Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хальхинче инҫех кайма лекмерӗ; кухньӑна кӗтесрен касса пӑрӑнса, икӗ алӑкран кӗрсе-тухса шурӑ коридора улӑхрӑмӑр; унта алӑксӑр пысӑк пӳлӗмре темиҫе койкӑпа ахаль сӗтелсем лараҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кӗҫех вӑл сулхӑн ҫӗре кӗчӗ, кунта хӗрлӗ йывӑҫпа капӑрлатнӑ малахит сӗтелсем лартса тухнӑ.Вскоре вошел он в прохладное помещение со столиками из малахита, отделанное красным деревом.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫап-ҫутӑ аллейӑпа таврӑннӑ май вӗсем ресторан терраси умӗнче кӑра-шавлӑ мерекке курнипе чарӑнса тӑчӗҫ: ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ ӳсӗр ҫын пӗчӗк сӗтелсем патнелле туртӑнать, пухӑннисене чаплӑ юрӑпа савӑнтарасси пирки кӑшкӑра-кӑшкара евитлет.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кунсӑр пуҫне чӳрече янахӗсемпе сӗтелсем ҫинче — чечексем.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Т саспалли евӗр вырнаҫтарнӑ сӗтелсем ҫинче хӗрсем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Йӗркесӗр лартса тултарнӑ сӗтелсем ҫине табличкӑсем курӑнаҫҫӗ: «Продкомиссар», «Контрреволюципе кӗрекен отдел», «Халӑха вӗрентеҫ ӗҫ отделӗ», тесе ҫырнӑ вӗсем ҫине.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫав минӑсене ҫак хӗрсем витресем ӑшне хурса ҫиелтен урай ҫумалли ҫӗтӗк-ҫатӑксемпе витнӗ те, январӗн 5-мӗшӗнче ирхине столовӑйне илсе кӗрсе, пӗрне — генералсем пулакан пӳлӗме, тепӗрне — старши офицерсен пӳлӗмне сӗтелсем айне майлаштарса хунӑ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Казаковпа Коля хуллен кӑна пӳрте кӗнӗ, унта урайӗнче тата сӗтелсем ҫинче полицейскисем харлаттарсах ҫывӑрнӑ.Казаков и Коля вошли в хату, где, развалившись на полу и на столах, храпели полицейские.
Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— Эх, было это дельце ночною порой, — Вышла прогуляться в садик барыня — Пӗр вунӑ сасӑ хӑлхасене хупласа лартмалла, ывҫӑ тупанӗсемпе сӗтелсем ҫине ҫапса мӗкӗрсе ячӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл шӑхӑркаласа, пӗтӗм кӗлеткипе пулӑ пек авкаланса, хӗсӗккӗн лартса тухнӑ сӗтелсем хушшипе ярӑнкаласа кайрӗ, — сӗтелсем хушшинче грузчиксем шавлӑн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, кӗтесре тахӑшӗ тенорпа тӑрлавсӑр юрӑ юрласа ячӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тӑваткал площадь пуш-пушах; ун варринче йывӑҫ сӗтелсем те юлнӑ-ха, вӗсем кунта пӗр эрне каялла кӑна апат-ҫимӗҫ пасарӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл шӑхӑрса, сӗтелсем хушшинче тустарса ҫӳрет, шӳт тӑвать, хӑй патне пынӑ ытларах юратакан ҫыннисене хулпуҫҫийӗсенчен лӑпкать.
VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сӗтелсем хушшинче моряксем лараҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сӗтелсем ҫинче — карттӑсем, полевой сумкӑсем, ҫӑкӑр чӗллисем, сӗт чӳлмекӗсем.На столах — карты, полевые сумки, краюхи хлеба, крынки из-под молока.
Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ӗнтӗ вӗсем апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ сӗтелсем хушшине вырнаҫнӑ, симӗс курӑкпа тата шултра раксемпе илемлетнӗ тем пысӑкӑш осётр ҫине куҫӗсене ҫулантарса, юратуллӑн пӑхнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурте вӗсем пӑрахут сӑмси ҫинче кӗпӗрленсе тӑнӑ, вара, пыра-киле, Кононов ыйтнине парӑнса, парусинӑпа витнӗ хыҫ еннелле хускалнӑ, — унта апат-ҫимӗҫлӗ сӗтелсем ларнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӗтелсем ҫине тирӗксем пырса хучӗҫ: пӗрин ҫинче помидорсем, тепринче — хир панулмисем тата вилнӗ ҫын чунне ҫӗр айӗнчи тӗнчене илсе кайма кирлӗ укҫана улӑштаракан ылттӑн хутсем.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Каччисем унран пӗр шит те юлман, вӗсем тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑхпа сӗтелсем, тенкелсем, экрансем хушшинчен, тӗрлӗрен илемлӗ те чечен япаласем патӗнчен иртсе ҫӳренӗ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл тенкелсем ҫине, сӗтелсем ҫине пырса тӗкӗннӗ, е, акӑ тата, ачасене шыраса: — Ах, мошшельниксем… Ах, хурахсем… ӑҫта пытанчӗҫ-ха вӗсем? — тесе, хӑйне хӑй калаҫан пек туса, пӳлӗмри тӗрлӗрен улах кӗтессене кӗре-кӗре тухнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Перисем, трибуна тавра тӑнӑ та, Лю Шэн сӗтелсем майлаштарса лартнине сӑнаҫҫӗ, теприсем упа кукуруза мӗнле татни ҫинчен каласа паракан ҫынна тимлесе итлеҫҫӗ:
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.