Поиск
Шырав ĕçĕ:
Рокоссовский шухӑшланӑ вӑхӑтра пурте шӑпланчӗҫ, темшӗн командующин пит-куҫӗ ҫине мар, унӑн аллинчи шӗвӗр вӗҫлӗ кӑранташ ӑҫталла шунине сӑнаса ларчӗҫ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑй хыҫӗнче тепӗр прожектор ҫути аяккинчи штрек тӑрӑх шунине курсан, Москаленко, вунтӑххӑрмӗш ҫулта граждан вӑрҫинче ҫак каменоломньӑра ҫапӑҫса курнӑскер, фашистсен аллине лекнине ӑнланса илнӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Виҫӗ ача пӗшкӗннӗ те, Корниловӑн ҫирӗп аллисем тытнӑ винтовкӑн затворӗ унталла-кунталла шунине пӑхса лараҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Куҫне уҫса пӑхсанах пир тӑрӑхӗсем ҫав ҫара ураллӑ темле ача хыҫҫӑн чунлӑ япала шунӑ пекех шунине асӑрхарӗ.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑмӑла кайма тӑрӑшакан уйӑх, шупка сарӑ пӗлӗтпе пӗркенсе, йывӑҫ турачӗсем хушшинче вӑрттӑн шунине е хӑйне кӑмӑллакансен куҫӗсене кӗмӗл тӗслӗ пайӑркисемпе йӑмӑхтарнине юратаҫҫӗ вӗсем.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан каллех сиксе тӑрса, пӗр хушӑ хӑйне мӗн пулни ҫинчен шухӑшласа, пӑр ҫинче ыттисем мӗнле шунине сӑнарӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑра хӗвел ҫути урай тӑрӑх вӑрахӑн, палӑрмалла та мар шунине ҫав тери тинкерсе сӑнаса пычӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫак ҫӗре мӗнле ирттернине те, тепӗр ирхине малалла мӗн чухлӗ шунине те астуман.Алексей не помнил, как провел он эту ночь и много ли еще прополз утром.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уявӑн илемӗ те аякран шурӑ-хӗрлӗ тумсем ешӗл курӑк тӑрӑх хитрен шунине пӑхса тӑма кӑна.
Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman
Вӑхӑт хӑвӑрт шунине, ҫуртра ача сасси илтӗнменнине ӑнланса та ӗлкӗреймерӗмӗр.
Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Пирӗн пӳрт тӑррине хӑпарсан атте тытса пыракан хир карапӗ епле шунине курма пулатчӗ.
Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№