Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

салхуллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
салхуллӑ (тĕпĕ: салхуллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илюхин салхуллӑ сасӑпа каларӗ:

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗрекери хӑнасем хурлӑхлӑ юрӑ пуҫласа ярсан, вӑл салхуллӑ хура хӑмӑр куҫӗсемпе пӗр ҫӗрелле пӑхса ларчӗ-ларчӗ те, никама нимӗн сӑмах чӗнмесӗр, пӳртрен вӑраххӑн тухрӗ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Вӑл кӗнекере ӗҫкӗ юрри те юрату юрри — хурлӑхлӑ, салхуллӑ юрӑсем кӑна.

Помоги переводом

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Салхуллӑ ача сӑнӗ ҫуталса кайрӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин ҫак илӗртӳллӗ, асамлӑ, ытарайми сасса итленӗҫемӗн хӑйне хӑй ҫунат хушнӑ пек туйрӗ, самантрах салхуллӑ шухӑшӗсене манчӗ, сӑнӗпе ҫуталса, хавасланса, чунӗпе тасалса, илемленсе кайрӗ; унӑн чун хаваслӑхӗ ҫав тери ӳссе ҫӗкленчӗ, куҫӗсенче ырӑ киленӗҫпе юрату куҫҫулӗ йӑлтӑртатса илчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Мӗн эсӗ, тӑванӑм, питӗ салхуллӑ, тем инкекӗ пулмарӗ пуль-ҫке?

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл ҫакӑн пек салхуллӑ пулнине Мухаров халиччен курманччӗ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах Поля темшӗн питӗ салхуллӑ, ӑна ҫак савӑнӑҫлӑ кун та темле йывӑр шухӑш пӑшӑрхантарать.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ну, мӗнле? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Натюш, упӑшки салхуллӑ килсе кӗнине курса.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Петро Михайлыч сасартӑк сарӑ ҫӑра куҫ харшисене пӗрчӗ те салхуллӑ сасӑпа каларӗ:

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ытлашши калаҫса тӑмасӑр йышӑнчӗ ӑна салхуллӑ чӑваш хӗрарӑмӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Юрри те унӑн ҫынсеннинчен урӑхларах, салхуллӑ мар.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Тепӗр ир Ҫтаппанпа Анукшӑн салхуллӑ та хуйхӑллӑ килчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, — салхуллӑ сасӑпа хуравларӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук чылаях ырханланнӑ пулин те, Ваҫли унӑн салхуллӑ куҫӗсенче чунне тыткӑнра усракан ӑшпиллӗхпе ҫепӗҫлӗх сӳнменнине асӑрхама ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Учитель ҫырӑва малтан ӑшӗнче вуласа тухнӑ та салхуллӑ куҫӗсемпе Тарье ҫине пӑхнӑ.

Помоги переводом

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗн эс паян салхуллӑ? — ҫыпӑҫрӗ фермӑра Ҫинук ҫумне Маюк.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Санюк кӗҫӗр салхуллӑ.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӑл, комиссире ларса йӑлӑхнӑскер, салхуллӑ та сарӑрах куҫӗсемпе ҫамрӑка тинкерет, анаслас килнине пытарса шӑлӗсене ҫыртса лартсан, сӑмси тирӗ унӑн вӗттӗн-вӗттӗн йӗрленсе илет.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эп салхуллӑ мӗлкеме — пач сирӗп! — Ывӑтӑп чечеклӗх ҫулӑмне.

Помоги переводом

Кӑкӑрӑм ҫӗкленчӗ ҫиле хирӗҫ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 51–52 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней