Поиск
Шырав ĕçĕ:
Наумов тӑнран кайрӗ, хӑй йӑтса пыракан Киносьян йывӑррӑн пуснипе ҫӗр ҫинелле пӗкӗрӗлнӗ.Солдат, теряя сознание, оседал на тёплую землю, придавленный ношен.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Лиходеев хӑйне ҫыхса хунӑ пиҫҫихийӗнчен вӑйсӑррӑн туртӑнса малалла ӳпӗнет, лейтенант ахлатса илет те руль ярса тытать, хӑрушлӑх пуснипе хытса каять.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Сара Марковна вара хуйхӑ пуснипе ним туймасӑр ҫынсен ушкӑнӗнчен юлмалла маррине тата кирек епле пулсан та хӗвелтухӑҫнелле каймалла иккенне пӗлнисӗр пуҫне, нимӗн ҫинчен те шухӑшламан.
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Хӑйӗн уксахлӑхне сахалтарах палӑртас тесе, Пӑван хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ хутаҫ пуснипе, урине сӗтӗркелесе пусать.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Сехетре пӗр километр вӗрекен сывлӑш юхнипе пулакан ҫил пусӑмӗн вӑйне, вӑл ҫиле хирӗҫ перпендикулярлӑ тӑракан пӗр тӑваткӑл метр лаптӑк ҫине мӗн чухлӗ пуснипе шутлаҫҫӗ.
17. Ҫил труби // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Хӑшпӗр вӑхӑтчен сасӑсене вӑл итлесе выртрӗ, кайран ыйхӑ пуснипе сасӑсем пачах илтӗнми пулчӗҫ.Некоторое время голоса доносились до него, потом они словно растворились в нахлынувшей дремоте.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эпӗ ун чухне никама та, нимӗн те курман, асӑрхаман — хуйхӑ пуснипе куҫ курми пулнӑ.— Я тогда никого и ничего не видел, не замечал — от горя глаза ослепли.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах ку, правительство палӑртса панӑ срокра нефтепровода тума ҫук тесе, Грубский ҫырнӑ доклад айне алӑ пуснипе пӗрех.Но это значило подписаться под докладной Грубского о нереальности правительственного срока.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ман умра — ҫын ҫӳллӗш ҫамрӑк, йӑвӑ чӑрӑшлӑх; чӑрӑш турачӗсем юр пуснипе усӑна-усӑна аннӑ.Против меня частый, молодой ельник в рост человека; и на ельнике сучья повисли и слиплись от снега.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пысӑк хуйхӑ пуснипе вӑл чирлесе ӳкрӗ, анчах, телее, ӑна сыватма май килчӗ.От такого удара он серьезно заболел, но, к счастью, его удалось вылечить.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Амӑшӗ Юра ывӑнса ҫитнипе тата ыйхӑ пуснипе пукан ҫинчех ҫывӑрма пуҫланине сиснӗ, ӑна вӑл ҫывӑртма илсе кайнӑ.Мама заметила, что Юра совсем валится со стула, сонный и усталый, и она повела его спать.
8. Арӑслан ури // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Океан енчи тарӑнлӑхсем, шыври хутламсем пуснипе, аяларах та аяларах анса пыраҫҫӗ, вӗсен тавра вара чи вӑйлӑ ҫӗр чӗтревӗн пысӑк центрӗсем вырнаҫса тухаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Лапсӑркка ватӑ чӑрӑшсем хурарах симӗс турачӗсене юр пуснипе аялалла уснӑ.Старые мохнатые ели под тяжестью снега опустили книзу темно-зеленые ветви.
Кабаргапа росомаха // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 71–74 с.
Хӑй каланине итленӗ чух мана хурлӑх пуснипе йӗрсе ярасран хӑтӑлма пулӑшас пек татах ман куҫа аллисемпе хупларӗ те: «Эпӗ сывпуллашма килтӗм. Ыран фронта тухса каятӑп», — терӗ.
Ульяновскран килекен хыпарсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑй хурса пуснипе унӑн сылтӑм ал туни шӑнӑрланса хӑпарать, ҫави чӑвӑшлатса янӑрать.
IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Малтан, клавишӑна пӗр вӗҫӗмсӗр хӑвӑрт-хӑвӑрт пуснипе, ҫӳлти регистрӑн чи ҫинҫе сасси чӗтренсе илтӗнет, унтан сасартӑк ҫав сасӑ улшӑнать те хулӑн бас кӗмсӗртетсе каять.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫӗр айӗнче пытанса пурӑнакан ҫынсемпе тулнӑ хӑрушӑ чӑтлӑхсем, революцин улӑп пек пысӑк ури пысӑк пуснипе граждан вӑрҫин фонтанне сирпӗнтерекен япаласем пекех туйӑннӑ.
III. Ҫынсемпе вӑрмансем усал ӗҫ тума пӗрлешни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшлас килмест, эпӗ мӗнпур усал шухӑшсене сирсе яма тӑрӑшса, хуйхӑ пуснипе ҫӗрте йӑваланса выртатӑп.Я не хотел больше думать; я отгонял от себя всякую мысль и, подавленный горем, валялся на земле.
XXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫур сехетрен амӑшӗ, хӑй йӑтнӑ япаласен йывӑрӑшӗ пуснипе пӗшкӗнсе, лӑпкӑ та ҫирӗп кӑмӑлпа фабрика хапхи умне пырса тӑчӗ.Через полчаса, согнутая тяжестью своей ноши, спокойная и уверенная, она стояла у ворот фабрики.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӗрхенме пӗлмен хула вӗсене ҫакӑнта хӑваласа кӑларни ҫинчен, нумаях пулмасть такам унран чунтан тухакан сасӑпа темскер ыйтни ҫинчен, ҫакӑнта такам хӑйне тӳсме ҫук йывӑр хуйхӑ пуснипе ҫапкаланса ҫӳрени ҫинчен тата ҫав ҫын халӗ ҫут тӗнчере ҫукки ҫинчен каланӑ ӗнтӗ вӑл.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.