Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑра хыҫҫӑн ҫатма ҫинче ӑшаланӑ шӑрттан ҫыртсан — мӗн каласси пур — турра шӗкӗр!
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Михала мунчаран тухнӑ ҫӗре Марьепе Чӗнертен килнӗ Санюк (вӗсен рессорлӑ тӑрантасӗпе хӑнасене кайса илнӗ-ҫке Куславккаран!) ӗҫмелли-ҫимелли хатӗрленӗ: шӑрттан тата тултармӑш ӑшаланӑ, сӗтел ҫине вӗт кукӑль лартнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ларакансем ҫиеҫҫӗ; ӑшаланӑ какайӑн пысӑк татӑкӗсем алӑран алла куҫаҫҫӗ.Сидящие ели; большие куски поджаренного мяса переходили из рук в руки.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
— Ӑшаланӑ ҫӑмартаран ывӑнтӑр-и?
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пӗтӗм ӗҫ валли вунӑ минутран ытла иртмерӗ; акӑ ӑшаланӑ ҫӑмарта чашлатма та хӑмпӑланма пуҫларӗ ӗнтӗ, шӑн ҫак вӑхӑтра Детрей хыҫӗнче тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсем илтӗнчӗҫ:
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Детрей кунта пӗччен тухнине ӑнлантарма ансат: вӑл выҫмаллипех выҫса ҫитрӗ, кунсӑр пуҫне унӑн эрттеле кӗтмен парне кӳрес килет — акӑ тытать те хатӗрлет ӑшаланӑ ҫӑмарта, чӑн та, кичем сырпа какайсӑр.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Мӗнех, ӑшаланӑ ҫӑмартапа сӑйласшӑн-и эсир пире? — ыйтрӗ Леклей.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Ҫапла, ку ӑшаланӑ ҫӑмарта мар, — терӗ Тирнаур.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эпир ӑшаланӑ ҫӑмартапа кӑна тӑранкаласа пурӑнма пуҫлани эрне ӗнтӗ, — кӑшкӑрчӗ вӑл.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Дэзи ӑшаланӑ пулӑллӑ чашлатакан ҫатма йӑтса кӗчӗ.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӗлтерӗшлӗ, нумай ӗҫ-пулӑм пуҫланас кун умӗн, — ҫак страницӑсене те шӑпах ҫавӑнпах ҫырма пуҫларӑм, — ирхине ҫыран хӗрринче яланхинчен ытларах вӑхӑт уҫӑлса ҫӳрерӗм ахӑр, мӗншӗн тесен кӗтмен ҫӗртен хытах выҫса кайрӑм; куҫ тӗлне лекнӗ ахаль хупах патне, унӑн алӑкӗ умне, террасӑна кӗрсе лартӑм та — ӑна хупласа хунӑ шурӑ тата кӑвак чечеклӗ плюш евӗрлӗ ӳсен-тӑрана сӑнакаласа, ҫӑмӑл хӗрлӗ эрехпе сыпкаласа ӑшаланӑ мерлан ҫиме пикентӗм.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Манӑн ферма кунтан ҫур мильӑра; ӑшаланӑ сысна какайӗ тата сӑра курки, э?Моя ферма в полумиле отсюда; кусок жареной свинины и стакан пива, а?
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кӗмӗл ывӑс ҫинче — хӗрлӗ фарфор сервиз; тепӗр ывӑс эрешлӗ пӑхӑр чӳлмексенчи пловпа, кукӑльсемпе, ӑшаланӑ ҫӑмартапа пӑсланать.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пӗр пысӑк тирӗкре — какайпа пӗҫернӗ вӗри кукӑльсем, тепринче ӑшаланӑ чӑх чӗпписем, виҫҫӗмӗшпе качака какай-рагу йӑтса кӗрсе лартрӗҫ, унтан — сахӑрлатнӑ мӑйӑрпа улма-ҫырла.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кӑштахран акӑ ӑшаланӑ чӑх какайӗ, сурӑх какай кукӑлӗ, техӗмлӗ пылак ҫӑкӑр, апельсин, слива, персик, пылак пӑр, сахӑрлатнӑ мускат мӑйӑрӗ, типӗ иҫӗмпе финик «килсе ҫитрӗҫ».
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Повар сӗтел ҫине ӑшаланӑ качака какайӗ, вӗри икерчӗ, пӑспа пӗҫернӗ пӗвер, сахӑрпа вӗретнӗ ҫирӗн кофе лартрӗ.куски жареной козлятины, горячие оладьи, тушеную печенку и крепкий вареный с сахаром кофе.
IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ун умӗнче турилккере какай юлашкисем, сысна салипе ӑшаланӑ нимӗҫ пӑрҫи, стаканра вӗри кофе тата кофейник.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пысӑк та ирӗк пӳртре ӑшӑ пулчӗ, лайӑх тирпейлесе тасатнӑ пӳртре темӗнле тутлӑ апат шӑрши, — ӑшаланӑ хур е сысна ашӗ шӑрши илӗртсе тӑрать.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Сигари ӑна ӳсӗрме хистет, ӑшаланӑ ҫӑмарта вилкӑран ниепле те тирӗнесшӗн мар — кутӑнлашать.Сигара заставила его кашлять, а яичница упрямо разваливалась на вилке.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Самаях ӗшеннине туйсан Жиль анлӑ бульвар аллейинелле пӑрӑнчӗ, йӳнӗ хупах тупрӗ те хальлӗхе пушӑ зала, ҫавра кантӑк сӗтел хушшине, вырнаҫрӗ, суханпа ӑшаланӑ ҫӑмарта, шур эрех кӗленчи, хаяр сигара ыйтрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.