Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӳшек сăмах пирĕн базăра пур.
тӳшек (тĕпĕ: тӳшек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ ӗнтӗ икӗ эрнене яхӑн вӑл алӑк сыпӑран тӗпел сыппалла иртсе курман, тӳшек кукринчен тухман.

Помоги переводом

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви, ӗҫ кипкипех выртнӑскер, салтӑнса ӳкнӗ тутрине тӳшек ҫинче хыпаласа тупрӗ, хуллен ура ҫине тӑчӗ ее урайӗнче выртакан амӑшӗпе вуниккӗри йӑмӑкӗ урлӑ каҫса, ҫенӗке тухрӗ; алӑ сӗмӗпе витре шырарӗ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак ҫул айккинчи киленчӗклӗ сулхӑнӗпе илӗртекен тӳшек пек ҫемҫе пӑрҫа ани ҫине тӑсӑлса выртса, юпах тиха пек йӑваланас килет.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Пӳртре, ҫемҫе тӳшек ҫинче, хытӑ ҫывӑрса кайӑп та шофера кӗттерсе ывӑнтарӑп, терӗм.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

«Ӗнтӗ выртӑн халь, пӗчӗкҫӗ тусӑм, тӳшек пек ҫемҫе ҫӗрте», — шухӑшларӗ художник, унтан, макӑрса ҫывӑрса кайнӑ ача ыйхӑ витӗр ӗсӗкленӗ пек, каллех ӗсӗклесе илчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унтан Энтри лашана каялла ҫавӑрчӗ те: «Лар, — терӗ юлташне, — вырттӑрах ҫавӑнта. Пирӗн вырӑн — тӳшек ҫинче, ун вырӑнӗ — пылчӑк ҫинче», — терӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Йыснӑшӗ тӳшек пичӗ пек пысӑк миххе атӑ-пушмак тултарать.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хир варринчи юрлӑ улӑм ури шӑтӑкӗнче выртмасть вӑл — пӑлтӑрти ҫеп-ҫемҫе тӳшек ҫинче выртать.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Йӗркеллӗ сарнӑ тӗк тӳшек ҫинче, такама кӗтнӗ пек, аллисене ик еннелле сарса, хӗрарӑм ҫывӑрать.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Санюка ӳплерен илсе тухса тӳшек пек ҫемҫе курӑк ҫине пырса вырттарчӗҫ, аманнӑ ури тата ҫӳлерех пултӑр тесе, ун айне курӑк ытларах хучӗҫ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем чул ӳплене ҫитрӗҫ те ним хывӑнмасӑрах, хытӑ ӗшеннӗскерсем, тӳшек пек ҫемҫе типӗ курӑк ҫине йӑванса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Каҫхине вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ утта, кунӗпе типшӗрнӗскере, чул ӳплен урайне тултса, тӳшек пек хулӑн сарчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗтмен-туман хуйхӑ Павӑла ҫӗр ҫумнелле арман чулӗ пек пусара пуҫларӗ, тӗрекӗ йӑшнине туйса, вӑл каллех тӳшек ҫине пашш! сарӑлса, вӑйкӑнса ӳпне лаплатрӗ те шӑлне качӑртаттарса илчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ытах ывӑнсан нӳрӗ ҫӗр те мамӑк тӳшек ҫав.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫи-пуҫне, уринчи чуссӑнккине шӑлне ҫыртса, эхлете-эхлете хыврӗ те тӳшек ҫине лашт тӑсӑлса выртрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хур тӗкне ҫилпе вӗҫтерсе сая ярар мар — тӳшек тума лайӑх.

Помоги переводом

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Мамӑк тӳшек ҫине выртсси, Пуҫу айне ҫитар хур; Ыйхӑ вӗҫсе, ӑш вӑркасан, Тӗлӗкӗнте мана кур…

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ирхине вӑл мамӑк тӳшек ҫинче вӑранчӗ, пӗр хушӑ хӑй ӑҫта килсе лекнине ӑнланса илеймерӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Питомникре икӗ хӗл каҫсан, ҫав хыр калчисен йӑранӗсем, кӑпкалатнӑ мамӑк тӳшек пек, хӑпартланса ҫитӗнетчӗҫ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Тӳшек пусӑрӑнса ҫитсен, ҫирӗп вырӑна ларнине туйрӗ те: — А-а… — хашлатрӗ ҫӑмӑллӑн.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней