Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уҫҫӑн сăмах пирĕн базăра пур.
уҫҫӑн (тĕпĕ: уҫҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян Ваҫиле уҫҫӑн, пӗтӗмпех аса илчӗ ҫавӑн чухне Санюкпа калаҫнине.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Шӑпрах эсӗ, — хӗрарӑм сасси уҫҫӑн илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫут ҫанталӑк вӗрентекене ырӑ енсене ҫеҫ пани ачасене воспитани парас енре те уҫҫӑн палӑрса тӑрать.

Помоги переводом

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

«Ҫакӑн ҫӳллӗш ту ҫинче, — мӗлтлетрӗ ун пуҫӗнче шухӑш, — эпӗ йӗри-тавралла пӗрре куҫ ывӑтсах планетӑпа ун ҫыннисене пӗтӗмпех яр уҫҫӑн курма пултарӑп».

И теперь он подумал: «С такой высокой горы я сразу увижу всю эту планету и всех людей».

XIX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫӗнӗ хӑна мӑнкӑмӑллӑхне те, кӳренӳлӗхне те тӑтӑшах уҫҫӑн палӑртрӗ, ку вара Пӗчӗк принца йӑлтах халтан ячӗ.

Скоро оказалось, что красавица горда и обидчива, и Маленький принц совсем с нею измучился.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл шалтан вӗриленсе калаҫни уҫҫӑн курӑнчӗ.

Да, он не на шутку рассердился.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Экспозицире мультимедиа тата уҫҫӑн кӑтартса панӑ аталану сферине професси профилӗпе тата экономика ӗҫ-хӗлӗн тӗп тӗсӗсемпе ҫӑмӑллӑнах килӗшӳллӗн, пирӗн ҫӗршыври ӗҫ рынокӗн 90 процентне сӗмсӗррӗн ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Сферы развития, мультимедийно и ярко представленные на экспозиции, легко соотносятся с базовыми профессиональными профилями и основными видами экономической деятельности, суммарно охватывая более 90% рынка труда нашей страны.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти вуннӑмӗш класра вӗренекенсем выставкӑна ҫитсе курнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... rn-3481677

Ҫав сӑнавсене тумасӑр географи вӗрентнине уҫҫӑн ӑнланма тата программӑна тӗплӗ пӗлме ҫук.

Без этих наблюдений нельзя четко понять обучение географии и выучить программу в полной мере.

Географи. Пуҫламӑш шкулӑн 3-мӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке. 1-мӗш пай // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл куҫӗсем ыратакан пуличчен пӑхрӗ, Павлик ҫав тери уҫҫӑн курнӑ кӗмӗл пӑнча курма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Звягинцев хӑйне мӗнлерех тыткаланине уҫҫӑн сӳтсе явма ыйтни уншӑн усӑллӑ япала пулнӑ.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халь Завьялов умӗнче куҫа уҫҫӑн курӑнакан, ҫиелтен дермантинпа витнӗ алӑк, ун хыҫӗнче вара — паянхи, хальхи Оля пулмалла.

Помоги переводом

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан Лиза унпа уҫҫӑн калаҫрӗ.

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах та тӳррӗн, уҫҫӑн!

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать! — терӗ те Володя ҫирӗппӗн, самантрах шӑпланса ларчӗ; ҫак хӑрушӑрах каҫхине унӑн сасси ытла та уҫҫӑн, ытла та савӑнӑҫлӑн янрарӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗтӗм тавралӑх, Атӑл хӗррине, Сӗве станцийӗ патне, Куславкка тӗлне ҫитичченех янк уҫҫӑн сарӑлса выртать.

Помоги переводом

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав иртнӗ вӑхӑт куҫ умне уҫҫӑн тухса тӑчӗ…

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кичемлӗхпе кӳтсе тӗмсӗлнӗрен пӗр самантлӑха та пулин «уҫҫӑн сывлас» килчӗ унӑн.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗнле тытӑнатпӑр-и, Вассаппа, — уҫҫӑн чӗнчӗ Магдаль («Васса аппа» сӑмаха фермӑра пурте, кӑшт кӗскетсе, «Вассаппа» теҫҫӗ.)

Помоги переводом

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Поэзи туйӑмӗ унӑн сӑвви-поэмисенче кӑна мар, очеркӗсемпе калавӗсенче те, повеҫӗсемпе пьесисенче те, сатирӑпа юмор жанрӗпе ҫырнӑ произведенийӗсенче те, статйисемпе литература тӗпчевӗсенче те уҫҫӑн сисӗнет.

Помоги переводом

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Чи малтанах уҫҫӑн сисӗнекен туйӑм — лирикӑлла геройӑн чун тасалӑхӗ…

Помоги переводом

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней