Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чие сăмах пирĕн базăра пур.
чие (тĕпĕ: чие) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Теплицӑра слива, терн тата чие йывӑҫҫисене вӑрӑран акса шӑтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Фермер патӗнче хӑнара пулнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%84%d0% ... bb%d0%bda/

Мӗн пур пулла улмуҫҫи, ҫирӗк тата чие вуттипе тӗтӗмлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Витаминпа пуян пулӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=BSWn0Gjxug8

Ачасем кайран чие ҫырли патне час-часах пыратчӗҫ.

Ребята потом часто приходили к вишне.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Папӑна нихҫан та-нихҫан та чие ҫырли айӗнче тарӑн чавма юраманни ҫинчен пӗлтерчӗҫ, мӗншӗннинне ыйтса пӗлме юрамасть терӗҫ.

Папе сказали, что никогда нельзя копать глубоко под вишнями, а почему нельзя — запретили спрашивать.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Хӑрушӑ пушар хыҫҫӑн ял совечӗ валли урӑх ҫӗрте, ял варринчи шкулпа юнашар, ҫӗнӗ ҫурт майлаштарнӑччӗ, тахҫан икӗ сыпӑклӑ шатрун пӳрт ларнӑ вырӑн пуш-пушахчӗ, ӑна Варуҫҫи аппа кӑмрӑкран, кӗлтен тасатнӑччӗ-ха: йӗркипех пахча ҫимӗҫ йӑранӗсемччӗ, чие тӗмӗсем пурччӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пахча енчи чӳречерен чие, хурлӑхан тата сирӗн тӗмисем курӑнаҫҫӗ, унта ҫуркунне кашни каҫ пӗр шӑпчӑк юрлать, хӗлле — ҫаралнӑ тӗмсем ҫинче ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Верандӑллӑ чул ҫурт умӗнчи пахчара, чие тӗмӗсем хушшинче, икӗ пилеш вут-кӑварлӑн хӗмленет.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кунта чие тӗмӗсем те, ҫӗмӗртсем те, пилешсем те пур, анчах вӗсенчен маларах улмуҫҫисем куҫ тӗлне пулчӗҫ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Шурӑ тутӑр ӑнсӑртран алран вӗҫерӗнсе вӗлтӗрен тӗмми ҫине саркаланса ӳкрӗ те, эпӗ чие ҫеҫки шӑршиллӗ ҫурхи тӗттӗм каҫа аса илтӗм.

Помоги переводом

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫаврака пит ҫӑмарти — анис улма, тӑртанса чиперленнӗ тути — чие ҫырли.

Помоги переводом

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫакӑнта такамсем пӑшӑл-пӑшӑл калаҫнине илтсен чие турачӗсене сиркелесе унталла-кунталла пӑхрӑм.

Помоги переводом

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Чие йывӑҫҫисем те улмуҫҫисемпе ӑмӑртсах ҫеҫке кӑлараҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Тутлӑ шӑршӑ саракан панулми йывӑҫҫисемпе чие тӗмисем хушшинче пӗр-пӗчченех ҫӳрет хӗр.

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ха-ха, кун пек сӑлтав тупса чие тӑршшӗ лартас текене пӗрремӗш хут куратӑп, — сиввӗн кулам пекки турӗ Аҫтӑрхан.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫинчен чие суйлар-и, те, Тӗппе ҫатан авар-и?

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пысӑк чие йывӑҫҫисем кунта ҫук.

Помоги переводом

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Нухӑт чечекӗ те чие чечекӗ евӗр, анчах та ун чечекӗсем ӳт тӗслӗ хӗрхӗлтӗм.

Помоги переводом

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анне ӑна, Катя маншӑн вӑрҫӑ ҫулӗсенче чи ҫывӑх та шанчӑклӑ тусчӗ, тесе, хамӑрӑн чие пахчинчех шӑтӑк алтса пытарчӗ.

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм ӑшӑнса, ачашшӑн йӑшса кайрӗ, пурнӑҫра темӗнле ырӑ япала ҫаврӑнса тухнине сиссе, чӗрине пылак савӑнӑҫ ҫупӑрласа, ытамласа илчӗ, вӑл, чӗри, ыррӑн-ыррӑн кӗрккеме, хатӑррӑн тӗпӗртетме пуҫларӗ, питӗнчи «пиҫӗмри» чие каллех самантрах «пиҫсе ҫитрӗ».

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Малтанах Павӑл Лена ҫавин вичкӗнӗшне-ҫивӗчӗшне тӗрӗслерӗ, ҫупкӑҫларӗ, пушанарах панӑ пастарне чишкипе ҫапкаласа хытарчӗ, вара илӗртмӗш пӑшлак ҫырлаллӑ чие тӗми ҫывӑхӗнче ҫулман симӗс курӑк ҫине месерле тӑшӑрӑлчӗ те, пилӗкне тӑсса, хӑйне лӑштӑрах ячӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней