Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иксӗмӗр сăмах пирĕн базăра пур.
иксӗмӗр (тĕпĕ: иксӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Илтрӗм-ха, Хрестука Сергейпе иксӗмӗр вӑрланӑ тесе сӑмах сарнӑ, тет, ялта.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тавай, Сергей, иксӗмӗр пӗрле шухӑшлар.

Помоги переводом

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Карчӑкпа иксӗмӗр те пурӑнма ун патне каятпӑр.

Помоги переводом

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ эпир тинех иксӗмӗр пӗрле.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑна эпӗ иксӗмӗр паллашнӑ ятпа ӗҫетӗп.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир кунта иксӗмӗр ҫеҫ, — тесе, кил хуҫи Озерова хирӗҫ вырнаҫса ларчӗ.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ма кун пирки пухура шарламарӑн, Уҫӑпран хӑрарӑн-им? — тесе ыйтрӑмӑр та Сергейпе иксӗмӗр, вӑл пире: «Хӑранӑшӑн мар, ыран чиркӳре мӗн пулса иртӗ-ши тесе шарламарӑм», терӗ.

Помоги переводом

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Калаҫмалли пулсан, Сергейпе иксӗмӗр умра кала.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Четвӗртне тинех пуҫларӑмӑр, ӗҫне туса килсен, юлашкине иксӗмӗр пӗрле ӗҫӗпӗр, тет.

Помоги переводом

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗлле хӑмисене хам укҫапа туяннӑ, вӗллисене Сергейпе иксӗмӗр лӑш курмасӑр ӗҫлесе майлаштартӑмӑр, рамисене те хамӑр тунӑ, карасне те ҫын укҫипе илмен.

Помоги переводом

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ текелесе, Тевлеш бабайпа иксӗмӗр . ним тума аптӑраса тӑратпӑр.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Астӑватӑн-и, Сергей, эпир Мӑҫтукпа иксӗмӗр пуҫтарса ҫӳренӗ чух эсӗ пирӗн пата ҫитсе тӑнине?

Помоги переводом

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир аттепе иксӗмӗр пӗр-пӗринпе питӗ туслӑ пурӑнатпӑр.

Помоги переводом

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗлетӗн-и, Хрестук, тин кӑна-ха аттепе иксӗмӗр ҫакӑнта калаҫса лартӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халӗ иксӗмӗр кӗрешер, — терӗ пӗри Хивархи умне пырса.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тавай, Хивархи, иксӗмӗр тытӑҫса пӑхар, санпа кӗрешменни ай-вой нумай пулать, — кулкаласа илчӗ вӑл.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗрӗссипе, эпир Ахтупайпа иксӗмӗр сан тарҫусем пулса тӑтӑмӑр.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсир халь — пирӗн хӑна, эпир Ондрейпа иксӗмӗр, — хуҫисем.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпир Сарри хӑтапа иксӗмӗр Ҫавал вӑрринчи вӑрманта тем пысӑкӑш упа куртӑмӑр.

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа эпир Усеин-Сеитпа иксӗмӗр сире Ту енне вӑрҫӑпа кайма чӗнетпӗр.

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней