Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах ывӑлӗ темӗнле хускалман ҫын пулнӑ пулсан, унӑн ашшӗн вара ҫамки ансӑртарах та усӑкрах, ҫӑварӗ пӑртак сарлакарах пулнӑ, хыпаланчӑк пулнӑ, хулайне кӗпи каснӑ пек, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе тӑнӑ, ӳсӗрнӗ, пӳрнисене вылятнӑ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫуртне икӗ енчен те авалхи садӑн тӗттӗм йывӑҫҫисем хупласа тӑраҫҫӗ, тӑррисене каснӑ чӑрӑш аллейисем ҫурт хапхи патнех пырса тухаҫҫӗ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пӑхма вӑл хӗрӗх пилӗк ҫулсене ҫитнӗ ҫын; унӑн кӗскен каснӑ ҫӳҫӗ-пуҫӗ, ҫӗнӗ кӗмӗл пек, тӗттӗм ҫутӑ тӗслӗн курӑнать.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унӑн чӗлхине каснӑ пулнӑ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ҫавӑнта та штаб-офицерша, тавӑрасшӑн пулса, ӑна илемсӗрлетме шутланӑ та ку тӗллевпе тухатмӑш карчӑксене укҫаллӑ тытнӑ пулас; сӑмсана касса илме урӑхла нимле май та ҫук: унӑн пӳлӗмне никам та кӗмен, Иван Яковлевич цирульник ӑна иртнӗ юнкунах хырнӑччӗ; хырӑннӑ хыҫҫӑн та юнкун кунӗпех тата кӗҫнерникун та сӑмса вырӑнӗнчех пулнӑ, ӑна вӑл лайӑхах астӑвать; касса илсен, ыратнӑ та пулӗччӗ, суран час тӳрленсе каснӑ вырӑн икерчӗ пек тикӗс тӑрса юлман пулӗччӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
— Чи малтан вӑл, мучи, государство вӑрттӑнлӑхӗ-ха, тепӗр енчен тата, партизан отрячӗ те — колхоз мар, счетовод тытмастпӑр! пӗлсех тӑр — ахаль ҫӑкӑр ҫисе выртмастпӑр: кун иртмессерен нимӗҫсене сайралатса ҫӳҫ каснӑ пек касатпӑр.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗр-пӗрне ятагансемпе каснӑ.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
Пӑши вӗсене чӗрнипе пуртӑпа каснӑ пекех касса татать.
Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.
Зала кӗрсенех пӑхатӑп, каснӑ вӑрман пекех.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эсӗ каснӑ вӑрманта пулса курнӑ-и?
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Акӑ Нина алтупанне каснӑ макӑрать хӑй — ҫурлине памасть…— Вот Нина — ладони в кровь истрескались, плачет, а серпа не отдает…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл, пионер патне пырса, ҫурлапа каснӑ пӳрнине пӑхрӗ, унтан сартут пуснӑ ырӑ кӑмӑллӑ сӑн-питле комсомолкӑна ҫиленчӗклӗн ҫапла каларӗ:
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Саспалли хӗррисем каснӑ тимӗр евӗр йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, тӗпӗсене кӗрпе шӑнса ларнӑ.Стенки букв сверкали, как срезанный металл, ямки наполнились мёрзлой крупкой.
Юр ҫинчи приказ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.
Ара, каснӑ лартнӑ эпӗ!
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Пӗр авӑк хӗпӗртесех ӳкрӗм, хам та каснӑ лартнӑ арччис апла!
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Каснӑ салмаран пӗҫернӗскер.
Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.
Ҫеҫенхирте — шӑплӑх тата армутин чуна ҫывӑх та йӳҫек шӑрши каснӑ вӑшӑл-вӑшӑл тӳлек ҫил…В степи — тишина и ветерок, напитанный родным и горьким запахом полыни…
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑватҫӗр штыка яхӑн шутланакан вунтӑватӑ пулеметлӑ батальон гарнизон службине тытса пынӑ: хӗрлӗармеецсем арестленӗ ҫынсене хуралланӑ, шыв турттарнӑ, вӑрманта йывӑҫ каснӑ, ҫавӑн пекех, ӗҫ тумалли йӗркепе, чернил валли юман ҫӑпанӗ пуҫтарнӑ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл унран кӗрекен арҫын тарӗпе табак тӗтӗмӗ каснӑ йӳҫек шӑрша — пӗр унран ҫеҫ килекен питӗ пӗлнӗ тӑван шӑрша — ытараймасӑр сывла-сывла ҫӑтрӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.