Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хай сăмах пирĕн базăра пур.
хай (тĕпĕ: хай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳсет Йӑван, йӑпанать, шкула чупать, мухтанать, вӗренет хай пит наян.

Помоги переводом

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Санӑн мӑшӑру мана ӗненмесӗр, сивлесе, хур туса мана кӳрентермелле ӗҫсем ӗретлеме пуҫласан эпӗ хамӑн хастар та ырӑ пулӑшакана, хӗртсурта (ҫуртрине, хай пӳрене), сирӗн кил-ҫурта пӑрахса кайма хушрӑм…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Клава хай те тӑван ашшӗпе ӳсмен.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Аллине ҫӗҫӗ тытнӑ, хай ҫине вара пӑхма та хӑрушӑ.

с ножкой от стола в руке, он был страшен.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пазухин ҫар ӗҫне питӗ кураймастчӗ, «шагистика», «салтак вӑййи» ӑна хытӑ тарӑхтаратчӗ, ҫапах та хай маттур салтакчӗ.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук, хай калашле, «екки ярсах» калаҫрӗ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӗлӗкхи пек венчете тӑмаҫҫӗ вӗт, хай юрӑри пек, шӗшкӗ тӗмӗ айӗнчех венчет тӑваҫҫӗ…

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Выҫӑ — ытла сурчӑк килнӗрен хыр сухӑрне йӗпетсе чӑмлатпӑр, хай леш американецсем чӑмлакан чӑмлак евӗр.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Амӑшӗн нихӑҫан хай ывӑлӗ усаллине курас, илтес килмест.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫывӑрма выртиччен хай юратакан орденлӑ, значоклӑ кительне тасатса ҫакрӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Акӑ эпир малалла унӑн ӗҫӗ ешерсе пынине, кӗрешӳре Микула хай ӳссе кайнине курӑпӑр тесе ӗмӗтленнӗччӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хальхи илемлӗ литературӑри иртни ҫинчен ҫырнин вырӑнӗ ҫинчен самах тапратсан, хай халлӗнех тенӗ пек, хӑш-пӗр вулакансем умне ҫакӑн пек иккӗлентерекен ыйту тухса тӑрать.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хӗр хирӗҫлемерӗ, хӑй те ӑна вӗри аллисемпе питӗнчен, мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ, унтан хай ҫумне хытӑ-хытӑ пӑчӑртарӗ те, хӗрӳлснсе кайнӑскер, пӗҫерекен тутипе каччӑ тути ҫумне тӗртӗнчӗ, хӑй хӑвӑрт-хӑвӑрт пӳлӗнсе сывлакан пулчӗ.

Помоги переводом

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хай патӗнчен Сергей иртсе пынӑ чухне вӑтанчӗ пулин те, вӑл пуҫне усмарӗ, йӗкӗт ҫине ӑшшӑн пӑхса, кулса кӑна илчӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑл хай пӳлӗмӗнче сире кӗтет.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пирус пачкине вӑл хай пӳлӗмӗнчех манса хӑварнӑ-мӗн.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Анчах кама савать хай — паллӑ мар.

Помоги переводом

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Хай шӑртлӑ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Тен, Алимпипе пӗрле тата кам та пулин хай ирӗкӗпе каясшӑн пуль? — ыйтрӗ Анна Тимофеевна.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хай икӗ тимӗр кӗреҫе йӑтнӑ.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней