Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сыхлама (тĕпĕ: сыхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхӑр-ха вӗсене, мана сыхлама килнӗ вӗсем.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӑна амӑшӗ чӑх чӗппи сыхлама кӑларманччӗ-и?

Помоги переводом

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Темиҫе ҫын тӳрех инструктор патне, ӑна сыхлама хатӗрленсе, чупса пычӗҫ.

Несколько человек бросились к инструктору, готовые, если понадобится, защищать его.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Туяннӑ апат-ҫимӗҫе сыхлама килӗштеретчӗ.

Помоги переводом

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Ӗнтӗ Ваҫли пӗччен сыхлама та пултарасса шанса, Микула алӑк патне чупса пычӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсемпе каччӑсем, яланхиллех, юр ҫине шуратма сарнӑ пирсене сыхлама пир выртмине тухрӗҫ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна сыхлама яланах хатӗр пулмалла, – ҫирӗплетрӗ Владимир Петрович.

Помоги переводом

Патриотсем ҫитӗнччӗр // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10675-pa ... it-nchch-r

Ӑҫта кайма пултарнӑ-ха кил сыхлама хӑварнӑ ватта юлнӑ аслӑ хӗрӗ?

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗрккене вӑл пӳлӗмрен ан тухнӑ пул тесе хӑварчӗ, аталыкне ӑна сыхлама хушрӗ-ха тата.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юратаҫҫӗ ҫынсем ыттисен вӑрттӑн ӗҫӗсене сыхлама.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине Таланов Ахтупая лавсене сыхлама хӑварса Северьяна чиркӳ хурал пӳртне, Хусантан, Новоград Свияжскинчен, ытти ҫӗртен килекен ҫынсене йышӑнакан ҫӗре илсе кайрӗ.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сана, тутар мӑрсине, Нухай ҫулне сыхлама ярас ҫук-ха вырӑссем.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана Горбатый-Шуйский Нухай ҫулне сыхлама ячӗ, — чунтан вӗчӗрхенсе хуравларӗ Енибек.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююнбикепе унӑн пӗчӗк ывӑлне Кама таврашӗнче сыхлама кирлӗ пулмарӗ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалейпе Шереметев отрячӗсем васкавлӑн пуҫтарӑнчӗҫ те Атӑл ку енӗпе Кучака сыхлама анса кайрӗҫ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти воеводӑсем Сӗве вӑррине ку тавралӑха сыхлама юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапӑҫаҫҫӗ, — терӗ вӗсене сыхлама тухнӑ хӗҫ-пӑшаллӑ аскер.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗпӗсене тилӗрен мӗнле сыхлама пултартӑр вӑл?..»

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Коля чӑх чӗпписене сыхлама пулчӗ, эпе — хурпа кӑвакал чӗпписене.

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Шанма шан та сыхлама ан ман.

Помоги переводом

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней