Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӑха йӳнӗ кӗнекесем паракан «Посредник», «Донская речь», «Знание» издательствисем унӑн калавӗсене нумай пинлӗ тиражпа пичетлесе рабочисемпе хресченсем хушшине салатнӑ.
Д. Н. Телешов // Хветӗр Уяр, Иван Мучи. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 3–7 с.
Унӑн тупӑкӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксен пысӑк ушкӑнӗ, темиҫе пин ҫын пынӑ, масар шӑтӑкӗ умӗнче студентсем, сӑмах каланӑ, полици вӗсене хӑваласа салатнӑ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Полиципе акӑ ҫак… представительсем салатнӑ пулӗччӗҫ, — вӑл ахӑлтатса кулса, мӑйӑхне шӑлса илчӗ, — пытарса… вӑрттӑн ӗҫлекенсем пек.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Картсене салатнӑ: банка тытаканни вырӑнтан тапранаймасть акӑ халӗ.
ХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑйлӑ ҫил анлӑ юханшыв ҫийӗпе ӗҫӗн паттӑр шавне салатнӑ; пӑчкӑ, усал савӑнӑҫпа каҫӑхса кайса, йывӑҫа кӑшланӑ; пуртӑ тивнипе аманнӑ пӗренесем тертлӗн хартлатнӑ; ҫапнине чӑтаймасӑр ҫурӑлакан хӑмасем ыратуллӑн тӑрӑлтатнӑ; сава, йӗкӗлтесе кулнӑ пек, ҫухӑра-ҫухӑра илнӗ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсене пула, тармакланнӑ сӑн-питлӗ пысӑк этем, вараланса пӗтнӗскер, ҫӳҫне-пуҫне тӑрмаласа янӑскер, урмӑшнӑ куҫӗсене чалтӑртаттарса, хӑйӑлтӑк сасӑпа мӗкӗрсе, хула тӑрӑх пӗр вертепран тепӗр вертепа ыткӑнса ҫӳренӗ, шутламасӑр укҫа салатнӑ, салхуллӑ юрӑсен кӗввипе макӑрнӑ, ташланӑ, кама та пулсан тытса хӗненӗ, анчах ниҫта та, нимӗнпе те хӑйне валли канӑҫ тупайман.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗре кӑрт-кӑрт сикет, чӗркуҫҫисем канӑҫсӑррӑн чӗтреҫҫӗ, пыр типсе ларать, алсем те чӗтреҫҫӗ, нимле тӗрӗс шухӑшлав та ҫук, шуйхатса салатнӑ кайӑк кӗтӗвӗ пек шухӑш вӗҫет.
III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Тӑлӑха юлсан, пилӗк ҫул хушшинче, Марковна упӑшки пур чухне пухнӑ пурлӑха пӗтӗмпех салатнӑ: лаша, ӗне, лайӑх тумтир хӑварман, икӗ ҫаран, пахчара ларакан ҫӗнӗ пӳрт пурине сутса янӑ тата ыттине те чылай пӗтернӗ.
IV // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
«Тӑшманӑн пысӑк вӑйӗсем» тени пурӗ те пӗр батальонра кӑна пулнӑ, — ҫав батальон вунӑ пин ҫынлӑ ҫара хӑваласа салатнӑ.«Превосходные силы противника» заключались в одном батальоне, разогнавшем десятитысячную армию.
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Хӑйӗн телейне телей вырӑнне картмасӑр аркатнӑ, салатнӑ, шатӑртаттарнӑ терт.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫырманалла кӗрсе ҫухалатчӗҫ те вара сасартӑк, тӳттӳрӳт сассипе каллех уялла сапаланса тухса, «ура» кӑшкӑрса, параппан сассисем усаллӑн янтратса тӑнӑ хушӑра, штыкӗсене шӑрт пек тӑратса, тӳрех пирӗн пӳрт патнелле чупатчӗҫ, пирӗн пӳрте вӗсем акӑ халех ҫӗр ҫинчен хӑйпӑтса ӳкерсе, утӑ капанне салатнӑ пекех, салатса тӑкас пек туйӑнатчӗҫ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
…Иртен пуҫласа каҫченех ялтан яла юланутҫӑсем четниксен «ял хуралҫийӗсем» чуптарса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем, партизансем Морава урлӑ каҫса, четниксен виҫӗ штабне пӗтерсе хуни, темиҫе коменданта вӗлерни, ялти виҫӗ кантура ҫунтарса яни, пӗтӗм уездри телефонпа телеграф линийӗсене ватса тӑкни ҫинчен хыпар салатнӑ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫурт ишӗлсе анас умӗн темиҫе минут маларах рабочисем ҫӳлти хута салатнӑ, ун хыҫҫӑн аялти хутран паллӑ мар сасӑ илтӗнме пуҫланӑ.
Кӑнтӑр Корейӑра пурӑнмалли ҫурт чарӑнури ҫынсем ҫине ишӗлсе аннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28838.html
Лариччен, паҫӑрхи салатнӑ чухнехи еккипех, тутӑр татӑкӗпе «чункилтермӗшне» (чӗлӗмне вӑл ҫапла калать) тирпейлӗн чӗркерӗ те кӗсйине чиксе хучӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шурӑ бандӑсене ҫапса салатнӑ.
Хӑрушӑ пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм пӗрремӗш ҫул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Жандармсен пӗтӗм управленийӗсем тӑрӑх приказ салатнӑ:
Каллех ют ҫӗрте // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Копыто хӑйне ӑнланманнине чухласа илсен, аллине патак илнӗ те, выльӑхсем хӑйсемех килӗсене кайма пултараҫҫӗ тесе ҫул ҫинчен хӑваласа салатнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Ку таврара ҫак вӑхӑтра Хусанти социал-демократсен организацин прокламацисене нумай салатнӑ, вӗсене Шупашкартан тӑратнӑ Прокламацисем хушшинче Хусанти социал-революционерсен прокламацисем те пулнӑ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Ҫак пухусенче пулнӑ ҫынсем хресченсем хушшинче революциллӗ кӗнекесене, хаҫатсене, прокламацисене салатнӑ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Пӗрре, пурте хире тухса кайсан, Михаил хӑйсен сехетне юсас тесе пӗтӗмпех салатнӑ пулнӑ.Однажды, когда все были в поле, Миша решил даже починить остановившиеся ходики, смело разобрал их.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.