Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл нимӗҫсем ҫак аэродром ҫине бомбӑсем тӑкнине, вӗҫсе хӑпармалли тӳрем уйра ҫӗр куписем сирпӗннине, вӗсем хушшинче, фугаслӑ бомбӑсем ҫурӑлнипе ним илтми пулнӑскер, Оля унталла та кунталла ыткӑннине курчӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ку ҫав уйра та, вӑл ҫав уйра.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Выльӑх апачлӗх культурӑсем хӑш уйра, миҫе гектар, миҫе процент…
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Авӑ, Хӗрлӗ уйра ҫав установка ахалех ларать.
XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗрпӳре пурӑнакан хӗрарӑм ӗнине уйра вӗренпе кӑкарнӑ.
Участовӑй хӗрарӑма ӗнине тупма пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35874.html
Уйра тырӑ вырма тухнӑскер тӑрук ҫунма пуҫланӑ.
Йӗпреҫ районӗнче комбайн ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35717.html
Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хураҫҫӗ — уйра ҫум ҫумланинчен тытӑнса промышленноҫ предприятийӗсенче пулӑшакан рабочисем таран.
Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan
Пайкилтсен уйра «Дон» тата «Акросс» комбайнсем ӗҫлеҫҫӗ.
Тулли пучах пуҫне таять, эппин, пӳлме кӗҫех тулать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82%d1% ... %b5%d1%85/
Уйра ҫум ҫумламалла-и, утӑ пуҫтармалла-и - Зоя яланах халӑхпа пӗрле.Полоть-ли в поле сорняки или сено собирать — Зоя всегда была вместе с народом.
Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html
Рулона пуҫтарнӑ утӑн ытларах пайӗ уйра выртать, ҫавӑнпа вӑл хальлӗхе ял хуҫалӑх пайӗнчи пресс-центрӑн официаллӑ сводкинче курӑнмасть.
Утӑ та типӗтеҫҫӗ, сенаж та хываҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%83%d1% ... %d0%b0cce/
Вӗсем аслӑ уйра пур ушкӑна пухӑнса тӑнӑ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вара уйра утӑ тавӑракан Тиххан сасартӑк ҫаврӑнса пӑхнӑ.
Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263
124 гектар йышӑнакан уйра ҫуласси кал-кал пулса пынӑ.
Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html
Хӗрӳ ӗҫ шавӗ Ҫулавӑҫ ҫывӑхӗнчи уйра пуҫланнӑ.
Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html
Уйра ҫумкурӑк таврашӗ вуҫех те пулмалла мар.
Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html
Уйра магистраллӗ трубопровод икӗ еннелле юпленет, юпписене — пӑрӑхсене — шӑварман ҫӗре куҫара-куҫара хураҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Ҫуркунне Юнкеров хӑйне ҫирӗплетсе панӑ пӗр уйра кӑшман, тепринче кукуруза акрӗ, виҫҫӗмӗшӗнче ҫӗрулми лартрӗ.
Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.
Мускав ҫывӑхӗнче, виҫӗ хӗвеллӗ сивӗ тӳпе айӗнче, шурӑ пӳс витнӗ пек уйра, вӑл чикӗленсе кайрӗ те пуҫӗпе юр ӑшне тирӗнчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Аннӳ ҫинчен, Володя ҫинчен, сан ҫинчен, кунӗн-ҫӗрӗн уйра тар юхтаракан, шыва кайнӑ пек йӗпенекен мӗнпур ҫын ҫинчен шухӑшласа ҫӳретӗп ҫак кунсенче.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Упӑшку кунӗн-ҫӗрӗн уйра тар тӑкнӑ вӑхӑтра ҫӗр выртса туйра сикрӗн иккен-ха?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.