Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑш-пӑш-пӑш сывлать, кӗпине силлесе, ҫан-ҫурӑмне уҫӑлтарать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Антӑхса сывлать, хӗп-хӗрлӗ ҫӑварӗнчен вут тухнӑн туйӑнать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Чӗнмест-ха, ӗхлеткелет, пӑш-пӑш сывлать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Атӑлшӑн хӑй тӗлӗнчи тӳпе те таса пулмалла иккен, ун тӗлӗнче текех сивӗ пӗлӗтсем капланса тӑмалла мар — талккӑшӗпе хӑвалать Атӑл ҫилӗ йывӑррӑн шӑвакан мӑн кӑмӑллӑ пӗлӗтсене, пӗлӗтсем васкаманнишӗн тарӑхса, ха-аш сывлать, чарӑнса та тӑрать, унтан каллех хускалать, паҫӑрхинчен те хытӑрах чӑрсӑрланать, ши-и! шӑхӑрать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫамрӑклӑхра самантӑн-самантӑн ху мӗншӗн пурӑннине те манса каятӑн, анчах санӑн мӗнпур ӳтӳ-пӗвӳ, кӑмӑл-туйӑму кӑна ҫаплах ҫамрӑклӑхпа туллин сывлать.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Вӑл хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлать, ман ҫине вӑтанса пӑхать.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Мана ҫамрӑк хӗрарӑм чупа-чупах хуса ҫитнӗ пулас — хашка-хашка сывлать.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
«Хыватӑп кӗрӗке, хыватӑп… — типпе юлнӑ пулӑ пекех ҫӑварне карса сывлать хӗрарӑм.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Тарӑннӑн сывлать унӑн кӑкӑрӗ, чӗрине тем ҫитмест, темшӗн хирӗлет вӑл: сиксе тухасла тапать.
Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Лӑпкӑн, канӑҫлӑн сывлать вӑл.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ватӑскер аран-аран сывлать.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чӗкеҫӗн шухӑшӗ ҫакӑнта сарӑлать, Вӗри юнлӑ чӗри ҫак сывлӑшпа сывлать…
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Киселев, ҫӑварне карса, аран сывлать, ӑшӗ питӗ хыпнипе: «Шы-ы-в! Шы-ы ыв!» — терӗ икӗ хутчен.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Киселев йывӑррӑн, ҫӑвара карса сывлать.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Хуллен мӑшлатса сывлать, тапхӑр-тапхӑр пӗтӗм кӗлеткине сив тытнӑ евӗр, чӗтресе илет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Эх, — лаштах сывлать Хӗрлӗ Тутӑр, — мана тӗл пулинччӗ хуть ҫав упа.
Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.
Шапа ҫӑвар, куратӑп, хӗл умӗнхи шӑна пек кӗҫ-вӗҫ юлашки сывлӑшне кӑларса ярасла сывлать.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Хашш! хашш! хашш! пӳлӗне-пӳлӗне сывлать хӑй.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӑравус пекех хашлатса сывлать хӑй.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Сывлать, сывлать, ак, куҫне те уҫрӗ ӗнтӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.