Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрелсе (тĕпĕ: хӗрел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палламан ҫын хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Светлана хӗрелсе, тӗлӗнмелле хитреленсе кайрӗ, унӑн куҫӗсем ҫунса тӑчӗҫ, кӑкӑрӗ хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн пӑлханса ҫӗкленме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Светлана, те савӑннипе, те вӑтаннипе, хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Виҫӗ уйӑх ытларах…» — шухӑшласа илчӗ вӑл, хӗрелсе кайса.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хитре урисене курчӗ, тӑвӑртарах кӗпе тӑхӑннипе уйрӑмах илемлӗ курӑнакан пилӗкне, тулли кӑкӑрне асӑрхарӗ, кулса илчӗ, хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Светлана шутсӑр вӑтанса хӗрелсе кайнӑ, Гришӑна вӑл ҫийӗнчех нимӗн калама та аптӑраса тӑнӑ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Каҫар, Светлана, эпӗ йӑнӑш персе ятӑм, — хӗрелсе кайрӗ Валентина.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пирӗн Иван Кузьмич питӗ тӗлӗнмелле этем иккен: савӑнса е вӑтанса пӑлханнӑ чухне вӑл ҫав тери илемсӗрленсе каять, унӑн сылтӑм куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗкӗ хӗрелсе пысӑкланать, пӗтӗм питне-куҫне шӑнӑр туртса хӗстернӗ пек туйӑнать.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Маша татах хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Те вӑтаннипе, те хумханнипе, вӑл хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Эпир ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑм мар… — шӑппӑн хуравларӗ Маша, хӗрелсе кайса.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ватӑ ҫынсен шуралса е хӗрелсе кайни паллах мар, анчах Анна Федоровна шуралса кайнине аванах асӑрхарӑм.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл хӗрелсе кайрӗ, тем каласшӑн пулчӗ, анчах чӗнмерӗ, пӗр палатӑна кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлме хӑтлантӑм, — нимӗн те пула пӗлмерӗ: вӑл темшӗн хӗрелсе кайрӗ те, хумсем ҫинелле пӑхса, ҫапла каларӗ:

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗрелсе кайрӑм пулас, — питҫӑмартисем пӗҫернине сисрӗм.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ ӑна ҫав вӑхӑтра Владимир Петрович хӑш участокра пулма пултарнине калаттӑм та, вӑл вара мана вӑтаннипе хӗрелсе кайса тав тӑватчӗ…

Помоги переводом

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗвел анса ларнӑран кӑштах тӗттӗмленме пуҫланӑ пӳлӗмре эпӗ хӗрача пӑлханнине те, унӑн пичӗ хӗрелсе кайнине те, куҫӗсене темӗнле тӗтре карса илнине те асӑрхаймарӑм, анчах ҫав самантрах хӗрӗн кӑмӑлӗ мӗнле улшӑннине унӑн сасси чӗтренсе тухни систерчӗ мана.

Помоги переводом

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗрелсе кайрӑм ҫав: те сивӗрен кӗни пӗтмен, те хам ҫапла хытӑ пӑлханатӑн.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Лӑпланӑр-ха, юлташсем! — терӗ хӗрелсе кайнӑ Архип Григорьевич.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней