Поиск
Шырав ĕçĕ:
Берсенев Шубинӑн хыттӑн каласа хунӑ сӑмах купине шӑппӑн та уншӑн кӑштах кӳреннӗ пек пулса итлерӗ; унтан вӑл Стаховсен дачин картишне кӗчӗ; Шубин вара, чӑнах та, Чикурасов князь патне кайрӗ те ӑна чӗрене тивекен усал сӑмахсем кӑмӑллӑн каласа тултарчӗ.
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унтан хуҫана чӗнтерчӗҫ; анчах малтан хуҫа хӑй мар, унӑн ҫиччӗри хӗрачи, тем пысӑкӑш чӑпар тутӑр ҫыхнӑскер килчӗ; вӑл Инсаров мӗн каланине тимлӗн, хӑранипе сехри хӑпнӑ пекех, ним шарламасӑр итлерӗ те ним шарламасӑр тухса кайрӗ; хӗрӗ хыҫҫӑн ҫӑмӑлланас патне ҫитнӗ арӑмӗ килчӗ, ку та тутӑр ҫыхнӑ, анчах пӗчӗкҫӗ тутӑр кӑна.
VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Леш ӑна итлерӗ, Эленпа иккӗшӗ вӗсем тепӗр минутранах сӑрт айне анса ҫитрӗҫ.Тот повиновался, и ещё через минуту Элен и он очутились у подножья горы.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Латыш, Павелӑн хӗрӳ сӑмахӗсене пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳресе итлерӗ те, юлашкинчен каларӗ:Латыш ходил по комнате, слушая взволнованную речь Павла, и наконец сказал:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тата тепӗр эрнерен организацин хула активӗ унӑн малтанхи сӑмахне те итлерӗ.И уже через неделю городской актив организации слушал его первую речь.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл Гленарван калавне итлерӗ, карап ҫӗмӗрӗлни ҫинчен пӗлчӗ, вара, час тавҫӑрса илекен маттур ҫын пулса тӑрса, май килнӗ чух ҫакӑнпа усӑ курас терӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мюльреди ӑна итлерӗ, вара пӗчӗк отряд, лаша виллине коршунсем валли хӑварса, малалла тапранчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хушнине пуринчен малтан Вильсон итлерӗ, мӗншӗн тесен ҫав ҫекундра ӑна ҫулӑм пырса лекрӗ.Вильсон, которого в эту секунду лизнул язык пламени, первым исполнил приказание.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл ученӑя патагонецран ыйтса пӗлме хушрӗ: экспедицин начальникӗ мӗн хушнине Паганель хаваслансах итлерӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ученый-географ итлерӗ, пӗчӗк салтаксенчен пӗри эспланада ҫинчи пӗр пысӑк мар ҫурт патнелле чупрӗ, ахӑрнех вӑл казарма пулнӑ пулмалла.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Патагонец тӑнласа итлерӗ, анчах хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эдуард таҫта ҫитичченех хӑпарчӗ; хӑй час-часах чарӑнса тӑчӗ, кӑшт ҫеҫ пулнӑ сасӑсене те чӗри таппине чарса итлерӗ, ӳкӗнӳллӗ сассипе кӑшкӑрса ярса, пушӑ тайлӑмсене те янтӑратса илчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ытлашши сапаланса тӑмасӑр ҫулҫӳрекен француз ҫыннине мӗнпур пулас ӗҫсем ҫинчен кӗскен каласа пачӗҫ; документсен историйӗ ҫинчен те, адмиралтействӑна панӑ ыйту ӑнӑҫсӑр пулни ҫинчен те, ыр кӑмӑллӑ Элен Гленарван панӑ сӗнӳ ҫинчен те вӑл питӗ хумханса итлерӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мисс Грант ҫак калава пӗр сӑмах чӗнмесӗр итлерӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Том Аустин мӗн хушнине итлерӗ, вара ҫавӑн пек тӗлӗнмелле майпа ӑнсӑртран тупӑннӑ кӗленчене часах сӗтел ҫине пырса пачӗҫ; сӗтел йӗри-тавра Эдуард Гленарван, майор Мак-Набс, Джон Мангльс тата ытти хӗрарӑмсем пекех пурне те пӗлесшӗн ӑшаланса ҫӳрекен Элен Гленарван пуҫтарӑнса ларчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Серёжа телеграммӑна итлерӗ те мотоциклист хыҫҫӑн чупрӗ.Сережа, прослушав телеграмму, выбежал вслед за мотоциклистом.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Петлюра ӑна, йӗркелесе тӑратнӑ полксем ҫине ун пуҫӗ урлӑ пӑхкаласа, кӑшт-кашт кӑна итлерӗ.Петлюра рассеянно слушал, глядя через его голову на выстроенные полки.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Темшӗн тарӑхнӑскер, вӑл инспекторӑн кӗске рапортне итлерӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Корчагин хӗр калаҫӑвне итлерӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Артём нимӗн чӗнмесӗр итлерӗ ӑна.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.