Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халлӗхе пурнӑҫӗ йӗркеллех пынӑн туйӑнать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Икӗ общини уполномоченнӑйӗсем те суда тепӗр чухне пӑхса тухма ыйтас пек туйӑнать мана.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Пирӗн вӑйӑ мӗнле пек туйӑнать сире?
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унӑнни пек илемлӗ сасӑ урӑх никамӑн та ҫук пек туйӑнать ӑна.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лаша ытла та усал ҫын аллине лекнӗн туйӑнать…
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ман шутпа, пирӗн лаша улӑх хуралҫи патӗнчех пек туйӑнать.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсене, рабфаковецсене, демонстрацие илсе тухмаллах пек туйӑнать мана.
Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрес пӗр пӗлӗт ӑшӗнчен тухса кӑшт ҫуталса илет те, тепӗр пӗлӗте хирӗҫ ишсе пырса, унӑн авӑрне чӑмнӑ пек туйӑнать.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Туйӑнать кӑна мар, чӑнах ҫапла.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсенчен пӗри-пӗри хӗвел тӗлне пулсан Сахар ҫине сулхӑн мӗлке ӳкет те, вӑл кӑкӑр тулли ассӑн сывласа илет, ӑна ҫӗнӗ вӑй кӗнӗ пек туйӑнать.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Халӗ вӑл аякран вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлакан сарӑ пусма тӑрӑхӗ пекех туйӑнать.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑрушла шыв-шурсем, мӑкӑрич ӗҫкисем, каҫма мыскарисем шавласа иртнӗ хыҫҫӑн вӑл халӗ уйрӑмах лӑпкӑ пек туйӑнать.
Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ытла та ҫӑвар тути пек туйӑнать пуль ҫав ӑна чӗлӗм йӳҫҫи.
Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тукай шучӗпе, вӗсене хальхинче вырӑссене тупа тутармаҫҫӗ пек туйӑнать.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иртнӗ пурнӑҫ телей пек туйӑнать.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӗн-ши вӑл телей пек туйӑнать?
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иливан вун ҫиччӗре мар-ха, кӑшт аслӑрах, ҫапах та ку юрра шӑп та шай Иливан пирки хунӑ пек туйӑнать ӑна.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Темскер чун сисет, тупассӑнах туйӑнать Нургалие.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Улӑха каялла илесси пулмасть пек туйӑнать, — терӗ Якӑпта ӗҫ мӗнле ҫаврӑнса тухассине малтанах пӗлсе тӑнӑ евӗр.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Атте пырса ҫитсен, Ямгурчей пулӑшсан ӗҫ ӑнмаллах пек туйӑнать.
19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.