Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла кӗтмен ҫӗртен пулӑ тытни пирки апат-ҫимӗҫе пайтах нумайлатрӗ.Этот неожиданный улов значительно увеличивает наш запас съестных припасов.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ку тинӗсре пулӑсем пит нумай пулмалла, мӗншӗн тесен эпир икӗ сехет хушшинче темӗн чухлӗ, птерихтитсемпе ытти йышши пулӑсем те пайтах тытрӑмӑр, вӗсен диптерид текен йышӗсем тахҫанах вилсе пӗтнӗ, анчах ҫапах та вӗсен йышӗ мӗнлине пичче тӗплӗн калама пултараймасть.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пайтах чӑнкӑ ҫулпа улӑхмалла пулчӗ.
XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пайтах вӑхӑт хушши пӗри те сӑмах хускатмарӑмӑр.
XXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ ҫак галерейӑра хӑрушӑ газ пайтах пухӑнса тӑнине ӑнланса илтӗм, ҫав газ вут хыпса кайсан, час-часах питех те хӑрушӑ катастрофӑсем пулаҫҫӗ.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак ытла та тарӑн выртакан шахтӑсенче ӗҫлеме нумай вӑй кирлӗ пулать; ҫитменнине пайтах ҫӗршывсенче ҫӗр ҫийӗнчен инҫех те мар кӑмрӑк тупӑннӑ вӑхӑтра тарӑна анса кайма кирлех те мар.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӗсем пайтах вӑхӑт пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унпа пӗрле пайтах йывӑр кунсем чӑтса ирттернӗ; вӑл хӑй циркулярсене, инструкцисене тата ларусене юратнипе тем тери йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулин те, ӑна хӗрхенеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫав хӑй тӗллӗн пулса тӑнӑ пусма картлашкисем пирӗн ҫӳлелле улӑхас ҫула пайтах ҫӑмӑллатрӗҫ.Эта природная лестница значительно облегчила наше восхождение.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшламаллах ӗнтӗ, эпӗ чӑнах та пайтах шухӑшларӑм.
XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пичче ӑна пире хӑна тунӑшӑн аран ҫеҫ сӗнсе пайтах укҫа тӳлесе хӑварчӗ.Дядюшка с трудом уговорил его принять приличное вознаграждение.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хуҫа пире мӑк тураса янӑ лайӑх шӳрпе ҫитерчӗ; унтан ҫу ҫине ярса ӑшӑтнӑ типӗ пулӑ пайтах пачӗ, анчах ҫӑвӗ ҫирӗм ҫул тӑнӑ пирки йӳҫӗхсех кайнӑ.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Пирӗн ҫакӑр пин том кӗнеке шутланать, вӗсен хушшинче авалхи скандинавсен чӗлхипе ҫырнӑ сайра тӗл пулакан хаклӑ кӗнекесем те пайтах, Копенгагенран кашни ҫулах паракан ҫӗнӗ кӗнекесем те чылай.
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Чӑнах та пуҫҫавӑрӑну урокӗ пилӗк куна пычӗ, эпӗ вара ирӗксӗрех ҫӳлтен аялалла пӑхас тӗлӗшпе пайтах ӑсталанса ҫитрӗм.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Бьярне господин хӑйӗн кӗсьине пайтах специесталерсем чиксе хучӗ те, ҫапла каларӗ: — Ытлари кун ирхине, 7 сехетре пӑрахут ҫинче пулӑр, — терӗ.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хам ӑна пӑртак хирӗҫ калама тивӗҫлӗ пек шутласан та, унтан пайтах тӗлӗнсе чӗрем ҫемҫелнӗ пек пулчӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫав хушӑра вӑхӑт пайтах иртрӗ, каҫ та пулчӗ, урамра сасӑ-чӗвӗ те лӑпланчӗ; пичче, хӑйӗн задачи ҫинче лараканскер, нимӗн те курмарӗ, алӑка уҫса пӑхнӑ Мартӑна асӑрхаймарӗ; вӑл нимӗн те илтмерӗ, хӑйӗн шанӑҫлӑ тарҫи: — Господин, паян каҫхи апат тума шутлатӑр-и? — тесе ыйтнине те илтмерӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унӑн сӑмси тимӗр таврашне мар, табака анчах, тӗрӗссипе каласан, табака чӑнах та пайтах туртса илет вара.Он притягивал только табак, но, правду сказать, в большом количестве.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл ҫакӑн пек лӑпкӑлӑха пӗлет ӗнтӗ, ку вӑл унӑн яланах пайтах пӑшӑрханса ирттернӗ хыҫҫӑн пулать, ӗлӗкрех чух ӑна ку кӑштах шухӑшлаттаратчӗ, анчах халӗ вӑл чуна уҫса ярать ҫеҫ, ӑна пысӑк та вӑйлӑ туйӑмпа ҫирӗплетет.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсене амӑшӗн тутипе пиншер ҫын калаҫнӑн туйӑнчӗ; унӑн пурнӑҫӗ ыттисенчен урӑхла пулман, анчах ун пек пурнӑҫпа ҫӗр ҫинче пайтах ҫын пурӑннӑ, ҫавӑнпа та унӑн кун-ҫулӗ символ пек пулса тӑнӑ.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.