Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл кайӑк-кӗшӗкпе тискер кайӑксен йӑли-йӗркисене лайӑх пӗлет, вӗсене тытса зоологи сачӗ тӑвать.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
2022 ҫулта «Пилеш» ача сачӗ тата Атнарти вӑтам шкул Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 200 пин тенкӗпе танла-шакан грантне тивӗҫнӗ (2021 ҫулта - Хӗрлӗ Чутай шкулӗ).
Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur
Пилӗк-ултӑ ҫул каяллах тума тытӑннӑ сысна вити патӗнчен хӑма-пӗрене, ача сачӗ патӗнчен — кафель, тырӑ склачӗ купалакан ҫӗртен хӗҫтимӗр кӳрсе килтерчӗ председатель.
Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.
Акӑ аппана ача сачӗ уҫма ирӗк панӑ.
Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫав хут тӑрӑх аппа пирӗн ялта ача сачӗ уҫма шут тытрӗ.
Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ашшӗпе амӑшӗ, кӑтра, кӗрнеклӗ Кӗркурипе лутра, тӑпӑл-тӑпӑл Лисук, колхоз ӗҫне сиктермесӗр ҫӳресе, вӗсене, киле пӑхма ватӑсем е урӑхларах «няня» пулман пирки, час-часах хӑйсен тӗллӗнех пӑрахса хӑваркаланӑ (ку саланчӑк ялта кил-ҫурт шучӗ йывӑр хӗрарӑмӑн алли-ури пӳрнисен шутӗнчен те иртейменрен-ши, ача-пӑча сачӗ пирки никам та, нихӑҫан та ҫӑвар уҫман).
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ача-пӑча сачӗ тӗлӗнче пире вӗтӗр-шакӑр ачасем хупӑрласа илчӗҫ (ун чухне анӑҫри хӗвел урисене йӗркеллӗ тӑсса яма та ӗлкӗрейменччӗ-ха): анчӑка хӑшӗ ачашлать, хӑшӗ чуп тӑвать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
— Ҫапла, Алексей Данилович, вӗсем кӑмӑлсӑр, анчах кунта ача-пӑча сачӗ мар, кашни килен-каян умӗнче пуҫ тайса тархаслама пултараймастӑп эпӗ.
2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫак шутра — 6 ача сачӗ, 13 фельдшерпа акушер пункчӗ, врач амбулаторийӗсем.
Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/
2022-2025 ҫулсенче Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче тата Шупашкар районӗнче ҫурт-йӗре комплекслӑн туса лартмалли 8 участок территорийӗнче 47 км тӑршшӗ инженери сечӗсем, 11 км тӑршшӗ квартӑлсем ӑшӗнчи тата магистральлӗ ҫулсем, ҫавӑн пекех 940 вырӑнлӑ тӑватӑ ача сачӗ тума палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Вара, чӳрече витӗр сачӗ ҫине пӑхса, тарӑн шухӑша путрӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Чунӗ кӳтсе ҫитнӗ Лавр Кузьмич хӑйӗн ытарайми сачӗ ҫине тек пӑхма пултараймарӗ, пӳрте кӗчӗ те икӗ курка хаяр кӑрчама ӗҫрӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫав йӗплӗ пралуклӑ ҫӳллӗ хӳме хыҫӗнче пытанса ларакан кивӗ ҫурт ларнӑ ҫӗрте ҫӗнӗ пысӑк ҫурт — ача сачӗ пулмалла иккен.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавр Кузьмич ҫав планпа паллашрӗ те пӗр хушӑ шак хытса ларчӗ: кӑҫал тума пуҫланӑ Николаев космонавт урамӗ, тӗлӗнмелле майпа, пӗр вӗҫӗпе Мухаровсен пӳрчӗ ҫине, тепӗр вӗҫӗпе вӗсен сачӗ ҫине пырса кӗрет.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ан тив, сачӗ сан ҫинчех шутлантӑр, унсӑр мана икӗ участок ҫӗр тытать тесе айӑплама пӑхӗҫ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Сачӗ пирки кайран та калаҫса татӑлӑр.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Аякран Лавр Кузьмичӑн сачӗ, тетте пек капӑр ҫурчӗ пуринчен илемлӗрех курӑнаҫҫӗ, хуҫа чунне ҫӗклентерсе яраҫҫӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Мухаров чаплӑ проспект урлӑ каҫрӗ, Чапаев палӑкӗ умӗнчен иртрӗ те хӑйӗн сачӗ еннелле утрӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Малтан вӑл хӑйӗн ӗҫӗ сая кайманнишӗн, пӗчӗк ачана ачашланӑ пек ачашласа ӳстернӗ улмуҫҫисем ҫимӗҫ кӳме пуҫланишӗн хытӑ савӑннӑччӗ, анчах пурӑна киле, садран тупӑш ытларан ытларах илме тытӑннӑҫемӗн, ӑна хӑйӗн сачӗ пӗчӗк пек, сахал пек туйӑна пуҫларӗ, вӑл ӑна мӗнле те пулин аслӑлатма май шырарӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Яла таврӑнсан, каччӑ шикленмеллипех шикленсе ӳкрӗ: унӑн хуҫалӑхӗ питӗ юхӑннӑ, килӗ-ҫурчӗ, карти-хури япӑхнӑ, ашшӗ сачӗ хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи хаяр сивве тӳсеймесӗр хӑрса ларнӑ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.