Поиск
Шырав ĕçĕ:
Афишӑсене тӗксӗм сарӑ хут ҫине ҫеҫ ҫаптарнӑ пулин те, клише ҫинчи чармак туратлӑ ватӑ юман аван курӑнать.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Арҫын ача-пӑчасенчен килти ӗҫре тулкки ҫук: ахаль мар пулӗ вӗсене аслашшӗ тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тыр вырма хӑйӗн туратлӑ туйипе тӗрте-тӗрте вӑратнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Йышлӑ туратлӑ вӑрӑм икӗ вулӑ, акшар пӑсӗпе нӳрлӗхе пула тимӗр пек хытса нӑкӑ-ҫирӗпленнӗскер, кунта тахҫанах персе аннӑ та чул айккисене тӳшек евӗр лапчӑтса вырнаҫнӑ.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Жиль туратлӑ патакпа хыттӑн тӳнклеттере-тӳнклеттере, хӑлхана ҫурасла шӑхӑра-шӑхӑра утать, ӑна курсан ҫерҫисем ҫӗр утӑмранах тӑрр-тӑрр! вӗҫе-вӗҫе саланаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ешӗл чӑрӑшсем, кӑтра туратлӑ хурӑнсем, йӑмрасем кӗмӗл пӗрчӗсене хавасах ывӑҫла-ывӑҫла илеҫҫӗ.
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
Тулли лавсем ҫӑра туратлӑ чӑрӑшсем витӗр аванах ирте-ирте кайрӗҫ.
XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Чылайӑшӗсем лӑпсӑркка туратлӑ чӑрӑшсем айне уҫӑ ҫӗрех путмарсем тума тытӑннӑ; хӑшпӗрисем тата хӑйсем валли ҫемленккесем чаваҫҫӗ, пура тума ҫӳлӗ те яштака хырсене каса-каса ӳкереҫҫӗ.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Мануйлово енчи ҫыран хӗррине ҫитерехпе ачасем шыв айӗнче туратлӑ кӗреш евӗрлӗ ҫуйӑн кӗлеткине асӑрхаса илчӗҫ.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Урайӗнче шурӑ ҫӳҫлӗ хӗрача туратлӑ урай хӑмисем тӑрӑх упалене-упалене ҫӗрулми кустарать.На полу ползала белокурая девочка, катая по сучковатым половицам уродливую картофелину.
Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Вутсыппипе вутсыппи те — пурте пӗр пек мар: пӗри — туратлӑ, тепри — яка; кунта ак пурне те, савапа саваласах, пӗр сӑнлӑ тӑвасшӑн…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Туратлӑ та ҫӳлӗ улмуҫҫи тӑррине хӑпаратӑп та хӑрнӑ туратсене иртсе пӑрахатӑп.Залезаю на высокую сучковатую яблоню и срезаю отмершие ветки.
7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫавӑнтах пӗр лапсӑркка кӑна туратлӑ кутамас ҫӑка айне пӗчӗкҫӗ сӗтел вырӑнаҫтарса лартнӑ, уяр ҫанталӑксенче Базима юлташ яланах ҫак сӗтел хушшинче ӗҫлеме юратать.Крошечный столик, за которым в ясные дни Базима работал на лужайке под ветвистым деревом.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Васька туратлӑ икӗ туя хуҫса илчӗ, пӗрине мана пачӗ те: — Кӗрсе каятпӑр, Лёня, ан хӑра, — терӗ.Васька выломал две палки, одну дал мне: — Лезем, Леня, не бойся.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Иван Иванович тумланчӗ, аллине туратлӑ кӑна туя тытрӗ, мӗншӗн тесен Миргород урамӗсенче йытӑсем ҫынсенчен те ытларах тӗл пулаҫҫӗ, вара тухса кайрӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫав-ҫавах аслати кӗмсӗртетет, пӗлӗт айккисене вут-ҫулӑм туратлӑ йывӑҫсем хупӑрласа илеҫҫӗ, ӗшеннӗн утакан Ефим Кондратьевича ҫутатса илеҫҫӗ вӗсем.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Туратлӑ вут-ҫулӑмлӑ йывӑҫсем пур енчен те пере-пере анаҫҫӗ, кашни ялтӑртатса илмессеренех ҫӳлте темӗн ишӗлме тытӑнать, — хура та ҫав тери пысӑк пӗлӗтсем хӑранипе чулланса-шӑпланса ларнӑ ҫӗр ҫине тӑкӑнаҫҫӗ тейӗн.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Шывра усӑнчӑк туратлӑ йывӑҫсен сӑнарлавӗ кускалать.
Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аллинче туратлӑ патак.
Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫыран леш енче, ҫӳп-ҫап хушшинче йӑтӑнса анма пуҫланӑ ҫуртсем, типсе ларнӑ хуҫӑк туратлӑ йывӑҫсем тата тӗрлӗ еннелле чалӑшса кайнӑ чиркӳ тӑррисем курӑнса лараҫҫӗ…
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Кӗнекесене тирпейлӗн лартса тухнӑ этажерка ҫийӗнче — Гоголь портречӗ, кӗтесре — туратлӑ тулӑн пӗчӗк ҫеҫ кӗлти тӑрать, сентре ҫинче, ҫав кӗлтепе юнашар, этем пуҫӗ пысӑкӑш ҫӗрулми.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.