Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сукмакпа (тĕпĕ: сукмак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улӑха тухсан, укӑлча карти хӗррипе сӑрт ҫине улӑхрӗ, анкарти ҫумӗнчи сукмакпа утрӗ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗсем каллех паҫӑр килнӗ сӗлӗ ани урлӑ выртакан сукмакпа утрӗҫ.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сухви сасартӑк аллисене саркаларӗ те ансӑр сукмакпа чупсах уҫланкалла анса кайрӗ.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӗсем ним чӗнмесӗрех пахча карти урлӑ каҫрӗҫ те йывӑррӑн кӑштӑртатакан симӗс шерепеллӗ, тӗл-тӗл ҫил хуҫкаласа ҫатралатнӑ хӑмӑллӑ сӗлӗ ани урлӑ выртакан сукмакпа вӑрманалла утрӗҫ.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славик сукмакпа ерипен утса аннӑ чух хӑвасем хушшинчи тӑп-тӑрӑ пӗве кӗперӗ ҫине пӑхрӗ те тӑп! чарӑнса тӑчӗ…

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Эльвира ӗненмелле мар хаваслӑн ахӑлтатса кулса ячӗ те сукмакпа анаталла утса анчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл шоферсене тем каларӗ те, аллине капюшонлӑ симӗс куртка кӗсйине чиксе, кӑтра ҫӳҫлӗ ҫара пуҫне ҫиле хирӗҫ пӗксе, ҫул урлӑ каҫрӗ, сӑрт пек ҫӗкленсе тӑракан тӑм купи ҫине ҫӑмӑллӑн чупса хӑпарчӗ, ту-чакӑл ҫамкинчи качака ҫулӗ пек кукӑр-макӑр ансӑр сукмакпа стройкӑн «тӗп урамӗ» еннелле кайса ҫухалчӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

…Хӑй пӗлекен ҫынсем ҫинчен шухӑшласа вӑрманти улах сукмакпа васкамасӑр утакан Таранов кӗрен те сӗтеклӗ ҫырлаллӑ палан тӗмӗ тӗлӗнче тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Чим-ха, пӗр чипер япалах ӑсталама пулать-ҫке — тема тенине таҫта шыраса ҫӳремелле мар!»

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ассакасси ялӗнчи ҫынсем Чӑркаша ҫырма урлӑ каҫнӑ май сукмакпа ун хӗррипе иртетчӗҫ.

Помоги переводом

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

Вӗсене ытараймасӑр машинӑсем такӑрлатнӑ ҫулпа мар, вӑрман карти ҫумӗнчи сукмакпа утрӑм.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аркашпа иксӗмӗр ҫуран ҫӳремелли ансӑр сукмакпа улӑхалла антӑмӑр, ял еннелле васкамасӑр утрӑмӑр.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫырма хӗррипе утнӑ май, Укаслу утӑ ҫулнӑ чухне хӑй ҫак сукмакпа ҫӳренине аса илчӗ.

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗплӗ тӗмӗсем тумтире чӗре-чӗре татаҫҫӗ, йывӑҫ турачӗсем сукмакпа утакан ҫынна та вӗҫӗмсӗр пӗшкӗнтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахмар йӗнерӗ ҫинчен уххине илчӗ те кукӑр-макӑр тӑсӑлакан сукмакпа вӑрман ӑшнелле кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак кунах ротӑна вӑрттӑн сукмакпа шурлӑх витӗр хамӑрӑннисем патне илсе тухрӑм.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Чылай вӑхӑт иртсен, ҫак сукмакпа манашка анать.

Помоги переводом

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Часах ҫырма кукри майӗпе выртакан сукмакпа икӗ ҫын васкамасӑр утӑмланине асӑрхарӗҫ: пӗри хура хурлӑхан тӗмми пек тайӑн, тепри — йӑрӑс ешӗл хурӑн пек яштака.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӗртен-пӗр Полинана ҫеҫ юратса унпа ҫеҫ пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗр сукмакпа утас, ӗмӗрне те унпа ҫеҫ пурӑнса ирттерес шанӑҫпа урӑх нимӗнле хӗр пӗрчине те тусламарӗ, нимӗнле хӗрачана та куҫ хывмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кам пӗлет, тен, Пуриса кӗтсе илеймесӗр юлташӗсем мӑн ҫул ҫинчи автобуссем чарӑнакан тӗле вӑрман витӗр тӳррӗн, вӑрттӑн ҫулпа е кӑмпаҫсем такӑрлатнӑ пӗчӗк сукмакпа кӑштӑртатнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Клавӑпа Борис ансӑр сукмакпа юнашаррӑн утрӗҫ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней