Поиск
Шырав ĕçĕ:
Моряксем ӑна чӑрмантарас мар терӗҫ, ҫак вӑхӑтра хӑйсем хушшинче хытӑ сасӑпа калаҫма тӑрӑшмарӗҫ.
Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html
— Манӑн чӑрмантарас килмест, — терӗ вӑл.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Генникер шлепкине хывмарӗ, саламатне вӗчӗрхенчӗклӗн сулкалать, ӑна хӑйӗн туйӑм-сисӗмне евитлемешкӗн чӑрмантарас тӑк мана ҫапма та хатӗрччӗ-и…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Кӗске тӑхтавсенче пӗр-пӗрне чӑрмантарас мар тесе каварҫӑсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ӗҫлеме пикенчӗҫ: Галеран Тергенспа, Ботредж Стомадорпа.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вара пуҫ янӑ ҫын, хӗрӗн телейне чӑрмантарас мар тесе, чӳрече кантӑкне чуп тӑвать.И изгнанник, не желая мешать счастью дочери, целует оконное стекло.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Сана тимлӗрех пӑхма чӑрмантарас мар тесе эпӗ хыҫалтан пырӑп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
— Сире те тек чӑрмантарас мар.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Лешӗ вулама пуҫласан ӑна чӑрмантарас мар тесе аяккалла куҫса ларчӗ.
Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Костя ҫеҫ вӗсене чӑрмантарас мар тесе ял еннелле пӑрӑнса утрӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
— Тӑвӑр пулсан та хамӑр кӗтес, — терӗ Тоня общежити пӳлӗмне кӗрсенех… — кунта никам та чӑрмантарас ҫук пире, ирӗклӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Тен, кӗрӳ килсе чӑрмантарас тейӗ те.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Эмиль амӑшӗ нӳхрепри пӗр тӗттӗм кӗтесре чие янӑ чан вырнаҫтарни никама та чӑрмантарас ҫук.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Франци хӑвачӗ ҫав тери чикӗсӗр вӑйланса кайни Англи тинӗссем ҫинче те, колонисенче те пуҫпулса тӑрассине кайран юсамалла мар хавшатса янӑ пулӗччӗ, XIV Людовик ӗмӗтленнине чӑрмантарас тесе, Англи, Голландипе тата Австрипе союз туса, Францие хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ.
4 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Эпир Ту-Этеме ыйтусемпе чӑрмантарас мар терӗмӗр, мӗншӗн тесен пире унпа калаҫса ӑнланма пит йывӑр пулчӗ.Мы избегали тревожить Человека-Гору вопросами, так как нам было очень трудно объясняться с ним.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ӑна чӑрмантарас мар тесе, ытти радистсен сахалтан та пилӗк километр аякка кайса ӗҫлеме лекетчӗ.Другим радистам, чтобы не мешать, приходилось уходить на расстояние не менее пяти километров.
Здолбуново станцийӗнче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— Турӑ каҫартӑрах! мӗншӗн сире чӑрмантарас ман? — кӑшкӑрса ячӗ хӑранипе шпик, ҫавӑнтах икӗ аллине йӑлӑннӑ пек тытса, кӑкӑрӗ ҫине хучӗ: кун пек ӗҫ ҫаврӑнса тухни ниепле те унӑн кӑмӑлне каймарӗ.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Апла пулсан, пысӑк ӗҫ, питех те темле кирлӗ ӗҫ, мӗншӗн тесен ӑпӑр-тапӑр ӗҫшӗн «его степенство» хӑйне чӑрмантарас ҫук.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ку вӑхӑтра Стасикпе Женя тата Мишӑпа Никита, амӑшне ачисемпе калаҫма чӑрмантарас мар тесе, вӗсенчен каярах юлса пычӗҫ.А Стасик, и Женя, и Миша с Никитой шли сзади, чтобы не мешать разговору матери с детьми.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Мӗншӗн сире чӑрмантарас…
XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Унӑн тивӗҫлӗ ыйхине чӑрмантарас мар тесе, эпир килне ҫитсе ӳкнӗ Чжан Фу-ин ҫинчен сӑмах тапратӑпӑр.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.