Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫсерен эпир, аттепе иксӗмӗр, пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнса — хула-хулӑн, хӑлхапа хӑлхан — хамӑра ҫеҫ илтӗнекен музыка сассипе кӑмӑл туличчен киленетпӗр.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах та хӑлхапа илтни тата телевизорпа курни мӗншӗн-ха пирӗн пурнӑҫпа ҫыхӑнса тӑмасть?
Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27
11. Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме пӳрнӗ, ыттисене вара ҫакна пурне те ытарлӑн каламалла: 12. вӗсем Турӑ енне ҫаврӑнасшӑн мар, ҫылӑхӗсене каҫарттарасшӑн мар: вӗсем куҫпа пӑхсассӑн та курмаҫҫӗ; хӑлхапа илтсессӗн те ӑнланмаҫҫӗ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑйне шанса тӑракансемшӗн ҫавӑн чухлӗ тума пултаракан урӑх турра Сансӑр пуҫне ӗмӗр те илтмен, хӑлхапа тӑнламан, нимӗнле куҫ та курман.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ: 3. Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ: 4. ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.