Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шикленсе (тĕпĕ: шиклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл йӗри-тавралла шикленсе пӑхкаларӗ, ҫынсем вӗсене пӗрле курсан тем калаҫасран хӑрарӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Днепр шывне пайӑн-пайӑн йывӑҫ хӳмесемпе пӳлсе илсе, шывне уҫла-уҫла кӑларса тӑкмалла пулнӑ: ҫавӑн пек хӳмесем ӑшӗнче вара рабочисен яланах шикленсе ӗҫлемелле пулнӑ: шавласа юхакан шыв, хӳмесем ӑшне кӗрсе кайса, пӗтӗм ӗҫе тата ӗҫлекенсене хӑйсене те пӗр самантрах пӗтерсе хума пултарнӑ.

Приходилось отгораживать по частям реку деревянными перемычками (загородками), выкачивать из них воду и работать в таких перемычках под постоянной угрозой, что бушующие потоки воды ворвутся внутрь и уничтожат и всю работу и самих работающих.

Днепр ҫинчи электричество станцийӗ (Днепрогэс) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл, пӗр сӑмахне те пулин сиктерсе хӑварасран шикленсе, пӗтӗм кӗлеткипе малалла туртӑнчӗ.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каярахри вӑхӑтра мӗн пулса иртнишӗн Павлик Морозовсем мар ответлӑ, уншӑн ыттисем, нихӑш енчен те айӑплӑ мар ҫынсене хӑйсен пурнӑҫӗшӗн, хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн шикленсе, хӑраса пурӑнакан тунисем, доноссем, элексем ҫырнине ырланисем ответлӑ!..

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халӗ Лена темле шикленсе пӑлханчӗ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Хӑрамастӑп», — терӗ пулин те хытӑ шикленсе выртрӗ диван ҫинче арҫын ача.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫывӑрсах каясран шикленсе Андронов сиксе тӑчӗ те, хулпуҫҫисене выляткаласа илсе, чӳречерен шак-шак-шак! тутарчӗ.

Помоги переводом

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Йӗпе куҫне йӑлтӑртаттарса тӑракан арҫын ача шикленсе куҫне те мӑчлаттарманран-ши, хӗр тӗксӗмленчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

«Сулӑнса кайӑп та чул пек кусса анӑп, — шикленсе шухӑшларӗ Анатолий Семенович.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑш-пӗрисем ман ҫине шикленсе, хӗрхенсе пӑхкаларӗҫ, ку этем ухмаха тухнӑскер мар-и терӗҫ пулмалла.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫитет сире терӗ вӑл ман Беликов пек мӗскӗнленсе, шикленсе те хӑраса пурӑнса!

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шикленсе ӳкнӗ чипер хӗрарӑм татӑлсах йӗме пуҫлать: «Нит» сӑмах нимле пароль те мар.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр чух сӑлтавсӑрмӗнсӗр те шикленсе илетӗн ҫав: вокзалта автобусран тухсан Таранов такси тытрӗ те, хайхи икӗ сумка хваттере шӑнкӑрт-шӑнкӑрт ҫеҫ ҫитсе выртрӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Сулагаев хӑна пӑлханса, шикленсе ӳкнине кура Саркая тиркеме тытӑнчӗ:

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Инкек ҫине синкек тенӗ пек, хӑй сӑмахӗнчен шикленсе ӳкнӗ Таранова йытӑ сехӗрлентерчӗ тата.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевич, куҫ курмиех шикленсе ӳкнӗскер, нумаях сӳтӗкленсе тӑман: арӑмӗпе канашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн хӑйне яла ӗҫлеме яма ыйтса хут ҫырнӑ:

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кун пек чухне инҫе ҫултан шикленсе хваттерте канлӗн саркаланса лараймӑн…

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Мӗн калаҫатӑн эс? — шикленсе ӳкрӗ Петӗр.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗчченех пурӑнакан хӗрарӑм ҫитӗнсен Анатолий Васильевича темиҫе ҫул чунра упранӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ: усрав ывӑлӗ хӑйне пӑрахса каясран шикленсе унӑн докуменчӗсене ҫунтарса янӑ-мӗн вӑл.

Помоги переводом

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Студенткӑсем профессор ҫине шикленсе пӑхрӗҫ, ним чӗнме те пӗлмерӗҫ, Георгий Васильевич вара пӗрре хӗрачасем ҫине, тепре сирень ҫеҫкисем ҫипе пӑхрӗ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней