Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыҫӗпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ульти ҫӑварне аллипе хупланӑ та Ваҫук хыҫӗпе сехӗрленсе пӑхса тӑрать.

Ульди, зажав ладошкой рот, полными ужаса глазами смотрела куда-то дальше, за его спину.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахрун яла кӗмерӗ, анкартисем хыҫӗпе кайрӗ.

И тут Шахрун задами свернул к огородам, минуя околицу.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Таркӑнсем карта хыҫӗпе лупашкана анаҫҫӗ.

Обогнув двор, беглецы спустились в лощину.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Иртнӗ ӗҫсемпе те тӗл пулусемпе анраса кайнӑ пек пулса, ӳсӗр евӗр танкӑлтатса пускаласа вӑл пахчасем хыҫӗпе ялӑн анат вӗҫне анчӗ, хуп кӗпер урлӑ каҫрӗ, тӑвалла хӑпарма тытӑнчӗ.

Пораженный недавними событиями, всем, что произошло в родной деревне, он шел, спотыкаясь, будто пьяный, задами, огородами и не заметил, как очутился за околицей, миновал мостик, стал подниматься в гору.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Якур таҫта пахчасем хыҫӗпе ҫаврӑнса ҫӳренӗ пулмалла, тӑли ҫумне ана пыйти ҫыпӑҫса тулнӑ.

Ягур, видимо, пробирался огородами — его белые панчохи были сплошь облеплены травой-липучкой.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем чиркӳ хыҫӗпе кантур ҫурчӗ еннелле пӑхса тӑраҫҫӗ, унта кам та пулин пырса кӗрессе е тухса каясса кӗтеҫҫӗ.

А они все еще с надеждой смотрят на конторский дом и церковь: авось кто-нибудь войдет туда или выйдет.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫне илмесӗр тинкерсе пӑхса ларакан сивӗ ҫын пӳрчӗ умӗнчен иртсе кайма хӑраса ҫамрӑкрах хӗрарӑмсемпе хӗрсем пахчасен хыҫӗпе ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ вара.

Боясь злого глаза Нягуся, бабы помоложе, да и девки стараются миновать его окна — ходят огородами.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анушка ҫеҫ амӑшӗн ҫурӑм хыҫӗпе тӗпелти пысӑк сехет ҫине чалӑша-чалӑша пӑхать.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл упӑшкине тата Магмет Беззубовпа ун ҫыннисене ӑсатрӗ те тӗттӗм пулса ҫитсен пахча хыҫӗпе Северьян ҫӗр пӳрчӗ патне ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инкӗш патӗнче чуна тӑвӑр пек туйӑнчӗ ӑна, вӑл пахча хыҫӗпе ҫырма хӗрринелле анчӗ.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урампа каясшӑн пулмарӗ курӑнать, анкарти хыҫӗпе анаталла вашлаттарчӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кун хыҫҫӑн Ахтупай сунарҫӑ хатӗрӗсене арпалӑха пӑрахса хӑварса пахча хыҫӗпе наччас Ятламас патне чупса кайса килчӗ, анчах темле ӳкӗтлесен те юлташӗ вӑрмана пыма килӗшмерӗ.

Помоги переводом

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хул хушшине хӗстернӗ тир тӗркемӗсемпе вӗсем унталла-кунталла вӑрттӑн пӑхкаласа, кирлӗ вырӑнта ҫынсенчен пытана-пытана тӑрса пахча хыҫӗпе килелле васкарӗҫ.

Помоги переводом

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ма пахча хыҫӗпе хӑйсем килмерӗҫ терӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗнер ялӗн анкартийӗ хыҫӗпе иртсе кайнӑ чух, Сашша тӳсеймерӗ — Елюксен пахчине чупрӗ.

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Почта ҫурчӗ тӗлӗнче юланутлӑ стражниксем ҫӳренине асӑрханӑ та, вӗсене курӑнас мар тесе, часовня хыҫӗпе больница картишне пырса кӗнӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа лашине арман хуҫи патӗнче хӑварса, анкарти хыҫӗпе больница патне хӑпарнӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ял хыҫӗпе кайса кӑнтӑр еннелле тытрӗҫ лашине: чылай кайсан, Туҫа вӑрманне пырса ҫитрӗҫ, унтан Тимофей Николаевич Савраскӑна ҫӑва еннелле ҫавӑрма хушрӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ардальон Петрович, чӑнах та ӗнтӗ, мӑйӗ ҫинчи «Анна хӗрес» лайӑхрах курӑнтӑр тесе, час-часах хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсемпе калаҫас умӗн хӗрлӗ сухалне ал лаппи хыҫӗпе лӑп виҫӗ хутчен шӑлса илме хӑнӑхнӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Апатлантӑм та «Чӑмава» шыраса тупрӑм; вӑл Дэзи ҫырура кӑтартнӑ пекех — таможня ҫуртӗнчен инҫех мар, ҫума-ҫумӑн тӑрса тухнӑ хӑйнешкелех пысӑках мар шхунӑсен вӑрӑм ретӗнче, хыҫӗпе ҫыраналла вырнаҫнӑ.

Позавтракав, я разыскал «Нырок», стоявший, как указала Дэзи в записке, неподалеку от здания таможни, кормой к берегу, в длинном ряду таких же небольших шкун, выстроенных борт к борту.

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней