Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иртеҫҫӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ку епле пулма пултарать-ха, ӑна ун чухне вӗлерчӗҫ вӗт, вӑл хӑйне рычакпа ҫапнипе вилсе выртрӗ, ҫапах та халӗ ҫухӑрса тӑрать, ун тӗлӗпе красноармеецсем иртеҫҫӗ, анчах вӗсем хушшинче Микола ҫук, вӗсем хушшинче — Кудрявый.

Но как это могло быть, ведь его убили тогда, он упал мертвым под ударом крестьянского кола, и вдруг он стоит и орет, а мимо проходят красноармейцы, но среди них нет Миколы, среди них Кудрявый.

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Анчах та участокра эс пачах та пӗлмен, чухламан ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ.

А на участке происходят вещи, о которых ты понятия не имеешь.

II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Тӗксӗм тӳпере сийӗн-сийӗн хура пӗлӗтсем шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.

По сумрачному небу слоились густые тучи.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Политикӑра этем ывӑл-хӗрӗ ӑнланмалла мар ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ.

В политике происходит черт знает что.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Итлетӗп: сывлӑшра осколоксем шӑхӑра-шӑхӑра иртеҫҫӗ.

Слышу, в воздухе осколки свистят.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Листовкӑра ҫапла каланӑ: Германи салтакӗсем революционерсем пулса тӑчӗҫ, вӗсем хӑйсен кайзерне сирпӗтсе антарнӑ, Российӑн кӑнтӑр пайӗнче тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнче, ӗлӗк нимӗҫсем пулнӑ вырӑнсенче, халӗ пур ҫӗрте те халӑх восстанийӗсем пулса иртеҫҫӗ.

В листовке говорилось, что германские солдаты стали революционерами и свергли своего кайзера, что на юге и северо-западе России, где раньше были немцы, теперь везде народные восстания.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӗллехи уявсем шавлӑ иртеҫҫӗ, паллах ӗнтӗ, рабочисем пурӑнакан ҫӗрте мар, Нимӗҫ слободинче, пуринчен ытла купецсемпе промышленниксем пурӑнакан ҫӗрте.

Зимние праздники проходили шумно, конечно не на рабочих окраинах, а в Немецкой слободе, где жили главным образом купцы и промышленники.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑрманӑн ҫӑра симӗслӗхӗнче унта та кунта пилеш сапаккисем курӑнаҫҫӗ, вӗсем туратсем хушшипе шуса иртеҫҫӗ, куҫсене илӗртеҫҫӗ — вӗсене пӗтӗм вӑрмана ҫиппе ҫакса хунӑ пек туйӑнать.

То там, то здесь в густой зелени леса рдели гроздья рябинника, они сквозили меж ветвями, манили взгляд, и казалось, весь лес прошит их сквозной рдяной нитью.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сире ҫамрӑксем каллех хӑваласа иртеҫҫӗ?

Опять вас молодежь обгоняет!

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Умра шалчасем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ, вӑл вӗсем ҫине пӑхмасть, вӗсем ҫинчен шухӑшламасть — графика ҫав-ҫавах ытлашшипе пурнӑҫлассине пӗлет вӑл.

Мимо мелькали вешки, она не смотрела на них, не думала о них — знала, что все равно перевыполнит график.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫӗнтеретӗпех. Хамӑн ӑс-тӑн ҫеҫ икӗ ҫынӑнни чухлӗ пултӑр. Ҫулсем иртеҫҫӗ, ачасем пулаҫҫӗ — вара юрӑхлӑ хӗрарӑмах пулать!»

Одолею. Только самому надо рассудительностью запастись на двоих. Повзрослеет, дети пойдут — и вовсе будет ладная баба!»

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ав, мӗнле ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ.

Вот какие случаи бывают.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хаяр та сӑрӑ пӗлӗтсем питӗ аялтан шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.

Низко нависло злое серое небо.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Интервентсен ҫарӗсем Собор площадӗнче маршпа утса иртеҫҫӗ.

Войска интервентов маршировали по Соборной площади.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ӗмӗрсем иртеҫҫӗ, анчах пирӗн мужиксем ҫав-ҫавах улшӑнмаҫҫӗ.

Века идут, да мужик у нас своемудрый.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ирхи тӗтре ӑшӗнче пулӑҫсен пӳрчӗсем, сарайӗсем, Исакогоркӑри ҫурт-йӗрсем майӗпен шуса иртеҫҫӗ.

В утренней дымке промелькнули рыбачьи хижины, сараи, избы и дома Исакогорки.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пуҫӗнче унӑн Питӗрти тӗлпулусемпе калаҫусем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗлтлете-вӗлтлете иртеҫҫӗ; нумаях та пулмасть Архангельскра пурӑнса ирттерни ҫинчен вӑл ҫине тӑрсах тата пӑлханса шухӑшлать.

В голове мелькали обрывки питерских встреч и разговоров; напряженно и тревожно думалось о том, что еще совсем недавно было пережито в Архангельске.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фарӗсене ялкӑштарса, машинӑсем чупса иртеҫҫӗ.

Ослепляя фарами, проносились машины.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Майӗпен авкаланса, кӑвак тӳпере эрешмен картисем вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Медленно изгибаясь, проплывали в синеве паутинки.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вылякан хӗвел шевлисемле мӗлкесем ҫав тӗксӗмрех те вӑйлӑ алӑ тӑрӑх шуса иртеҫҫӗ.

Солнечные блики и тени от листвы, играя, скользили по этой смуглой и сильной руке.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней