Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑмран чейи мӗн пур тӗнчере: чипер макӑрнӑ вӑхӑтрах — кулса ярать, кулнӑ чухнех, — кирлӗ пулсан, — макӑрса та кӑтартать.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ҫук, Павлик, ку тӗрӗс мар: асамат кӗперри айӗнчен тухасси те, арҫынран хӗрарӑм пуласси те е, тата, хӗрарӑмран арҫын пуласси те — юмахра ҫеҫ пулма пултарать.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Моргиана ҫак хӗрарӑмран тем пек йӗрӗнет пулин те унпа калаҫни ӑна ытлах тарӑхтарса тилӗрттермерӗ.Но, как ни презирала Моргиана эту молодую женщину разговор с ней не сильно ожесточил ее.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Шикленсе ӳкнӗ хӗрарӑмран тухтӑр хут илчӗ; унта лешӗ температура ҫырса пырать.— И взял поданный струсившей сиделкой листок, на котором та записывала температуру.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Вӑл эпӗ пахчара пилӗк минут ҫӳренине пӗлеймессе шанатӑп, — чеен кулкаласа Джесси ӑна аллисенчен тытма хӑтланакан хӗрарӑмран айккинелле йӑртах пӑрӑнчӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Клеткӑллӑ костюмлӑ, шурӑ пархӑт чечекпе капӑрлатнӑ хӗрлӗ-хӑмӑр шлепкеллӗ Отилия Гервак унашкал ӗренкеллӗ пин хӗрарӑмран нимӗнне те уйрӑлса тӑмасть-тӗр, авӑккӑн куҫкалакан харшисен айӗнче кӑвак куҫӗсем сиввӗн пӑхаҫҫӗ, ҫакӑ куҫӑмсӑр тинкерӗвӗнче питех те уҫӑмлӑн хытсах ларнӑ тейӗн.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сыхлаканни арҫын кирлӗ, хӗрарӑмран хӑрамасть.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Сывлӑх енчен пӗри вун саккӑрта та аллӑри хӗрарӑмран чирлӗрех пулма пултарать, тепри хӗрӗхре те ҫамрӑккинчен пур енӗпе те ирттерет.
Ҫамрӑкла е ҫуллансан? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.
Раҫҫей Медицина наукисен академийӗн наукӑпа тӗпчев институчӗн аслӑ наука сотрудникӗн О.В.Комарова н шучӗпе, ку ыйту кашни хӗрарӑмран хӑйӗнчен килет.
Ҫамрӑкла е ҫуллансан? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.
Тухнӑ чухне канӑҫсӑр сӑнлӑ ҫамрӑк хӗрарӑмран ҫапӑнтӑм, вӑл ман ҫине самантлӑх пӑхсанах ҫиҫкӗнсе Дюрока тӗсеме пикенчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сакӑр ҫул каялла, питӗ нумай выляса пайталансан, вӑл кӑмӑл еккин тӗтринче урамри чухӑн пӗр хӗрарӑмран кӑкӑр пепки туянчӗ те ун валли ӗмӗртекен хӗрарӑм тупрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сумлӑ тирпейлӳҫӗ урама ҫити ӑсатнӑ Давенант пуринчен те — хӗрарӑмран, стенасенчен, алӑкран, хӑйӗнчен хӑй — вӑтанса хыпаланса утса кайрӗ те сывлӑш ҫитменнипе самантлӑха чарӑнчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Лавкка кӑтартмӑшӗ: «Пурте хитре», чӳрече ҫинчи пӗлтерӳре вара ман патӑмра тӗкӗр туянакан вунӑ хӗрарӑмран тӑххӑрӑшӗ хӑйсене валли упӑшка тупни ҫинчен ҫырнӑ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Фергюсон патне кӗриччен Готорн чирлӗскере пӑхакан хӗрарӑмран тухтӑра чӗнсе килме ыйтрӗ; лешӗ, арпашӑнчӑк ҫӳҫлӗскер, ҫӳллӗскер, килсен Готорн ӑна чирлӗ ҫынран аякри пӳлӗме ертсе кайрӗ те ыйтса тӗпчеме пуҫларӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
— Вӑл ҫак вӑхӑтра вӑранмарӗ-и? — ыйтрӗ Димен чирлӗ ҫынна пӑхакан хӗрарӑмран.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Нок ҫав хӗрарӑм гени хайлавӗлле чаплӑран та чаплӑ тесе суккӑрла шухӑшланӑ, — ятарласа капӑрланман, анчах ӗмӗтсӗр чунӗ савакан хӗрарӑмран мӗн пур япалана ҫийӗнчех, питӗ хӗрӳллӗн те вӑйлӑн илессишӗн хыпса ҫуннӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Чӗрине савнӑ ҫынни тутлӑн ыталанӑ ҫивӗч самантри кирек хӑш хӗрарӑмран кая мар хумхантармаллипех хумхантарнӑн — Стелла кӑшкӑрса ячӗ; унӑн янӑравлӑ, телейлӗ кулли пӳлӗме юхса саланчӗ, тамалчӗ те лӑпкӑ йӑлкӑшупа Аяна питӗнчен сӗртӗнчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Мӗншӗн вӗсем ун пек? — ыйтрӗ Пашка чирлӗ ҫынсене пӑхакан хӗрарӑмран.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
1946 ҫулхи май уйӑхӗнче СССР-ти поляк патриочӗсен Союзӗн Главнӑй правленинче мана пӗр Гринщпан хушаматлӑ хӗрарӑмран илнӗ ҫырӑва ярса пачӗҫ.
Эпилог // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— Урамри юлашки хӗрарӑмран пуҫласа… патша майрисем таранах путсӗр те ирсӗр!
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.