Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапхӑр сăмах пирĕн базăра пур.
тапхӑр (тĕпĕ: тапхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вӑтӑр ҫул хушши пурӑнса ирттернӗ тапхӑр, пӗр самантра вӗлт! туса илсе, ним уссӑр куҫран ҫухалчӗ, тейӗн.

И как будто бы все эти тридцать лет так разом впустую и ухнули.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Сывлӑхлӑ та ҫамрӑкчӗ эпӗ, хаваслӑччӗ, укҫа-тенкӗ шутне пӗлмен, никамшӑн та тӑрӑшма кирлӗ пулман, пӗр шухӑшсӑр пурӑннӑ, мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тунӑ, пӗр сӑмахпа, пурнӑҫ чечекленнӗ тапхӑр пулнӑ манӑн.

Я был здоров, молод, весел, деньги у меня не переводились, заботы еще не успели завестись — я жил без оглядки, делал, что хотел, процветал, одним словом.

I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Ҫемьен ҫын пуҫне тивекен тупӑш виҫине пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫен пӗрре ҫурӑ шайӗнчен икке ҫитиччен пысӑклатнӑ, тӳлев вӑхӑтне ача виҫӗ ҫула ҫитичченхи тапхӑр таран тӑснӑ.

Размер среднедушевого дохода семьи увеличен с полуторакратной до двукратной величины прожиточного минимума, срок выплаты продлен до достижения ребенком возраста трех лет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

1980 ҫулсен варринчи ҫӗнӗ тапхӑр варкӑшӗ Чӗмпӗр чӑвашӗсемшӗн те ӑшӑ хыпар, савӑнӑҫ илсе ҫитерчӗ.

Новый этап веяния в середине 1980-х годов принес Симбирским чувашам теплые новости и радость.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Корнейшӑн хут вӗренес тапхӑр ял тӑрӑх купӑспа кӑшкӑрса-юрласа ҫӳренӗ чухне мар, чылай каярах кӑна ҫитнӗ…

Для Корнея грамотная пора наступила не тогда, когда он ходил холостым по деревне и горланил под гармонь припевки, а много позже.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫав кунран тытӑнса вара Франци кунҫулӗнче ӑна малти вырӑна кӑларса тӑратнӑ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланса кайнӑ.

И с того дня началась новая эра в жизни Франции, выдвинувшая ее на первое место.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темӗнле чӗрӗ ӳт пайӑркине турта-турта ҫурса, тӑватӑ тапхӑр унӑн чӗрине тире-тире ыраттарчӗ шӑллӑ-шӑллӑ ҫивӗч япала.

В четыре приема вошло в сердце зубчато-острое…

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Партизансем Хӗрлӗ сӑрт ҫинчен анса умлӑн-хыҫлӑн вӑрманти пӳрт еннелле утнӑ чух, Марийка хӑйӗн пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнине туйса илчӗ.

В ту минуту, когда партизанская цепочка двинулась с Красной Горки к лесной избушке, Марийка поняла, что в ее жизни началось новое.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫӗршывӑмра шӑпах хут ҫӗленсене вӗҫтермелли тапхӑр: ҫуркуннехи уйӑх — февраль.

У меня на родине время бумажных змеев — второй месяц весны.

Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.

Володьӑн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланчӗ: вӑл кӗнеке нумай вулама тытӑнчӗ.

Книги стали новой страстью Володи.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫумӑрлӑ тапхӑр вӑрӑмрах е кӗскерех пуласси ҫил вӗрнинчен килет.

Дождевые периоды могут быть длиннее и короче — это зависит от ветра.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав кунран Лу Синь творчествинче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ.

С этого дня в творчестве Лу Синя начался новый период.

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Эпир Нагульнов ӗлӗкрех мухтава тивӗҫлӗ ӗҫсем туни ҫине пӑхса тӑмӑпӑр, вӑл иртсе кайнӑ тапхӑр.

Мы не будем смотреть на бывшие заслуги Нагульнова, это — прошедший этап.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Указне пурнӑҫласа, Чӑваш Республикин 2020 ҫулхи тата 2021, 2022 ҫулчченхи планлӑ тапхӑр валли халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма 3208,6 млн. тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ҫав шутран «Вӗренӳ» отраслӗ валли — 1199,4 млн., «Сывлӑх сыхлавӗ» валли — 1002, 8 млн., «Культура, кинематографи» отрасльне 500 млн., «Физкультурӑпа спорта» — 506,4 млн., «Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх» валли — 200 млн. тенкӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Ҫамрӑк Совет патшалӑхӗшӗн питӗ йывӑр тапхӑр пулнӑ ҫав вӑхӑт.

Трудные годы переживало молодое советское государство.

Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Манпа аппаланма никамӑн та вӑхӑт ҫуккине кура, эпӗ пӗр тапхӑр хамӑр вагонтах нимӗн хускалмасӑр лартӑм.

Видя, что всем сейчас не до меня, я некоторое время тихонько сидела на нарах в вагоне.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эсӗ хӑв пурнӑҫӑнтан летчик пулма пултарассине кӑтартакан пӗр тапхӑр та пулин астӑватӑн-и?

Ты помнишь хоть один свой поступок в жизни, по которому можно было бы судить, что из тебя выйдет летчик?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурнӑҫри чи лайӑх тапхӑр иртнӗн, вӑл нихҫан та каялла килмест пек туйӑна пуҫларӗ.

Мне казалось, что прошла и никогда уже не вернется самая лучшая полоса в моей жизни.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тепӗр уйӑхран сасӑ кӳрес тапхӑр тата монтаж ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ.

А через месяц начался период озвучивания и монтажа.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каланӑ чухне хӑй Дмитрииевӑн хитре балладинчи харсӑр Терентьич пек, темиҫе тапхӑр куҫҫуль тӑкса, аркипе типӗте-типӗте илчӗ.

Рассказ, неоднократно прерывался слезами, которые живописно отирал он своею полою, как усердный Терентьич в прекрасной балладе Дмитриева.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней