Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй нумай пулмасть тӳссе ирттерни ҫинчен халь вӑл шухӑшларӗ.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Зубавин кӗҫех кулса яратчӗ, аран тӳссе ирттерчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Темиҫе ҫӗр патронлӑ, командовани хушшинчи килӗшӳсӗрлӗхлӗ, инкек-синкек тӳссе каялла чакакан кӑткӑс задачӑсене ҫав тери пысӑк ответлӑхпа татса паракан ҫӗр ҫынлӑ пӗччен отрядӑн кӗрешӗвӗ вӑраха кайрӗ…
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах пирӗн пурне те тӳссе ирттермелле.
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Темӗн чухлӗ халӑха вӗлерсе пӗтерчӗҫ, Павӑл, — терӗ хӑрах куҫлӑ хресчен, темӗн чухлӗ инкек-синкек тӳссе ирттернӗ ҫынсем пек философилле кӑмӑлсӑрлӑхпа.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл урӑх тӳссе тӑма пултараймарӗ, сиксе тӑчӗ те вӗсем патне тухрӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Нимӗҫсен хальхи тапӑнӑвӗ отряд халиччен тӳссе ирттернисенчен чи йывӑрри пулнине туять вӑл, хӑйсен кӗрешӗвӗн малашлӑхне ҫак татса парассине те аван ӑнланать.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йевта урӑх тӳссе тӑма пултараймарӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ӗҫ питех те кӑткӑсланчӗ, анчах та Зубавин ҫакна ҫирӗппӗн тӳссе ирттерме пулчӗ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кӗрешӗве, паттӑрла ӗҫе тума эс яланах хатӗр пулни, эс кашни кун тӳссе ирттерни, хӑвна ху ҫирӗп, чӑтӑмлӑ пулма хӑнӑхтарса пыни, калама ҫук сисӗмлӗ ҫӳрени, ху тума йышӑннӑ е тунӑ ӗҫсемшӗн ҫав тери ответлӑ пулма хӑнӑхни, урӑхла каласан, эс службӑра тӳссе ирттернисем пурте сана тулӑх, чыслӑ пурнӑҫпа пурӑнма хатӗрленӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кларк разведчиксен чаплӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ пысӑк шанчӑк паракан ҫын пулман пулсан, ҫак вӑхӑтра, питех те шӑп минутра, тӳссе выртас ҫукчӗ, чикӗ урлӑ каҫнӑ пулӗччӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кларк виҫӗ хутлӑ пӳрт ҫӳлӗшӗнчен сикме, пулӑ пекех ишме, чӑмма, юр тӑрӑх йӗлтӗрпе вирлӗ ҫӳреме, тусем йывӑҫсем ҫине калама ҫук хӑвӑрт хӑпарма, вӗҫӗмренех виҫшер талӑк ҫимесӗр пурӑннине те вӑй-хала ҫухатмасӑр ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттерме, шӑрӑх ҫанталӑкра нумай вӑхӑт хушши ӗҫмесӗр пурӑнма, эрехе тӳрех пӗрер стаканшарӑн пушатма хӑнӑхнӑ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсен хушшинче хура-шур тӳссе курнӑ салтаксем те, Нанкинри нимӗҫсем те, Шаньдунри шахтерсем те, Мукденра чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем те пур.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хальхи вӑхӑтра Ҫӗр лӑпкӑрах тапхӑр тӳссе ирттерет, анчах тӗпле сӑнавсем ҫӗр хуппи халӗ те вӑйсӑррӑн хускалнине кӑтартса панӑ.
5. Тусене мӗнле вӑйсем тунӑ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Йӑтӑнусене тимӗр тӑприпе кӑмрӑк чавса кӑларакансем лайӑх пӗлеҫҫӗ, вӗсем ҫак йӑтӑнусем вӑхӑтӗнче нумай асап тӳссе курнӑ.Сбросы хорошо знакомы и рудокопу, и углекопу по горькому опыту.
4. Ҫӗр хуппинчи йӑтӑнусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Иконин каллех намӑс тӳссе мӗскӗннӗн тархасларӗ; анчах профессор каллех килӗшмерӗ.Иконин снова жалобно, униженно умолял; но профессор снова отказал.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Авдотья Васильевна хӑйне пӗртте хӗрхенмест, тӗксӗм блузӑпа, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, ирпе тӑватӑ сехетре е пиллӗкре пулсан та (тепӗр чух сывмаррине тата хӗл пӗтеспе йывӑр ҫын пулнине пӑхмасӑр, аттене хирӗҫ сулӑнкаласа та пулин тухассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать, ҫав вӑхӑталла атте, хӑш чухне ҫав тери ывӑнса, пайтах выляса ярса, намӑс тӳссе, саккӑрмӗш штраф хыҫҫӑн клубран таврӑнать.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче ман пуҫа: телей тулашри сӑлтавсенчен мар, ҫав сӑлтавсем ҫине хамӑр епле пӑхнинчен килет, тертсене тӳссе ирттерме хӑнӑхнӑ ҫын телейсӗр пулма пултараймасть, текен шухӑш пырса кӗчӗ те, эпӗ, хама ӗҫе хӑнӑхтарас шутпа, Татищев лексиконӗсене пилӗкшер минут хушши алӑсене тӑсса тытса тӑтӑм, алӑсем тем тери ыратсан та тӳсрӗм, е чӑлана кӗрсе, хама ҫара ҫурӑм тӑрӑх кантӑрапа куҫҫуль тухичченех ҫатлаттартӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана асаплантармарӗҫ, мӗн пулса иртнине те аса илтерекен пулмарӗ; анчах эпӗ ҫак икӗ кун хушшинче мӗн-мӗн тӳссе ирттернине; шанӑҫа ҫухатнине, намӑсланнине, хӑранине, курайманлӑха манма пултараймарӑм.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч мана халь хам каласа кӑтартакан вӑхӑтра (эпӗ вунтӑваттӑра чухне) тивертсе илсен те эпӗ вӑл ҫапнине лӑпкӑн тӳссе ирттернӗ пулӑттӑм.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.