Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗмӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗмӗ (тĕпĕ: тӗмӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михал Михалч та арӑмӗн сассине уйӑрса илчӗ курӑнать, пӑшалне аяккалла ывӑтса, тӗмӗ хыҫнелле варкӑнчӗ те Раиса Ивановнӑн ҫиче пӑт таякан тушкине ҫӗклесе тухрӗ.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Тӗмӗ хыҫӗнчи ҫын сас памарӗ.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Куҫпах куртӑм — тӗмӗ хыҫӗнче мӗлке тӑрать.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Темӗнле кайӑксем ҫӗрте чупса ҫӳресе юрлаҫҫӗ, ҫын ҫывхарсан, тӗмӗ ӑшне чӑмаҫҫӗ те тепӗр тӗлте шевлетме тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Лавсем вӑрман кукринче курӑнми пулсан, ҫурлисене тӗмӗ айнех хӑварнӑ хӗрарӑмсем хире ыраш пуссинелле утаҫҫӗ, хуллен утаҫҫӗ…

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви тӗмӗ ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ара, тинтерех ҫеҫ тухрӑм-ха, — терӗ тӗмӗ купалакан Укахви.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӑй хыҫҫӑн тепӗр сехет каярах хире Хӗветли тухсан, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те Укахви — хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнчӗ: тӗмӗ хыҫҫӑн тӗмӗ ларать.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ку вӑл макӑра чие, — терӗ Сухви тӗмӗ ӑшӗнчен.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр тепре пӗччен юлсан, Славик ятарласа ӑна тӗмӗ хыҫӗнчен сӑнаса тӑчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Анатолий Семенович кӗреҫе илчӗ те пахчан кайри кӗтессинелле утса кайрӗ, мӑшӑр чие хунавӗпе йӗплӗ хурлӑхан тӗмӗ хушшинче шӑтӑк алта пуҫларӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тепӗр чухне ҫав йытӑ Анатолий Семенович пахчине те пыркаласа кӗретчӗ, хурлӑхан тӗмӗ айӗнчи карҫинккана тӳнтерсе яратчӗ те, унти ҫӳп-ҫапа чаштӑртаттарса, ҫимелли шыратчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Карчӑк шанман пек Таранов ҫине сиввӗн пӑха-пӑха илчӗ, унӑн кашни хусканӑвӗнчех хӑйӗнчен темшӗн йӗрӗнни сисӗнчӗ те, хуларан килнӗ арҫын вӗриленсе кайрӗ, кӑткӑ тӗмӗ ҫине ҫарамас кӗрсе выртнӑ пек канӑҫсӑррӑн, асаплӑн йӑшӑлтаткаларӗ:

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Хӑй пӗлекен ҫынсем ҫинчен шухӑшласа вӑрманти улах сукмакпа васкамасӑр утакан Таранов кӗрен те сӗтеклӗ ҫырлаллӑ палан тӗмӗ тӗлӗнче тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Чим-ха, пӗр чипер япалах ӑсталама пулать-ҫке — тема тенине таҫта шыраса ҫӳремелле мар!»

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов ҫамрӑк чух ыттисемпе танлаштарсан айванрах ҫынччӗ-ши — хӑйсен анкартинче шӑлан тенине виҫӗ тӗмӗ таранах лартса ӳстерчӗ: ҫырлинчен ытларах чечекне ытараймасӑр.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑнсӑртран кӑна вӑл йывӑҫсем хушшипе пӗр пӗчӗк ярӑм шуса тухать те ман ҫумри хӑва тӗми ҫулҫисене юлхавлӑн хускатса, ҫавӑркаласа пӑхать, вара мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех сисӗнкӗсӗр тепӗр ҫӗрелле каять, е тата хӑш чух, тӗмӗ ӑшӗнчен урӑх тухмасӑр, ҫавӑнтах лӑпланса пӗтсе ларать.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Унччен те пулмарӗ — юнашарти тӗмӗ ҫине леш кайӑк ҫитсе те ларчӗ.

Помоги переводом

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Аслашшӗнчен састӑп илсен хура пиншакне хыврӗ, шурӑ ҫухаллӑ кӑвак кӗпе вӗҫҫӗн юлнӑскер ҫӗрулми кӑларма тытӑнчӗ, хутран-ситрен аллинчи сехечӗ ҫине пӑхкаласа тӗмӗ хыҫҫӑн тӗмӗ сирпӗнтерчӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Жакеткине Улькка виҫӗ-тӑватӑ тӗмӗ кӑларсанах хывса хучӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавна асӑрхасан Ажайкин кӑткӑ тӗмӗ ҫине ларнӑ пекех канӑҫсӑррӑн йӑшаланчӗ:

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней