Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

упаленсе (тĕпĕ: упален) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем тӑсӑлса пӑр ҫумне ҫыпҫӑнса, йӑпшӑнса упаленсе пыраҫҫӗ.

Медведи медленно ползут, вытянувшись и плотно прижавшись ко льду.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пурӑнакан чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпӗ, вӑл та мӑн хыҫҫӑн упаленнине пӗлсе, метеовышка еннелле упаленсе кайрӑм.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан эпӗ, Андрей ҫухалса кайрӗ пуль тесе, каялла упаленсе кайрӑм, анчах ӑна тупаймарӑм.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ хамӑрӑннисем патнелле упаленнӗ те упаленсе ҫитнӗ.

Помоги переводом

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫулланса пӗтнӗ кӑвак комбинезонсем тӑхӑннӑ механиксем тӑрӑшсах моторсене палӑрми тума йывӑҫ тураттисемпе витнӗ, нумай хутчен иртнӗ курӑклӑ ҫул-йӗрӗпе бензозаправщик упаленсе пынӑ, тепри самолетсенчен пӗрин патӗнче тӑнӑ, ҫӗлен евӗрлӗ шланг унӑн ҫунатти тӑрӑх тӑсӑлса пынӑ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чим-ха, такам упаленсе килмест-и?

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗркуҫленсе, упаленсе ыйт!

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫырмасенче тӑватӑ уран упаленсе, шӗшкӗ катинче питне-куҫне чӗрмелесе, ҫӗрулми аврисемпе тӑлланса, Пахом тӳрӗрен тӳрӗ, ҫулсӑр-мӗнсӗр Элпеҫ уйне чупрӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Лапсӑркка кӗлеткеллӗ каҫ тӗттӗмӗ лупас тӑррисенче упаленсе ҫӳрет пек, мӗнпур хуралтӑсене хӑйӗн темле асамлӑ кӗлеткипе ҫупӑрласа илнӗн туйӑнать.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Арҫынпа хӗрарӑм, ҫенӗке упаленсе тенӗ пек кӗнӗскерсем, пӳрт алӑкне аран-аран уҫрӗҫ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ун патне хӗрарӑм юр чӑмӑркки пек упаленсе пычӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗлернӗ ӑна! — упаленсе ытла хытӑ тапнипе хырӑмӗ ыратнине пула ури ҫине тӑраймасӑр йӗре-йӗре кӑшкӑрашрӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Савантер еннелле упаленсе пычӗ те унӑн урине чуптума тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл кӗнӗ-кӗменех урайне лаплатса ӳкрӗ те, хӑй хыҫҫӑн шыв кӳленчӗкӗ хӑварсах, Савантер патнелле тӑватӑ уран упаленсе пычӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑшманӑн пӗр автоматчикӗ упаленсе чылай ҫӗкленчӗ те шур чул хыҫне выртрӗ, ӑна Левенчук асӑрхаймарӗ.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вара ӳке-тӑра чупса, упаленнӗ ҫӗрте упаленсе, хамӑрӑннисем патне васкарӑм…

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Поселок тӗлне ҫитсен, вӑрман хӗррине упаленсе тухрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вилӗ саспа йынӑшкалать пулса-тулса та ҫитеймен таптанчӑк курӑк (ун айӗнчен, пурнӑҫа кӗтмен-туман ҫӗртен хура эсрел килсе хупланине туйса, шултра йӑхри хура нӑрӑ хыпӑнсах упаленсе тухрӗ те аяккалла, хӑрушсӑр вырӑналла мӑкӑлт-мӑкӑлт мӑкӑлтатрӗ), шӑппӑн, татӑлсах «ӳлет» сӗтек тапхӑрӗнчи хӑвалӑх, таса, кӗмӗл куҫҫульпе ҫӑвӑнаҫҫӗ ешӗл, пиҫӗ йӑмра ҫулҫисем…

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Варарахран, вилӗ-чӗрӗ ҫаврӑнса, чӑрӑш ӗлкиллӗ йывӑҫ патне пычӗ, сӳнтернӗ зажигалкине пӗрре чӗртрӗ, тепре сӳнтерчӗ, унтан упаленсе, йывӑҫӑн аялти лӑпсӑркка тураттисен айне кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитсен, зажигалкине ҫутрӗ, пӗр супка хӗлӗн-ҫӑвӗн пурнӑҫ тӗсне упраса пурӑнакан «чӗрӗ тӗнчен» ӗлкипе, иленкипе киленсе тӑчӗ, унтан «вутне» сӳнтерчӗ те, ҫӗре тӗкӗнсех усӑннӑ аялти тураттисене лӑшлаттарса сиркелесе, чӑрӑш кутне упаленсе кӗчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней