Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак мӗскӗн пигмейсен те хӑйсене мӑнна хурас чир пур иккен, вӗсем капайланаҫҫӗ, хӑйсене ытлашши юратаҫҫӗ, пуянлӑха, чинсемпе отличи паллисене пуринчен ытла хакла хураҫҫӗ, хӑйсен пӗчӗкҫеҫ корольне тӗнчере чи хӑватлӑ монарх тесе шутлаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫинчен элеклеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе вӑрҫӑ вӑрҫаҫҫӗ.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Вӗсем ҫак пуянлӑха тытса илесшӗн пулнӑ.
Булатран тунӑ хӗҫсемпе сӑнӑсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Усал курӑк тени мӑнтӑр ҫӗр ҫинче шӑтса ӳсет, аскӑн пурнӑҫ — пуянлӑха пула иртӗхнӗ пирки пулать.Бурьян растёт на жирной почве, разврат — на почве пресыщения.
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Халӑх вӑйӗпе тунӑ пурлӑха, пуянлӑха, пирӗн малашнехи ҫутӑ ӗмӗтсене, чӗрери таса туйӑмсене халӗ пӗтӗмпех хӑрушӑ вилӗм юнаса тӑрать.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пӗрисем — пӗтерсе хунӑ легионсемшӗн тавӑрма тӑрӑшнӑ, теприсем — пуянлӑха ҫаратма ӗмӗтленнӗ.Одни стремились отомстить за уничтоженные легионы, другие — мечтали о грабежах.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анне ун умне хамӑрӑн пӗтӗм пуянлӑха сарса хучӗ те япаласене мухтама тытӑнчӗ:Мать разложила перед ним все наше богатство и принялась хвалить вещи:
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Дачӑсем ҫинчен сӑмах тапратсан, эпӗ Иван Иваныч княҫӑн Мускав ҫывӑхӗнче дача пурри, ӑна курма Лондонран та, Парижран та килсе ҫӳрени, унта виҫҫӗр сакӑрвунӑ пин тӑракан решетке пурри, Иван Иваныч князь манӑн ҫывӑх хурӑнташ пулни, эпӗ паян ун патӗнче апатланни, вӑл мана ҫав дачӑра ҫу каҫиччен пурӑнма чӗнни, анчах эпӗ килӗшменни, мӗншӗн тесен вӑл дачӑна эпӗ лайӑх пӗлни, унта темиҫе хутчен кайса курни, ҫав решеткесемпе кӗперсем мана пӗри те илӗртменни, мӗншӗн тесен эпӗ ытлашши пысӑк пуянлӑха, уйрӑмах тата ялта, чӑтма пултарайманни, ялта пур енчен те ялти пек пулнине юратни ҫинчен тӑруках каласа патӑм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ну, мӗнех ӗнтӗ, тен, эсир пире хӑвӑрӑн кил-ҫуртӑра, пуянлӑха кӑтартатӑр?
30 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Подсолнушкин, Коробочкин тата тепӗр тӑватӑ ачапа пӗрле вӑл инструментсене ещӗксенчен кӑларать, хӑй илсе килнӗ пуянлӑха кирлӗ пек вырнаҫтарать.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Княгиня ҫуртӗнчи пуянлӑха хӑнӑхнӑскер, вӑл хӑйӗн чухӑнлӑхӗнчен ҫав тери хӑраса ӳкнӗ; хӑйӗн тупӑшӗсемпе чип-чиперех пурӑнма пултарнӑ пулин те, вӑл йӗрӗнмелле хытса пурӑнма тытӑннӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Эпир пӗрне-пӗри кӑмӑла кайрӑмӑр пулас — Ҫав каҫхинех эпӗ театрта пултӑм; мӗн лартнине астумастӑп ӗнтӗ, анчах унти пек пуянлӑха курма сайра тивнӗ сире: мӗнешкел декорацисем, костюмӗсем мӗнешкелччӗ унта, пур уйрӑм пайсем те мӗн тери килӗшӳллӗ пӗрлешсе тӑратчӗҫ!
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ыйтӑва ансӑртараххӑн илсе пӑхас-так, эпӗ акӑ еплерех шухӑшлатӑп: революци вӑл ӗмӗрсем тӑршшӗнче халӑх ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе туса пухнӑ пӗтӗм пуянлӑха халӑх ырлӑхӗшӗн халӑх аллине илме кирлӗ пулнӑ.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Унӑн пӗртен-пӗр пуянлӑх пулнӑ, анчах ҫав чее этем килчӗ те, ҫав пуянлӑха вӑрласа кайрӗ.У него было единственное сокровище, но этот хитрый человек пришел и похитил его.
IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Анчах ҫак хӑрушӑ ҫулхине халӑх хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинчи илемлӗхпе пуянлӑха курса савӑнайман.Но не радовались люди в этот страшный год красоте и обилию своей земли.
XXVII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ку ӗнтӗ, Германи пирӗн тыр-пула туртса илессине пӗлтерет, пирӗн пӗтӗм пуянлӑха тата Германипе Австри империализмне сутӑннӑ Киеври ӗлӗкреххи рада евӗр политика енчен те пӑхӑнтарасса пӗлтерет.
XXI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— …Эпир этем историйӗнче пӗрремӗш хут, — малалла каларӗ Агаев, — тинӗс ҫине шаларан та шаларах кӗрсе пырса, ун тӗпӗнчи пуянлӑха тупасшӑн.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Паллах ӗнтӗ, ун пек пуянлӑха пӑрахса темӗнле пурнӑҫпа пурӑнма кашниех пултараймасть…Конечно, не всякий может, как он, отказаться от богатства и жить неведомо как…
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Аслӑ хӗрӗ Елена, сарлака питлӗ, сарлака кӗлеткеллӗ хӗрарӑм, пуянлӑха тата ӗҫкӗпе супакан упӑшкине пула иртӗнсе кайнӑскер, пачах та ют ҫын пулнӑ; сайра хутра вӑл ашшӗпе амӑшне курма пынӑ, хӑй ҫав тери хаклӑ тум тӑхӑннӑ, пӳрнисем ҫинче унӑн темӗн чухлӗ ҫӗрӗ пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫавнашкал пуянлӑха вӑрманта мӗнле хӑваран-ха, ырӑ выльӑха мӗнле асаплантаран.Не бросать же богатство в лесу, не замучивать же добрую скотину.
Настасья Ивановна калавӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл пуянлӑха, тусӗсене, цивилизациллӗ обществӑри положение ҫухатӗ; унтан та ытла, унӑн юратнӑ хӗрарӑмран уйӑрӑлмалла пулса тӑрать.
ХСVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.