложные слова, на их месте появляются "словосочетания".

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

Эпир каҫхине икӗ хутлӑ кравать ҫине аран-аран хӑпарса выртаттӑмӑр та тӳрех ҫывӑрса каяттӑмӑр.

Ночью мы еле-еле поднимались на двухъярусную кровать и сразу засыпали.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен сахал хутлӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр лартмалли территорисене комплекслӑ майпа алла илмелли муниципалитет программисене туса хатӗрлемелле тата йышӑнмалла, ҫавӑн пекех пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума уйӑрса панӑ ҫӗр лаптӑкӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курнине тӗрӗслесе тӑрас енӗпе мерӑсем ҫирӗплетмелле.

Органам местного самоуправления необходимо разработать и принять муниципальные программы по комплексному освоению территорий для малоэтажного жилищного строительства, а также меры по контролю за эффективным использованием отведенных под жилье земельных участков.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

2013 ҫулта Чӑваш Енре сахал хутлӑ уйрӑм ҫын валли тӑвакан ҫуртсене тата эконом класлӑ нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа тума тытӑнаҫҫӗ.

В 2013 году в Чувашии начинается реализация программы комплексного строительства малоэтажных индивидуальных и многоквартирных жилых домов экономического класса.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Вӗсене ҫын пурӑнман пӳлӗмсем ҫийӗнче /икӗ хутлӑ пулсан/ вырнаҫтарма тӑрӑшмалла.

Помоги переводом

Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Пӳрчӗ икӗ хутлӑ, газ, шыв пур.

Помоги переводом

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Путвала шута илсен виҫӗ хутлӑ вӑл.

Помоги переводом

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Кашни сахалтан та виҫӗ хутлӑ ҫурт лартма тӑрӑшать.

Каждый старается минимум построить трехэтажный дом.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Хупӑ йышши «Регионстрой» пӗрлешӳ строителӗсем унччен «Теремок» ача сачӗ вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ ҫуртра пысӑк евро юсав ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ.

Помоги переводом

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Эпӗ сакӑр класс Кашари хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ пӗр хутлӑ шкулта (И.Я.Яковлев пулӑшнипе тунӑскер) пӗтернӗ.

Помоги переводом

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Пӗр хутлӑ пысӑк шкулӑн коридорӗсем тӑхтав вӑхӑтӗнче халӗ те ача-пӑча сассипе кӗрлесе тӑнӑн туйӑнать.

Помоги переводом

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Юлашки ӗҫ вырӑнӗнче эпӗ ҫӗнӗ, новаторла меслет шухӑшласа тупрӑм – виҫӗ хутлӑ бухгалтери.

На последнем месте работы я придумала новый, новаторский метод - тройную бухгалтерию.

Виҫӗ хутлӑ бухгалтери // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

– Икӗ хутлӑ бухгалтери туса пыма пӗлетӗн-и? – тесе ыйтать вӑл унран.

– Ты умеешь вести двойную бухгалтерию? - спрашивать он у нее.

Виҫӗ хутлӑ бухгалтери // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Апла пулин те ялта ҫӗр лаптӑкӗ илсе икӗ хутлӑ ҫурт, хуралтӑсем лартнӑ.

И если даже так, в деревне купив участок построил двухэтажный дом и постройки.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Трактор тӑвакансен проспектӗнчи нумай хутлӑ 103-мӗш «а» ҫурт умӗнче ирех НПК коллективӗ пухӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней