Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку хӗр мана тӑтӑшах кулянтарать те хаваслантарать; эпӗ вӑл хутшӑннипе пулса иртнӗ сценӑсене е вак-тӗвек хусканусене, ӑна ҫеҫ тивӗҫлӗ мыскарасене аса илетӗп, вӑл мана выляса янӑ укҫана тавӑрса панине, хӑйне мӗн кирлине ӑнлантарас йӳтӗмпе — чӗвен тӑрса — мана тутаран пӳрнисемпе шеплеттернине ҫине-ҫинех куратӑп та хам сисмесӗрех кулатӑн та канатӑп…
XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Икӗ лаша пӗр-пӗринчен урисемпе ҫапӑнса, тилхеперен-туртаран такӑнса-пӑтрашса кайса ӳкрӗҫ; ыттисем чӗвен тӑрса айккинелле вирхӗнчӗҫ те япаласен юлашкисене ҫынсен хушшине сапаласа хӑварчӗҫ.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Алӑка уҫрӑм та ура пӳрнисемпе чӗвен тӑрса пусма патнелле ыткӑнтӑм. — алӑран ярса тытасса е кӑшкӑрса чӗнессе кӗтсе.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӗр пӳрт кӗтесӗнче муллана хӗстерсех лартнӑ, таса тӗне ӗненекенсен умӗнче чӗвен тӑрса тӑнӑ та коран ӑнлантаруҫи — ҫак саманта тивӗҫлӗ цитатӑсене кӑшкӑра-кӑшкӑра кӑларать.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Галуэй пит ҫӑмартисене хускаткалать, аллисене кӗсйине чикнӗ, темшӗн чӗвен тӑркалать-силленкелет, калаҫать те кулать.Галуэй, дергая щекой, заложив руки в карманы и покачиваясь на носках, говорил и смеялся.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Апла шухӑшламашкӑн мана ҫиччӗсенчи ҫапкаланчӑк ача калани хистет; вӑл чӗвен тӑчӗ те: «Туртмалли пар-ха, тете!» — терӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Мери чӑннипех ӑшшӑн кулса илчӗ, барона тав турӗ; ку ҫеҫ те мар, — чӗвен тӑчӗ те унӑн ҫулӑм пек сухалӗ айӗнчи галстукне тӳрлетрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
Следователь Тиррей ҫине темӗн пӗлтересшӗнле тӗмсӗлчӗ, янах айне пӳрнисемпе ярса тытрӗ, хытса тӑчӗ, кӗтмен ҫӗртен вырӑнтан ҫӗкленчӗ те чӗвен тӑрса алӑк патнелле утса пычӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ чӗлпӗре туртрӑм, лаша канӑҫсӑррӑн кӗҫенчӗ, чӗвен тӑчӗ, манӑн йывӑр аллӑма туйса тулхӑрчӗ те кайри урисемпе кукаленчӗ.Я натянул удила, конь заржал, поднялся на дыбы и, фыркая от тяжелой моей руки, осел на задние ноги.
II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Вӑл курокӗпе шаклаттарчӗ, Нуарес вара утне кӑра хусканупа чӗвен тӑратрӗ те айккинелле сикрӗ.— Он щелкнул курком, а Нуарес бешеным движением взвил лошадь на дыбы и прыгнул в сторону.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Тискеррӗн кӑшкӑрса чӗтреве ертӗм, сехӗрленнипе хуҫкалантӑм та хытса тӑтӑм; мана кӗмсӗртетекен тӗтре ытамлать, ҫӗр йӑтӑнса анчӗ, эпӗ чӗвен тӑратса асаплантаракан ҫын евӗр ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗретӗп…
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ҫӗклентӗм те сивӗ ӗнсепе, суккӑрла — алӑсене тӑсса, — чӗвен тӑрса старик патне пырса тӑтӑм.Я встал и с холодным затылком, вытянув, как слепой, руки, подошел на цыпочках к старику.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Пӗлӗтсен хумлӑ-хумлӑ, ҫӳллӗ-ҫӳллӗ хӳмисем вӑрман ҫийӗн чӗвен тӑрса ишеҫҫӗ, вӑхӑт-вӑхӑтӑн тӗтре тӗркемӗсене ҫӗрелле ывӑтаҫҫӗ, хайхискерсем тӗмсенчен ҫакланса пӑравус трубин тӗтӗмӗн капламӗсем пек куҫаҫҫӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Пурте тенӗ пекех чӗвен тӑрса, мӑйӗсене тӑсса итлеҫҫӗ:
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вӑл чӗвен тӑрса сикрӗ, манӑн урасем патнех ӳкрӗ, унтан самантрах вилчӗ, эпӗ хамӑн ҫӗмрен йӗппине унӑн ҫӑварӗнчен туртса кӑлартӑм та пытартӑм.Он подпрыгнул, упал к моим ногам и издох, а я вытащил стрелу я спрятал ее.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Лашине урисене ҫӗклесе чӗвен тӑричченех каялла чакарса, Буденный шашкине йӗнӗрен туртса кӑларчӗ, унтан: «Ман хыҫҫӑн!» терӗ те лашине тӑкӑрласа илчӗ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Телефон патӗнчен алӑк патне чупать, ҫынсене чӗнсе илет, ыйтса пӗлет, приказ парать; кӗскен ыйта-ыйта пӗлсе, хӑй шухӑшӗсене уҫҫӑн кала-кала ӑнлантарать; ҫак тӗлӗнмелле хӗвӗшӳре алчӑраса кайнӑ ҫынсен ӑс-халне, шпорсемпе кастарса хистенӗ пек, чӗвен ҫӗклетсе тӑратать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Рыцарьсен лашисем сиксе чӗвен тӑнӑ, вара вӗсен ҫинче ларакан ҫар ҫыннисем, тимӗр тумтир тӑхӑннӑскерсем, пукан пек ҫӗре пере-пере аннӑ.
Бомбардсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Паровоз «чӗвен» тӑнӑ.
Шерепе // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Унтан, ик уран чӗвен тӑрса, малти урисене хуҫа кӑкӑрӗ ҫине хурса, ун чӗрҫийӗ ҫине ларма кӑна хатӗрленнӗччӗ, хуҫа чӑтаймасӑр кӑшкӑрса янӑ.
Ашак ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.