Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Чуруна Хӑвӑн ҫутӑ сӑнна кӑтартсам; хӗрхенекен кӑмӑлупа ҫӑлсам мана.17. Яви светлое лице Твое рабу Твоему; спаси меня милостью Твоею.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, пӑрахса ан кайсам мана; эй тӗрекӗм! мана пулӑшма васкасам; 21. чунӑма хӗҫрен хӑтарсам, пӗртен-пӗррескерӗме йытӑсенчен ҫӑлсам; 22. арӑслан ҫӑварӗнчен, хир вӑкӑрӗсен мӑйракинчен ҫӑлсам мана, илтсессӗн — хӑтарсам мана.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана шанса тӑратӑп; хама хӗсӗрлекенсенчен пуринчен те ҫӑлсам мана, хӑтарсам мана; 3. хӑтаракан [та ҫӑлакан] ҫуккипе тӑшман ман чунӑма, арӑслан пек туласа, тӑпӑлтарса ан кӑларайтӑр.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫаврӑнса пӑхсам, чунӑма хӑтарсам, хӗрхенекен кӑмӑлна кура ҫӑлсам мана.5. Обратись, Господи, избавь душу мою, спаси меня ради милости Твоей.
Пс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен! ҫӑлсам мана, Турӑҫӑм!
Пс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Гаваон ҫыннисем Иисус патне [Израиль] тапӑрне, Галгал хулине, ҫынсем янӑ: «Хӑвӑн чурусене аллу хӳттисӗр ан хӑвар; хӑвӑртрах килсе пулӑшсам пире, ҫӑлсам пире: ту ҫинче пурӑнакан аморрейсен патшисем пурте пире хирӗҫ пуҫтарӑнса килчӗҫ» тесе калама хушнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.