Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шлепкине (тĕпĕ: шлепке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхмасӑрах шлепкине илсе тӑхӑнать вӑл, кутамккине аллине илет.

Не глядя ни на отца, ни на сына, он натягивает шляпу, берет котомку.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хыпаланса калаҫнӑ май Ивук йӗкӗт тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрет, унӑн сӗрме купӑс чикнӗ пушӑ кутамккине вӗҫертсе урапа ҫине хурать, ҫӑм шлепкине хывса илет, ҫӳҫне тӳрлеткелет, юратса ӑна куҫӗнчен пӑхать, тарлӑ ҫурӑмӗнчен ҫупӑрлать.

— Ивук до того рад встрече, что прямо вьюном вьется вокруг парня, снимает с его плеч котомку со скрипкой, бережно укладывает на телегу, похлопывает по взмокшей спине, поправляет сбившиеся под войлочной шляпой волосы, заглядывает в глаза.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл арӑмӗ мӗн калассине кӗтмесӗрех айккинелле пӑрӑнчӗ, шлепкине тӳрлете-тӳрлете хирелле утрӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Страствуй! — терӗ хуралҫӑ йӑвашшӑн, ҫӑм шлепкине хул хушшине хӗстерсе.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пальтипе шлепкине хывса ҫакрӗ те сӗрме купӑс сассине алӑк кукринче вырӑнтан хускалмасӑр итлесе тӑчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр ача ӑна шӑпӑрне тыттарчӗ, тепри ҫӑм шлепкине тӑхӑнтарчӗ.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй хӑна сисиччен хӗрӗсене куҫ хӗсрӗ, лешсем Урасмет шлепкине йӑрхахран ҫакнӑ хушӑра пӳртрен тухса та шӑвӑнчӗҫ.

Помоги переводом

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрата вӑл чӑваш пекех туйӑнчӗ, хӗр ача ҫывӑха ҫитрӗ те шлепкине илсе парса: — Мӗн пулчӗ сана, мучи? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав пӗр старик, тӗрленӗ кӗпепе кӑвак йӗм тӑхӑннӑскер, тарпа шӳнӗ ҫӑм шлепкине тусан ҫине ҫӗклесе ҫапнӑ та пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче хӑйӗн ҫӳҫӗсене тӑпӑлтарать.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсана мӗн каламаллине вӗсем ӗнерех тӗплӗн сӳтсе явнӑ, ҫавӑнпа та Ахтупай тек ыйтса та тӑмарӗ, ҫӑм шлепкине пусарах лартрӗ те кӗҫӗн алӑкран тухса та ҫухалчӗ.

Помоги переводом

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ун сӑмахне итлесе пӗтермерӗ, ҫӑм шлепкине пусарах лартрӗ те ним сӑмах чӗнмесӗр хапха еннелле утрӗ.

Помоги переводом

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Комиссар юлташ, — пуҫларӗ хура сухаллӑ ҫын, шлепкине хывса, ун патнелле утнӑ хушӑра.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн тухтӑр шлепкине тӑхӑнчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗлнӗ-пӗлменни ҫинчен шкул директорӗ умӗнче калани — элек сарни пулать, господин эс-ер! — васкаса тухса кайма тӑчӗ пуп, анчах шлепкине тупаймасӑр хӑшкӑлчӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Васканӑ май, хӑйӗн карттусне илнӗ чух, пачӑшкӑ шлепкине пӑлан мӑйраки ҫинчен ӳкерчӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Халӗ вӑл ҫывӑрса каять», — пӑшӑлтатрӗ те Ева шлепкине тӳрлетрӗ.

«Она теперь уснет», — шепнула ему Ева и поправила шляпу.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Куратӑп: эсир Джессие лайӑх витӗм кӳретӗр, — терӗ Ева ашшӗне куларах тӗсесе, ашшӗ те ӑна кулӑпах хуравларӗ те сехетне куҫӗсемпе тӗллерӗ, чӗр куҫҫи ҫинчи шлепкине куҫарса хучӗ.

— Право, вы хорошо действуете на Джесси, — сказала Ева, взглядывая с улыбкой на отца, который улыбнулся ей сам и посмотрел на часы, двинув лежащей на коленях шляпой.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Джесси хӗрарӑм ҫулӗпе пырса хӑйне хӑй асаплантару хушшинче хӑйӗн ҫӑмӑл, капӑр шлепкине, Детрей кӗтмен ҫӗртен тупнӑскере, умне кӑларса тӑратрӗ те — йӳҫеккӗн ӳпкелешет: тупнӑ япалана типпӗн йышӑннӑшӑн, Детрейран ӑна мӗнле майпа тупнине тӗплӗн ыйтса тӗпчеменшӗн.

Единственно женским путем Джесси достигла среди самобичевания — своей легкой, нарядной шляпы, найденной так неожиданно Детреем, и горько сетовала, что приняла находку сухо, даже не расспросив подробно, как он ее нашел.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пач кӗтмен ҫӗртен авӑк ҫил хӗре хыҫалтан, ӗнсинчен пырса ҫапрӗ те атлас хӑюллӑ шурӑ шлепкине сӳсе ывӑтрӗ, вӑл куҫ умӗнчех таҫталла, ҫыр хыҫнелле вӗҫсе ҫухалчӗ.

Вдруг порыв ветра, поддав сзади в затылок, сбил ее белую шляпу с атласной лентой, полетевшую прямо перед глазами прочь, за обрыв.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Билль шлепкине ҫӗклерӗ те пуҫне усса тӑрать, самаях шикленнӗ Саватье кӗпин ҫухавине чӗтрекен аллипе тӳмелеме хӑтланать; хӑрӑлтатса, чарусӑррӑн, тилӗрӳпе те намӑспа сывлаҫҫӗ.

Билль поднял шляпу и стоял, опустив голову, испуганный Саватье пытался застегнуть ворот рубашки дрожащей рукой; их хриплое, неистовое дыхание звучало гневом и стыдом.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней