Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туймарӗ (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун еннелле пӑхман князь вӑл ҫилленнине туймарӗ курӑнать, анчах воеводӑсем ӑна сисмесӗр юлма пултараймарӗҫ.

Помоги переводом

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӳле янӑ пиншакне ҫил силлени те, хӑй сӗлкӗш ҫинче тӗпленӗ кӑҫатӑпах тӑнине те туймарӗ пулмалла вӑл.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Анчах нимӗнле хӗрӳлӗх е тӗмсӗлӳ пуррине те туймарӗ хӑй ӑшӗнче.

Однако не ощутил в себе ни страсти, ни желания.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Йыш кӑмӑлне Паян вӑл тӗрӗс хак памарӗ, — Мӑнаҫлӑ тытнӑран туймарӗ Пуҫланакан ҫил-тӑвӑлне».

Помоги переводом

XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑш вӑхӑтра вӗҫленчӗ ку калаҫу — Укахви ӑна туймарӗ, вӑл ывӑннӑскер, тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл пӳрте ҫын кӗнине те туймарӗ.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Ковязин нимех те туймарӗ ал лаппи айӗнче.

Помоги переводом

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл ӑна туймарӗ: хурӑн ҫулӗ ҫине тухрӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫамрӑклах туртма вӗреннӗ Данилов ӑна-кӑна туймарӗ, айккинчи чӳрече патне вырнаҫса ларчӗ те чикарккӑ авӑрлама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кирек мӗнле пулсан та, иккӗшӗн хушшинче ҫуралнӑ туслӑха вӑл манассӑн туймарӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Комиссие кӗрсе тухнӑ пек туймарӗ Эльгеев, тухтӑр патӗнче черетре тӑрса вӑхӑта ирттернӗ хыҫҫӑн.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш: ыррине туймарӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Максимов ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн вӑл ҫын япалисене илнӗн туймарӗ, хӗпӗртерӗ те, темелле.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑйне тепӗр майлӑ ҫавӑрса вырттарнине те, вӑрӑм йӗппе ҫурӑм шӑмми миминчен шӗвек юхтарса кӑларнине те туймарӗ Соня, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫеҫ кӑшт йынӑшса илчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑванӑм! — вӑратма хӑтланчӗ Михаил Николаевич хӑйӗн арӑмне, анчах чирлӗ хӗрарӑм ӑна илтмерӗ те, туймарӗ те.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каялла мӗнле чупса килнине туймарӗ Миша, тӳрех Соня умне пырса ларчӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хисепне те туймарӗ мар.

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Икӗ куҫӗнчен куҫҫуль сӑрхӑнса тухнине, пичӗ тӑрӑх юхса анса сӗтел ҫине тумланине те туймарӗ вӑл.

Помоги переводом

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Анчах Сӑпани ҫакна туймарӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хирӗҫ ыталанине туймарӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней