Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ливин Хӗрлӗ Ҫурма Уйӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑтаҫӗр тинӗсӗнче ҫил-тӑвӑл алхаснӑ хыҫҫӑн 11 000 яхӑн ҫын вилнӗ, тепӗр 20 пине яхӑшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Ливинче ҫил-тӑвӑл 11 пин ҫын пурнӑҫне татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36037.html
Анчах апрель уйӑхӗ те иртрӗ — «Сунтал» килмерӗ-ха…
«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Хӗрӗн иккӗмӗш уйӑхӗ кӑна вӗҫленчӗ пулин те, ҫуркунне ҫывхарни самаях сисӗнет.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Утӑ уйӑхӗ.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Чӳк уйӑхӗ тӗлне унта ҫӗнӗ спорт площадки хута каймалла.
Патшалӑх программи ял-сала сӑн-сӑпатне улӑштарма пулӑшать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... b5-%d1%83/
Аслӑ Таяпа ялӗнчи Таябинка юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсанӑ самант (март уйӑхӗ) Шуршу ялӗнчи Новая урама вак чулпа хытарнӑ (хакӗ — 569623 тенкӗ).
Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/
Ӑна юпа уйӑхӗ валли, Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне, уҫма пултарассине пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Чипс тӑвакан савута кӗркунне уҫасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35020.html
Ҫавна май кӑҫал та вӑл авӑн уйӑхӗ ҫитессе хавхалансах, ҫунатлансах кӗтнӗччӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Эй, мӗн каласси пур: Таранов авӑн уйӑхӗ валли тата чаплӑрах эпитетсем шыраса тупма пултарать!
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тарановшӑн вара авӑн уйӑхӗ — чи илемли.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫу уйӑхӗ пуҫлансанах кунта асамлӑх хуҫаланать.
Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043
Халь вӗсем карти-картипе пӗр вӗҫсӗр иртеҫҫӗ, март уйӑхӗ варринче кӑнтӑртан ҫурҫӗр еннелле каяҫҫӗ.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Авӑн уйӑхӗ кӗҫ-вӗҫ вӗҫленет пулин те, ҫанталӑк ӑмӑрланма шутламасть-ха.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Авӑн уйӑхӗ пулин те, пӗр кунхине лапка-лапка юр ҫурӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Авӑн уйӑхӗ те вӗҫленсе пырать ӗнтӗ, — калаҫать вӑтам ҫулсенелли тӑрнакай арҫын.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Утӑ уйӑхӗ кӑна та халӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗвелӗ тухнӑ ҫӗре уйӑхӗ анать, уйӑхӗ тухнӑ ҫӗре хӗвелӗ пытанать.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ҫу уйӑхӗ иртсе пырать, авӑн уйӑхсӑр тек евчӗсем яма пултараймаҫҫӗ вӗсем.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Килтеш ялӗнче те Ҫу уйӑхӗ чылай улшӑну кӳчӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Акӑ мӗн тарана илсе ҫитерчӗ ҫынсене ҫав тери сивӗ килнӗ Ҫу уйӑхӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.