Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Дон сăмах пирĕн базăра пур.
Дон (тĕпĕ: Дон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дон урлӑ эпӗ ку тӗлте каҫман, атту хӑвараттӑмччӗ-и вӗсене?

Я не тут переправлялся, а то разве я не забрал бы их?

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Капла хӗрлисем Дон урлӑ каҫнине те илтейместӗр: хӗрарӑмсемпе ачашланса, итлеме вӑхӑтӑр пулмасть.

Этак красные Дон перейдут, а вы и не услышите: некогда будет слухать, на бабах будете страдать…

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон леш енче пулемет пеме чарӑнчӗ.

Пулемет на той стороне Дона умолк.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, хаяррӑн хиклетсе, утне купарчаран вут пек пӗҫертсе каймалла туртса касрӗ те, лаша пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ, хӑлхине вырттарса, хӑвӑртран хӑвӑрт Дон еннелле тапса сикрӗ.

От удара, обжегшего круп, от дикого гика конь дрогнул всем телом, заложил уши и, все больше набирая скорость, птицей понесся к Дону.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утне Дон ҫумӗнчи вӑрмантан юпленсе анакан симӗс ҫилхеллӗ кӑчкӑ йывӑҫҫисем ҫинелле тытрӗ, чӑпӑрккине ҫӗклерӗ.

Выбрал зеленую гривку верб, отножиной выходившую из придонского леса, поднял плеть.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӳрӗ ҫулпа Дон хӗррине ҫитме икӗ ҫухрӑм майлӑ каймалла.

До Дона было по прямой около двух верст.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисем Дон урлӑ каҫма хатӗрленни ҫинчен пӗлсенех Григорий Мелехов, утне йӗнерлесе, Мӑн Кӑмрӑк сотни вырнаҫнӑ участока вӗҫтерчӗ.

Григорий Мелехов, как только получил сообщение о подготовке красных к переправе, оседлал коня, поехал на участок Громковской сотни.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеец кӗлеткипе хӑвӑрт тӳрленсе тӑрать, Дон хӗрринчен тарма пуҫлать, анчах ҫавӑнтах ҫӗре тӳплетет.

Красноармеец быстро выпрямился, побежал было от Дона, но вдруг упал.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах кӗҫех пӗри, Германи вӑрҫинчех полкри чи лайӑх стрелок шутланнӑскер, илӗм-тилӗмлӗ ӗнтрӗкре темле хӗрлӗармеец йӗнерленӗ икӗ лашапа Дон хӗррипе аннине асӑрхаса илет.

Но вскоре один из них, считавшийся еще на германской войне лучшим стрелком в полку, приметил в предрассветном сумеречье красноармейца, спускавшегося к Дону с двумя оседланными лошадьми.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисем Дон урлӑ Вешенски патӗнче каҫса хӑтланмаҫҫӗ, ҫакна валли вӗсем майлӑрах вырӑн суйласа илме тӑрӑшаҫҫӗ тесе Григорий тӗрӗс шухӑшлани тепӗр куннех ҫирӗпленчӗ.

Предположение Григория о том, что красные не будут предпринимать попыток к переправе против Вешенской, а изберут для этого более удобное место, подтвердилось на другой же день.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вешенскинчи темиҫе пулемета хӗрлисене Дон урлӑ каҫма майлӑрах участоксенчи Белогорск, Меркулов тата Мӑн Кӑмрӑк хуторӗсен сотнисене пама йышӑчӗҫ.

Было решено из имевшихся в самой Вешенской пулеметов выделить несколько штук для передачи Белогорской, Меркуловской и Громковской сотням, на участках которых переправа была всего возможней.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кудинов Григорий майлӑ калаҫрӗ, Григорий Дон урлӑ каҫма меллӗрех вырӑнсене хытӑ хураллама тата хӑрушлӑх пур участоксем патне резерври чаҫсене илсе пыма сӗннине ҫирӗппӗн хӳтӗлерӗ.

Кудинов стал на сторону Григория, решительно поддержав его предложение об усиленной охране наиболее подходящих для переправы мест и сосредоточения в непосредственной близости от угрожаемых участков резервных частей.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вёшки ҫине вӗсем тӳрӗрен каҫса килмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та кунта мар, е шыв ӑшӑх та авӑрсем пит тарӑнах мар ҫӗрте е ҫырма-ҫатраллӑ, вӑрманлӑ улах вырӑнта Дон урлӑ каҫасса кӗтмелле.

В лоб на Вешки они не пойдут, и нам следовает ждать переправы не тут, а либо там, где мелко, где броды образовываются на россыпях, либо там, где местность потаенная, в складках и в лесу.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон хӗрринче йывӑҫ мар, курӑкӗ те пулин ҫук.

У самого Дона — ни лесочка, ни кусточка.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кудинов хушнипе, Вешенскинче, кирлӗ таранах пулемет лентӑсем парса, ҫирӗм пулемет ытла Дон хӗррине пырса лартнӑ.

По приказу Кудинова в Вешенской у Дона было сосредоточено более двадцати пулеметов, снабженных достаточным числом пулеметных лент.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штафра ӗҫлекенсем хӗрлисем наступлени пуҫлама, Дон урлӑ каҫма хатӗрленсе ҫапла вӑйлӑ переҫҫӗ тесе калаҫрӗҫ.

В штабе высказывали предположения, что столь интенсивный обстрел есть не что иное, как подготовка к наступлению, к переправе.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Икӗ «гочкис» кӗске черетсемпе ҫунтарчӗ, кӑштах хулӑнрах сасӑллӑ «максим», Дон леш енче вырӑнтан вырӑна чупа-чупа каякан повстанецсен пехоти ҫинелле пенӗ май, пӗр шӑпланмасӑр шатӑртатса тӑчӗ.

Два «гочкиса» били короткими очередями, а баритонистый «максим» рассыпал неумолчную железную дробь, пристрелявшись по звеньям перебегавшей за Доном повстанческой пехоты.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сарӑ хӑйӑрпа витӗннӗ тӳрем Дон леш енӗ, вӑрман хӗрринчи кӳлӗсен симӗс утравӗсемпе таткаланса пӗтнӗскер, хурал тӗмескисем ҫинчен вуншар ҫухрӑма курӑнса выртать.

С курганов желтобурунное плоское Задонье, изрезанное зелеными островами ендов, было видно на десятки верст.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон ҫумӗнчи ту юпписен шурӑ тӑмлӑ тӑвайккийӗсем, шӑрӑхпа шанса кайнӑ хӗвелҫаврӑнӑшсем, ҫулҫисене уснӑ тырӑ калчисем тӑрӑх тӗксӗм шурӑ хумлӑн ташлаттарса илсе ҫӳрерӗ.

Нес белесыми пляшущими волнами по меловым косогорам обдонских отрогов, по увядшим от жара подсолнухам, по поникшим хлебам.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗ фронт асар-писер ҫил-тӑвӑл пек Дон хӗррине ахӑрашса ҫитнӗ.

Красный фронт могущественной лавой подкатывался к Дону.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней