Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир ҫемье членӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн пӗтӗм вӑй-халне тата чун тараватлӑхне шеллемесӗр тӑрӑшса, пӗрне-пӗри ӑнланса тата тӑтӑшах пулӑшса пырса кӑна ҫирӗп ҫемье ҫавӑрма пулнине пурне те аса илтерес тетпӗр.
Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/07/08/news-3612825
Наци пуянлӑхӗ тата мӑнаҫлӑхӗ пулнӑ май Чӑваш Ен гербӗ, ялавӗ тата гимнӗ пире ҫӗнӗ ырӑ ӗҫсем тума хавхалантараҫҫӗ, ӗҫлес тата аталанас енӗпе пӗрлештереҫҫӗ, хамӑрӑн ачасен пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшса эпир республика шӑпишӗн пӗрле яваплӑ пулнине аса илтереҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/29/news-3557536
Эсир тӑрӑшса вӑй хунине пула Чӑваш Енре инженери системисем, пурнӑҫа тивӗҫтерекен объектсем лайӑх тата кал-кал ӗҫлеҫҫӗ, йӑлари пулӑшу ӗҫӗсем анлӑланаҫҫӗ.
Халӑха йӑла пулӑшӑвӗ парас ӗҫ тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/03/19/news-3515056
Ку пирӗн тытӑмлӑ ӗҫӗн ырӑ кӑтартӑвӗ тата строительство отраслӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлемелли лайӑх мел.Это результат нашей системной работы и хороший задел для строительной отрасли.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Эпӗ унран мана суда илсе каяҫҫӗ-и тесе ыйтсан вӑл малтан ыйтуран пӑрӑнма тӑрӑшса хуравларӗ, унтан ҫакӑ тӗрме врачӗн пӗтӗмлетӗвӗнчен килнине пӗлтерчӗ.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ерипен тӑрӑшса доктора е техника тухма вӗренейресчӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Мӗнле револьвер тата? — тесе чӳрече патнелле калла чакрӑм, хама-хам лӑпкӑ курӑнма тӑрӑшса эпӗ тепӗр хут ыйтрӑм.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тимка чӗлхи вӗҫне тулалла тӑсса кӑларса сывламасӑр, тӑрӑшса татах серепине шутарса пыма пуҫларӗ.Высунув кончик языка, стараясь не дышать, Тимка принялся подводить петлю снова.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Федька парайман экзаменсене пама вӑйпа тӑрӑшса хатӗрленет.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Чун хавалӗпе тӑрӑшса юлашки залпсемпе эпир тӑшмана ҫур минутлӑха ҫеҫ тытса чартӑмӑр.Отчаянными залпами мы задержали противника только на полминуты.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӳрех каламалла, ҫав сӑмах хыҫҫӑн пӗрремӗш класра вӗренекеннисем сасартӑк наукӑн уссине пӗлсе илсе географине питӗ тӑрӑшса вӗренме тытӑнчӗҫ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӑшал кӗпҫи ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, силленчӗ, куҫне тата хытӑрах хӗссе, ҫурӑмӗ хыҫне тарса пытаннисем ҫухӑрнине илтес мар тесе тӑрӑшса Элли пускӑча тупрӗ те ылтӑнланӑ карниз ҫинелле хаплаттарчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Мӗн? — ыйтрӗ каччӑ чӗнӗве ӑнланма тӑрӑшса.— Что? — спросил он, добросовестно стараясь понять восклицание.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Тем, эсир кайма тухнӑ-няк? — юрама тӑрӑшса, анчах ҫирӗппӗн ыйтрӗ Ритль.— Никак, вы собрались ехать? — подобострастно, но цепко спросил Ритль.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Хӗре, капӑр тӗслӗ пысӑках мар хӑна пӳлӗмне, унти чаплӑ трюмона, пӗчӗк лутра сӗтел ҫинчи концертинӑна, унпа юнашар пирус тӗпӗпе тулса ларнӑ канфет курупкине Брентган темӗн тӗрлӗ тӑрӑшса уйласан та аса илеймерӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Масперо малтанхи кунран пуҫласах Шамполиона тӗп тӗрмене куҫарассишӗн тӑрӑшса ҫӳрерӗ пулин те — йышӑннӑ йӗркене пула арестант С.-Ж.-ра пиллӗкмӗш талӑк ӗнтӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Темӗнле тӑрӑшса юсани те мӗскӗнлӗхрен ҫӑлса кӑлараймӗччӗ ҫак япаласене.Из убожества эти вещи не могла вывести никакая старательная починка.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Сукмак-йӗр курӑнмасть; вӗсен урисем сенкертерех сарӑ курӑкран чӗр куҫҫи таранах чӑлханаҫҫӗ, экватор вӑрманӗ шутсӑр сарлака оранжерейӑна аса илтерет: кунта витӗр курӑнакан ҫи виттисене тӑвӑл хирсе ывӑтнӑ, ҫут ҫанталӑкпа этем тӑрӑшса тунӑ чикке шӑлса тӑкнӑ; тӗлӗнсе аптӑракан куҫ умне чи авалхи тӗс-тытӑм пултарулӑхӗ сарӑлса выртнӑн туйӑнать; ҫак туйӑм эпир ҫӗр ҫинче асамлӑх-па тӗлӗнтермӗш пирки уйланнипе тӑванлӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Гелли, чӗлпӗк тытнӑ пӗчӗк чӑмӑрӗсемпе ҫӗртен тӗревленнӗскер, кирлӗ ӗҫе хӑйӗн пайтине питӗ тӑрӑшса хывать; куҫӗсене тӗтӗм ҫиет, анчах, куҫҫульне хӑюллӑн асӑрхамасӑр, тӗреклӗн ҫӗкленнӗ ҫулӑм кӑвайта ҫирӗппӗн ҫавӑрса ытамласан та хӑйӗн ӗҫне пӑрахмарӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
«Нимӗн те пулман пекех», — хӑйне мӗнле тытмаллине палӑртма тӑрӑшса шухӑшларӗ Дюк.«Как будто ничего не было», — думал Дюк, стараясь определить себе линию поведения.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.