Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, ырми-канми ӗҫре пысӑк хисепе тивӗҫнӗ ҫынсене аса илсе чыс туни тата историри пулӑмсене шута илни малашлӑха ҫирӗп утӑмпа ярса пусма, ума лартнӑ тӗллевсене чӑрмавсӑр пурнӑҫа кӗртсе пыма май парӗ».
Асӑну каҫӗнче Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ // Алена Пчелкина. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d0%b0%d1% ... b0%d0%bba/
Пысӑк квалификациллӗ специалист ҫамрӑксене хӑйӗн паха опытне вӗрентсе пырать, хулана вӑхӑтра тата пӗр чӑрмавсӑр паха шывпа тивӗҫтерессишӗн тӑрӑшать.
Канаш хулине ҫур ӗмӗр ытла паха шывпа тивӗҫтерет // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... 8%d0%b2ec/
Ҫакӑ автомашинӑсен хуҫисене кирек хӑҫан та хӑйсем пурӑнакан килӗ умне пӗр чӑрмавсӑр ҫитме май парать.
Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/
Пиҫен е йытпырши таврашсем сортлӑ тырӑ анисем ҫине ним чӑрмавсӑр сикӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Малашне вӗсене нимле чӑрмавсӑр туянма та, сутма та май пулӗ.
Тислӗке малашне сутма тата туянма ирӗк парӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32215.html
Депутата хӑйӗн прависемпе обязанноҫӗсене пӗр чӑрмавсӑр та эффективлӑн пурнӑҫа кӗртсе пыма условисем туса параҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Пирӗн граждансем лайӑх пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе пӗр чӑрмавсӑр усӑ курма пултарччӑр тесе эпир сирӗнпе нумай ӗҫ турӑмӑр.Мы с вами сделали многое, чтобы качественные медицинские услуги были доступны для наших граждан.
Михаил Игнатьев Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/18/news-3596343
Шофер Давенантпа урӑх калаҫмарӗ, Давенант ҫакӑншӑн савӑнать, мӗншӗн тесен вӑл халӗ тӗтрелӗхре: унта — хӑйӗн вӑраха пыман лайӑх иртнӗлӗхӗн юлашки саманчӗсем, вӑл автомобильпе пынӑ май йӳҫеккӗн киленни, ҫула чӑрмавсӑр вӗҫлесси…
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Нихӑҫан та кураймӑп, мӗншӗн тесен, — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пурне те курас тӑк, — йӗркеллӗн, чӑрмавсӑр тата укҫа виҫесӗр нумай чухне, — тӑват ҫӗр утмӑл пӗр ҫул кирлӗ; чарӑнусӑр тата ыйхӑсӑр.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Унӑн аллинче темиҫе кимӗ пулнӑ; вӑл вӗлерӳҫӗ тӗк — вилесене пӗр чӑрмавсӑр, васкамасӑр тинӗсре путарма, кайран вара ҫынсем пурте пулӑ тытнӑ чух вилнӗ тесе хыттӑн евитлеме пултарнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Хурҫӑ магистраль тӑрӑх куллен груз турттарассине тата пассажирсене чӑрмавсӑр илсе ҫӳрессине шанчӑклӑ йӗркеленӗ.
Михаил Игнатьев Чукун ҫул ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/08/04/news-3907891
Вигсем король влаҫне пӳлсе промышленноҫпа суту-илӗве ним чӑрмавсӑр аталантарасшӑн пулнӑ.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Вилӗм хӑрушлӑхӗ ҫинчен шутламаннипе вӗсен ӑс-тӑнӗ пӗр чӑрмавсӑр ирӗклӗн ҫитӗнсе аталанать.Вечная мысль о ней не угнетает их ум, и он развивается свободно и без всяких помех.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кутузов хӑйӗн задачине пурнӑҫланӑ; вырӑс ҫарӗ пӗр чӑрмавсӑр Цнайм патнелле куҫса пынӑ.Цель Кутузова была достигнута — русская армия беспрепятственно двигалась к Цнайму.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пирӗн ҫӗнӗ типографи ӗнтӗ тӑватӑ ҫул ӗҫлет, унӑн шрифчӗсем тӑтӑшах пӗр чӑрмавсӑр ӗҫленипе пӗтӗмпех якалса кайрӗҫ, эсир вара пин хваттертен кая мар ухтара-ухтара тухрӑр, ҫитменнине тата ялан шӑпах типографи пулман е пулма та пултарайман вырӑнсенче ухтартӑр.
XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Эпӗ юри ӳсӗрӗлнӗ пек пулнӑ пирки ҫеҫ урам тӑрӑх пӗр чӑрмавсӑр килме пултартӑм…— Я и по улице-то прошел благополучно потому только, думаю, что прикидывался пьяным…
ХLII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тӗлӗнетӗп, ҫӗрле те ӑҫтан пӗтӗмпех пӗлсе ҫитерет вӑл: пӗр чӑрмавсӑр малалла вӑркӑнать, кайсан-кайсан чарӑнса тӑрать, пуртӑ сассине итлет.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
— ФАПа тунӑ чух сусӑрсем, сывлӑх тӗлӗшӗнчен айванрах ҫынсем валли ятарлӑ пандус вырнаҫтарни кирек кама та кунта чӑрмавсӑр килсе ҫӳреме май парать, — ӑнлантарать район больницин тӗп врачӗ И.Смирнова.
Ҫӗнӗ ФАПсем уҫӑлӗҫ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.16, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=888&text=news-publikacii
— Александра мӗнле? — ыйтнӑ Фома, ҫак вӑрӑм пӳллӗ, чӑпар костюм тӑхӑннӑ чӑрмавсӑр йӗкӗтӗн хыттӑн янӑракан сассипе кӑштах алчӑраса.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Апла пулсан, ӑна шеллесси те ҫук, тапратса ятӑн та — укҫана ҫапать те ҫапать… нимӗн сӑмахсӑр, нимӗн чӑрмавсӑр… ҫаврӑнать те ҫаврӑнать!
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.