Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗсем (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам юратакан учительница сӑмахӗсем ман чӗренех кӗрсе ларчӗҫ.

Слова учительницы, которую я любил и уважал, запали мне в сердце.

6. Ялти ҫӗнӗ пурнӑҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл хӑйӗн чухӑнлӑхӗ ҫинчен, ҫав ҫӗрнӗ пӳрт ҫийӗ ҫинчен калас терӗ, анчах сӑмахӗсем тухмарӗҫ.

Он хотел сказать о своей нищете, об этой несчастной крыше, но слова не шли у него с языка.

Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ҫулпуҫӑн пророкла сӑмахӗсем тӗрӗсе тухрӗҫ: Хӗрлӗ Ҫар эпир йӗрлесе ҫӳренӗ плацдарм ҫине ура ярса пусрӗ.

Предвидение вождя сбылось: Красная Армия уже шагнула на разведанный нами плацдарм.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл Делятино патӗнчи ҫапӑҫура хӑйӗн хӗрӳллӗ сӑмахӗсем хыҫҫӑн иккӗмӗш кунне питӗ йывӑр аманнӑччӗ.

Он был тяжело ранен в бою у Делятина на другой день после своей напутственной пламенной речи.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нумая та вӑхӑт иртмерӗ, унӑн хӗрӳллӗ сӑмахӗсем колонна пуҫӗнче янрама пуҫларӗҫ.

И вот его призыв раздался в авангарде.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Унӑн сӑмахӗсем пирӗн партизансене калама та ҫук хытӑ хавхалантаратчӗҫ.

Его слова необычайно воодушевляли наш народ.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл юррӑн сӑмахӗсем ак ҫапла: Патваррӑн утатпӑр пӗр харӑс эпир, Юратнӑ шӑрантӑр ҫут ир.

А слова у песни были такими: Идём, не сгибаясь, на рассвете.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Юратнӑ ҫулпуҫ, тӑван аттемӗр Сталин юлташӑн ҫирӗп сӑмахӗсем пире ҫав тери пысӑк вӑй-хӑват пачӗҫ, эпир ӗнтӗ Днепр хӗррине ҫитни ҫинчен астутарчӗ.

Эти уверенные слова нашего вождя и отца товарища Сталина прозвучали для нас как напутствие, как напоминание, что уже мы на берегу Днепра.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Сталин юлташ приказӗ, унӑн ӑслӑ сӑмахӗсем пирӗн иртнӗ ҫула та, малашнехи ҫул-йӗре те ҫутатса пачӗҫ.

Сталинский приказ, сталинские указания как будто сразу осветили нам и предстоящее и прошедшее.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Унӑн савнӑ куҫӗсене эпӗ текех пӑхма та пултараймарӑм, анчах унӑн юлашки сӑмахӗсем ӗмӗрлӗхех асӑмра юлчӗҫ.

Больше я уже не могла глядеть в его милые глаза, но последние слова запомнились мне навсегда:

«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Олегӑн сӑмахӗсем савӑнӑҫлӑ пулмарӗҫ.

Невесел был рассказ Олега.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Унтан Олегӑн шӑппӑн каланӑ сӑмахӗсем илтӗнчӗҫ.

И потом тихие слова Олега:

Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Унӑн сӑмахӗсем хытӑ мар, анчах та ҫирӗппӗн янраса тӑчӗҫ, вӗсем ҫав тери хавхалантарчӗҫ — пирӗнтен кашниех халӗ тесен халех ҫапӑҫӑва тухса кайма хатӗр пулчӗ.

Слова его звучали негромко, но твёрдо и так воодушевляли, что каждый из нас готов был хоть сейчас идти в бой.

Присяга // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Акӑ присягӑн сӑмахӗсем:

Вот он, текст этой клятвы:

Присяга // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Унӑн сӑмахӗсем пире лӑплантаратчӗҫ.

Его слова нас успокаивали.

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эномай, чӑннипе илсен, тӳрӗ ҫын, Спартака пӗтӗмпех парӑннӑскер пулнӑ; ҫавӑнпа ҫав сӑмахсене итленӗ чух вӑл хӑйӗн чӗринче Эвтибида чӗртнӗ ирсӗр ҫилӗ сӳнсе пынине туйрӗ, Спартак сӑмахӗсем ӑна савӑнтарса ячӗҫ.

Эномай, который был, в сущности, человеком честным, искренним и преданным Спартаку, чувствовал, как под влиянием этой речи угасает в его сердце гнев, зажженный бесчестными ухищрениями Эвтибиды.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Маруся пуҫне юррӑн малалли сӑмахӗсем килсе кӗреҫҫӗ:

Марусе приходит в голову продолжение:

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Эпӗ хайхи рабочин патша пирки каланӑ сӑмахӗсем ҫинчен шутларӑм.

Я думал о словах рабочего о царе.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Рабочи сӑмахӗсем мана тӗлӗнтерсех пӑрахрӗҫ, — епле-ха апла, патша тӑшман мар пулать?

Не все я понял из того, о чем говорил рабочий, но главное уловил, и это поразило меня — почему же не царь враг?

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

«Патша валли коронӑна кам тунӑ?» — аса килчӗҫ мана Анисим Иванович сӑмахӗсем.

«А корону царю кто выковал?» — вспомнились мне слова Анисима Ивановича.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней