Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах кӑвак ҫӳҫлӗ учитель ӑна ҫавӑнтах ӗлӗкрех доска умӗнче каланӑ сӑмахӗсене аса илтернӗ:
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пассажирсене хирӗҫ вӑтӑр-хӗрӗх ҫулсенелле ҫитнӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ та патвар кӳлепеллӗ, сарлака сухаллӑ, кӑшӑлласа кастарнӑ ҫӳҫлӗ ҫынсем пӑрахут ҫине кӗпӗрленсе кӗчӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сисмерӗ те, ун умне сарӑ ҫӳҫлӗ икӗ пирӗшти пырса тӑчӗ.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
— Тӑр-рӑ-ӑс! — панулми тултарнӑ тулли кутамккана вирлӗн кӑна ура тупанӗпе пырса тапрӗ хура ҫӳҫлӗ арҫын, питне асар-писер пӗркелесе ниҫта кайса кӗрейми ҫиллине шӑнарайманскер.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Пӳлӗме сарлака хул пуҫҫиллӗ, сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ каччӑ кӗрсе тӑчӗ.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
— Эпӗ, — тет кӑтра ҫӳҫлӗ, пӗвӗпе ыттисенчен ҫӳллӗрех те тӗреклӗрех шӑмшаклӑ каччӑ — стипендипе пӗрле хушма укҫа та пултӑр тесе аш-какай комбинатне хуралҫӑна вырнаҫрӑм.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
…Сӗтел хушшинче сарлака хулпуҫҫиллӗ, шур пуставран ҫӗленӗ ҫӗнех мар пиншак тӑхӑннӑ, вӗретнӗ сӗт тӗслӗ ҫӳҫлӗ, сӑн-пичӗ тӗксӗмленнӗ-пӗркеленнӗ ватӑ ҫын ларать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Кӑштахран чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен костюмне тӑхӑннӑ, шупкаланнӑ кӑтра ҫӳҫлӗ, пӑхма ҫамрӑк чухне патвар яш пулнине ҫирӗплетекен пӳ-силлӗ арҫын тухрӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Эпӗ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, урасем кӗске те кукӑр тата унран лутрарах та.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ӗҫ сӗтелӗ хушшинче ларнӑ ҫӗрте шывӗ типме пуҫланӑ стаканри хӗрлӗ ҫеҫкеллӗ чечеке сӑнанӑ май, хӗр куҫӗ умне Алексей пекех хӗрлӗ ҫӳҫлӗ шӑллӗпе йӑмӑкӗсем, ӑнсӑртран килсе тухнӑ хӑрушӑ ӗҫ-пуҫа пула мӑшӑрне ҫухатнӑ амӑшӗ тухса тӑчӗҫ…
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ҫиччӗмӗш хутра хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Алексее тӗл пулчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Пӗр хут ҫӳлерехре карттус сӑмсине каялла туса тӑхӑннӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫамрӑк ларать, вӑл та тимӗр шӑратса ҫыпӑҫтарать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Йӑлтӑр хура ҫӳҫлӗ ҫамрӑках мар хӗрарӑм-секретарь Иринӑна кадрсен пайне кайма сӗнчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Ай, мӗнле чаплӑ факт! — савӑнчӗ куҫлӑхлӑ лапсӑркка ҫӳҫлӗ ҫамрӑк юлташ, заметкӑна вуласа тухсан.
«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.
Хуп-хура ҫӳҫлӗ, тӑрӑхларах питлӗ, тӳрӗ сӑмси ҫумӗнчен тута хӗрринелле икӗ тарӑн йӗр анать.
54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Монгол сӑнлӑ хурарах ҫӳҫлӗ каччӑ хӑйне Укахви тӗсесе пӑхнине чӑтаймасть.
21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Шап-шурӑ ҫӳҫлӗ патриарх хӑй миҫе ҫултине пӗлменни ҫинчен каласа пурне те тӗлӗнтеретчӗ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Паян шурӑ ҫӳҫлӗ Микул тӑлӑх. — пӗр ывӑл та ҫук унӑн.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анлӑ кабинетра, симӗс сукнапа витнӗ пысӑк хура сӗтел хушшинче кӗске кастарнӑ ҫӳҫлӗ, шурлӑх тӗслӗ ҫивӗч куҫлӑ офицер ларать.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шкул директорӗ, кӑпӑшка ҫӳҫлӗ чиперкке, аптраса ӳкнӗскер, ял Советне асӑрханса пырса кӗчӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.