Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыҫлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хыҫлӑ (тĕпĕ: хыҫлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сарлака хыҫлӑ тенкел ҫинчен тӑчӗ те Пӑкачав сухалне якатса илчӗ.

Помоги переводом

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ула Тимӗр, шалкӑм ҫапнӑ пек хытса, халь-халь сиксе тухса кусса каясла куҫне сылтӑмалла сиктерчӗ — инҫех те мар, лапамлӑ вырӑнта, ӗнчӗ ҫӳҫеллӗ чатӑр айӗнче, акӑш-макӑш кӗмсӗркке, хыҫлӑ кӑнттам пукан ҫинче, хӗрлӗ шӑна кӑмпине аса илтерекен, Турӑ ҫинелле хаяррӑн чалӑштарнӑ шӗл кӑвар куҫлӑ, вун виҫӗ йӳплӗ, шӗвӗр вӗҫлӗ армак-чармак мӑйракаллӑ, лӑпсӑр-лӑпсӑр сӑсар ҫӑмлӑ, элттем-шелттем хапи-масиллӗ сехре хӑпартмӑш ларать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпир вара, хыҫлӑ пукан ҫине сӗвенсе, апат ҫисе ларӑпӑр.

Помоги переводом

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Унӑн савнийӗ ватӑ упӑшкапа юнашар хыҫлӑ ҫуна ҫинче ларса пыратчӗ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Капӑр хыҫлӑ ҫуна ҫинчен Пазухин сиксе аннине курсан, вӑл шартлама сивве те пӑхмарӗ, кӗпе вӗҫҫӗн, ҫара пуҫӑн урама чупса тухрӗ, тусне ыталаса ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗр сӗтел, тумбочка, виҫ-тӑватӑ хыҫлӑ пукан, хура лакпа ялкӑшса ларакан каланккӑ-кӑмака, ун хыҫӗнче — тимӗр кравать.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Ашшӗ» хыҫлӑ пуканпа яланхи вырӑнне ларчӗ, черккесене хӑй тултарчӗ.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пуҫ вӗҫне, хыҫлӑ пукан ҫине, ун портретне вырнаҫтарнӑ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Этем мар, шуйттан вӑл, чунилли!» — тесе кӑшкӑрчӗ те Тарье, хыҫлӑ тенкел ҫине лак! ларчӗ.

Помоги переводом

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Акӑ мӗн, Сергей, — терӗ Сахар, сӗтел умӗнчи хыҫлӑ пукан ҫине ларса.

Помоги переводом

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫемҫе хыҫлӑ ҫуна та, ӑна кӳлсе тӑратнӑ урхамах та, ӑсатма пыракан ҫап-ҫамрӑк хитре ямшӑк та.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанласа пӗрне ҫӑтрӗ, ун хыҫҫӑн шыв сыпрӗ, хыҫлӑ тенкел ҫине ларчӗ, ҫирӗм минут иртсен, вырӑнӗ ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Помоги переводом

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑмӑл хыҫлӑ ҫуна сывлӑшра вӗҫнӗ пек пырать, тӗллӗн-тӗллӗн кӑна ҫул хӗрринчи кӗртсене перӗнсе илет.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗритун хыҫлӑ ҫуна патне пынӑ чухне хапхан пӗчӗк алӑкӗнчен кӳршӗ тухрӗ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хыҫлӑ ҫуна ҫинчен палламан ҫын сиксе анчӗ, анчах пӳрте кӗме именсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилӗ ҫӗлӗкне виҫҫӗн йӑтса хыҫлӑ ҫуна ҫине вырттарчӗҫ.

Помоги переводом

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳртрен хыпаланса тухнӑ кил хуҫисемпе хӑнисем хыҫлӑ ҫунасем тавра чупкалама тытӑнчӗҫ, кӗтнӗ ҫыннисен тӑлӑпӗсене хывма пулӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗрӗллӗ хыҫлӑ ҫуна ҫинче туллатнӑ тӑлӑпсем тӑхӑннӑ хӑнасем лараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хура турталлӑ хыҫлӑ ҫуни вӗҫсе каяс пек ҫӑмӑллӑн курӑнать.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хайхи йӗкӗт хӗллехи шартлама сивӗ каҫ, ӑна илсе кайма тесе, юлташӗпе пӗрле икӗ лаша кӳлнӗ хыҫлӑ ҫунапа Чӑваш Яшмине килнӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней