Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сӑмахран сăмах пирĕн базăра пур.
Сӑмахран (тĕпĕ: сӑмахран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, пӗлтӗр республика тата район шайӗнче 38 операци ирттернӗ.

Помоги переводом

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Акӑ, сӑмахран, Ванин — пӗрле ӗҫсе-ҫиекен ҫын, арӑмӗ кашни вырсарникунах хура кӑрӑҫ ҫиме хӑнана чӗнет.

Помоги переводом

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Акчуров, сӑмахран, ун пек фантазисемпе аппаланмасть.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ҫакнашкал хӗрӳллӗ вӑхӑтра-и? — терӗ Антонов, ман сӑмахран хытӑ тӗлӗнсе.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Виҫӗ хурт, сӑмахран, темиҫе кун хушшинче ҫичӗ-сакӑр ҫулхи йывӑҫ тымарӗсене ним мар ҫисе ярать.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сӑмахран, ҫунакан пӳлӗм алӑкне тата чӳречине хупса хумалла та урӑх пӳлӗме каймалла.

К примеру, двери и окна комнаты, где возник пожар, нужно плотно закрыть, а самим же перейти в другую комнату.

Пушарта 90 ҫулти кинемей вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34026.html

Сӑмахран, район шайӗнче ирттернӗ «Родные просторы» конкурсра пирӗн артистсем 2-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ.

Помоги переводом

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Сӑмахран, ватӑсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ чухне психолог пек пулса вӗсен пӑшӑрханӑвӗсене итлемелле, сӗнӳ-канаш памалла.

Помоги переводом

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Вӑрмана вутта, сӑмахран, эпӗ ачаллах ҫӳренӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Пухӑва вӑл, сӑмахран, кашнинчех хура сукна кӗпе, салтак галифи, хром атӑ тӑхӑнса пыратчӗ.

Помоги переводом

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Хӑй вӑл вӑтӑра та ҫитмен, анчах вӑрман хуралӗнче пурӑнса ватӑлнӑ ҫынран та чӗмсӗртерех, талӑк пӗрле ҫӳресе те унран вунӑ сӑмахран ытла илтейместӗн.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Конспираци шучӗпех пулмалла, Микула хӑйӗн вӑрттӑн ушкӑнӗнче тӑракан хӑш-пӗр ҫынсене те, сӑмахран Макҫӑм кума, пуяна тухма пулӑшать.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Сӑмахран, пишсен пӗр-пӗр уполномоченнӑйӗнчен ыйтса пӗлме тӑрӑшӑр: вӗсем сутлашма укҫа ӑҫтан тупнӑ?

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмахран каласан, унти пурнӑҫ — рай пурнӑҫӗччӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмахран, Чулхула ҫинчен пӗлес килет ман.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӗрӗн хӗрӗх тус текелесе тӳр сӑмахран пӑрӑнса ан лар.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тапак туртаҫҫӗ, пурнӑҫӑн уҫҫи-хупписем ҫинчен — сӑмахран каласан, хӑйсене пурнӑҫра мӗскер интереслентерни ҫинчен, пурне те сӳтсе яваҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, Иванӑн, сӑмахран, мӗншӗн тӳрех парти кандидатне кӗмелле мар?

Помоги переводом

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑмахран, таварсене виҫӗ-тӑватӑ хут хаклӑраха сутатӑр.

Помоги переводом

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑмахран, акӑ хам материалпа Палас урлӑ каҫма хуртаратӑп.

Помоги переводом

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней