Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Атӑл сăмах пирĕн базăра пур.
Атӑл (тĕпĕ: Атӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Чӑваш Ен - Атӑл чӗри» туризм кластерӗн тивӗҫтерсе тӑмалли инфратытӑм объекчӗсене тӑвас ӗҫсене вӗҫлерӗмӗр, «Валдай-45Р» хӑвӑрт ҫӳрекен карапсемпе пассажирсене турттарма пуҫланӑ, ача-пӑча туризмӗн программи пурнӑҫланать.

Нами завершены работы по строительству объектов обеспечивающей инфраструктуры туристического кластера «Чувашия – сердце Волги», начаты пассажирские перевозки на скоростных судах «Валдай-45Р», реализуется программа детского туризма.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ку - Шупашкарти «Атӑл» стадиона юсаса ҫӗнетесси, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта искусствӑлла пӑрлӑ тӑрӑллӑ каток тӑвасси.

Это реконструкция чебоксарского стадиона «Волга», строительство крытого катка с искусственным льдом в микрорайоне «Новый город» в Чебоксарах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кӗлетки — Атӑл хӑви пек, тӳп-тӳрӗ.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Атӑл тӑрӑх вӑтӑр ҫухрӑм антӑм.

Помоги переводом

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Ирхине тӳпе янкӑр уярччӗ, анӑҫра кӑна пӗчӗк кӑтрашка пӗлӗт таткисем курӑнкалатчӗҫ; кӑнтӑрла иртсен, вӗсем пысӑкланса, хулӑнланса, хуралса хӑпарчӗҫ те ҫур тӳпене хупларӗҫ; тӗксӗмленнӗ Атӑл ҫинче чарлансем кӑшкӑрни, чӗкеҫсем ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе чӗвӗлтетни илтӗнчӗ; выртнӑ тусана ҫӗклесе, аслӑ юхан шыв енчен нӳрӗ, уҫӑ ҫил вӗре пуҫларӗ; хӗвел ҫухалчӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр Кузьмич Атӑл тӑрӑх анаталла юхакан сулӑсем ҫине, виҫӗ палубӑллӑ шурӑ теплоход ҫине, хаваслӑ парӑслӑ кимӗсем ҫине, шыв ҫийӗпе вӗҫсе пыракан «Спутник», «Ракета» ятлӑ ҫӑмӑл пӑрахутсем ҫине курми куҫпа пӑхса тӑчӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсем Атӑл ҫинчи аслӑ стройкӑсенче ӗҫлерӗҫ, пысӑк гидростанцисем турӗҫ, инҫе ҫурҫӗрте Печора чугун ҫулне хыврӗҫ, халиччен сухаламан ҫӗрсем ҫинче пысӑк тухӑҫлӑ тыр-пулӑ туса илме тытӑнчӗҫ, Братск ГЭСне турӗҫ; ун вӑхӑтӗнчи ҫамрӑксемех космоса штурмларӗҫ; вӑл ҫывӑх пӗлнӗ ҫамрӑксем — Макар, Натюш, Нина кашни хӑй ӗҫӗпе халӑх хушшинче ырӑ ятлӑ пулчӗҫ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл Атӑл хӗрринчи Юрату ҫыранне пырса тӑчӗ те йывӑр шухӑша кайрӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑҫантанпа Атӑл хӗррине анса курманччӗ Мухаров!

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кайран, митинг салансан, пӗтӗм халӑхпа пӗрле, Мухаровсем те Атӑл хӗрринелле утрӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑй кашни кӗркунне амӑшӗн ҫӗр улмине пӗр машина тиесе килет те Атӑл тарӑх анаталла кайса сутать.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Кӑнтӑр енче вӑрман, хӗвеланӑҫ енче ҫырма, хӗвелтухӑҫ енче хула, ҫурҫӗр енче аслӑ Атӑл!

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр ҫав кун шавлӑ урамсем тӑрӑх ним тӗлсӗр сулланса ҫӳрерӗ, пушӑ пӳлӗмре пӗр-пӗччен тунсӑхласа ларчӗ, унтан Атӑл хӗррине тухрӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫак хӳхӗм мӑшӑра Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳрекенсем пурте асӑрхатчӗҫ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Телейлӗ мӑшӑр сехечӗ-сехечӗпе Атӑл хӗрринче ҫӳретчӗ, Юрату ҫыранӗ хӗррине пырса тӑрса, йӑлӑм вӑрманӗ ҫинчи каҫхи шуҫӑм ҫутине чунтан киленсе сӑнатчӗ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сарӑ хулӑн ҫивӗтлӗ, кӑвак куҫлӑ, кӗрнеклӗ хӗр хӗвел анмассерен Атӑл хӗрринче, пристань умӗнчи пусма тӗлӗнче, Мухарова кӗтсе тӑратчӗ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кунтан, тӳпем вырӑнтан, айлӑмри хула алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать; садсем ҫумӗпе, шурӑ чулсем хушшипе, шӑнкӑртатса шыв юхать, инҫе те мар аслӑ Атӑл ҫуталса выртать.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сирӗн унта Атӑл тӑрӑхӗнчи колхозсем хӑмлапа чапа тухаҫҫӗ пулсан, пирӗн енчисем — пӑрҫапа.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗррехинче Шашкарта, Атӑл хӗрринче, ҫакнашкал капӑр чӗлӗмшӗн Керенски укҫипе икӗ миллион тенкӗ пачӗҫ — килӗшмерӗм — (укҫа йӳнӗччӗ ун чухне), вара пӗр пӑт тӑварла улӑштарса ятӑм…

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара хуллен хулана хӑпарчӗ, Атӑл хӗррипе тӑвалла ухса, хӑйсем ӗнер ларнӑ вырӑна, Юрату ҫыранне, ҫитсе курчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней