Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӗвел сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗвел (тĕпĕ: хӗвел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑл-ял ҫиҫет хӗвел йывӑҫ тураттисем витӗр.

Помоги переводом

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ хӗвел те, йывӑҫсен ытамӗнчен ҫӑлӑнса, тата ҫӳлерех ҫӗкленчӗ, хӗрсем те, ҫихӗрешсе, пӗрин хыҫҫӑн тепри баракалла чупса кӗрсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, вӗсем патнелле ҫывхарнӑ май, пӗрре чӑрӑш тураттисенчен ҫакланнӑ хӗвел ҫине, тепре хӗрсем еннелле пӑха-пӑха илет.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна хирӗҫ вӑрман леш вӗҫӗнчен хӗвел ташласа ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Янкӑр тӳпере хӗвел куҫа шартарса шӑранать.

Помоги переводом

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗвел ҫуртсен тӑррисемпе мӑрйисене, Кучасси шывӗн ҫыранӗсенче речӗпе ларса тухнӑ йӑмрасене юнпа пӗветнӗ пек хӗретсе ҫӗр ҫаврашкинчен тин кӑна уйрӑлайнӑ-ха.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Хӗрлӗ хӗвел хӑпарать, эпир сире, хаклӑ Ваҫили, Ванюш, Санька, ӑсататпӑр.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗвел, хӗрелсе ҫитнӗскер, тӳпере ҫӳле ҫӗкленчӗ, Ешӗл Йӑмраллӑ ялне пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Эй, эсир, ҫынсем! Ӑҫта эсир? Ҫуркунне, — тесе пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗвел каҫ енне сулӑннӑ, Упӑшкасӑр эп, пӗччен.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паян ҫулҫӳревҫӗн пурте ӑнса пычӗ: кунӗ уяр, хӗвел те пӑхса илчӗ, анчах тата ытла сивӗтрӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витӗр шӑнса пӑсӑлнӑскер, вӑл хӗвел ҫинче ӑшӑнчӗ, ӳсӗре-ӳсӗре юн хӑсрӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑнтӑрла та, каҫпа та сивӗ тӑрать, ҫанталӑк ялан ҫилӗллӗ, ҫынсене те, ҫӗре те хӗвел ӑшши ҫитмест.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗттӗмленмен-ха, хӗвел анман, хӗр унӑн куҫӗсене, тутине курать.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗчӗк палан ҫырлисем, юн пек хӗрлӗ тӗслисем, хӗвел хӗртнине пула ӳснӗ улма пек пулса!

Помоги переводом

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Йӑлтӑр хӗвел йӑл-л кулать.

Помоги переводом

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Хайхискерсем хӗвел тухичченех, шурӑмпуҫпе, аякри пысӑк яла пасара кайма шут тытнӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Тулли кӑмӑлпа савӑнса, ташӑ кӗвви шӑхӑрса, хӗвел ӑшшипе киленсе кӑштах ыратакан хырӑм тирне шӑлкаласа ҫеҫ пычӗ вӑл.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Тата ир кӳлӗм, хӗвел тухсан, мӗн тухатмӑшӗ пултӑр унта?

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ача вырӑнӗ ҫинче сӗмсӗррӗн хуҫаланнӑ хӗвел шевли Сатур пит-куҫне шыраса тупрӗ те савӑнсах, малтанхинчен те хӗрӳрех, пӗҫертрӗ, ачашларӗ, ҫупӑрларӗ, хӑйӗн ташшине ташларӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Пӗчӗк хӗрача пек витлеме юратакан ҫурхи хӗвел пайӑрки хӑйӗн ӗҫне турӗ-турех.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней