Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

программипе (тĕпĕ: программа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑла ҫӗклекенни строительство министрӗ Павел Данилов пулчӗ, вӑл кӑҫал ҫурт-йӗрӗн капиталлӑ юсавӗн программипе 22 ҫуртри 88 лифта улӑштарасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Ҫӗнӗ объекта адреслӑ инвестици программипе килӗшӳллӗн «Кӗтне» ҫамрӑксен спорт шкулӗн бази ҫумӗнче туса лартнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

«Хӗрлӗ партизан» колхозра тӑрӑшакан Наталия Яковлевӑна ял территорийӗсене аталантарса пырассипе йышӑннӑ патшалӑх программипе килӗшӳллӗн социаллӑ тӳлеве ҫурт-йӗр хӑпартма е тата илме свидетельство парса тивӗҫтернӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

«Культурӑна аталантарасси» ятарлӑ программӑн ҫум программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Правительстви клубсене ҫӗнетсе пыма, объектсене хута яма палӑртакан йышӑну тунӑ.

Помоги переводом

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

Ку пуҫарӑва республикӑри адреслӑ инвестици программипе пурнӑҫласшӑн.

Помоги переводом

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Инвестици программипе пурнӑҫланакан ӗҫсене тарифа кӗртнине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

Инвестици программипе килӗшӳллӗн Куславккара 9 ҫухрӑм ытла шыв пӑрӑхӗсене ҫӗнетесшӗн.

Помоги переводом

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ертӳлӗхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ку кӗпере пуҫарупа пухнӑ укҫа программипе юсамалла.

По данным руководства администрации Большешатьминского сельского поселения, вскоре этот мост должен быть отремонтирован по программе инициативного бюджетирования.

Кӑлава Шетмӗ ялӗнче пациента урапапа тӗксе тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35114.html

«Экономика аталанӑвӗ тата инноваци экономики» Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пӗлтӗр республикӑра «АБАТ» технопарк тата «МАШЗАВОД» индустри паркӗсене йӗркелеме пуҫланӑ.

Помоги переводом

«АБАТ» промышленность технопаркӗ уҫӑлма хатӗрленет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=iSGglSppTqo

Усӑнса аннӑ кӗпере, маларах пуҫаруллӑ бюджет программипе тунӑскере, ял хастарӗсем кӗске вӑхӑтра юсаса хума пултарчӗҫ.

Помоги переводом

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫул-йӗр отраслӗ хӑй умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ, наци проекчӗпе те, патшалӑх программипе те ӑнӑҫлӑ тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Транспорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60497

Программӑсене пӑхса тухса, хӑш программипе каяссине хамӑр йышӑнатпӑр, хӑш программине кӗрсе малалла каймаллине куратпӑр, пӗлетпӗр, кайран тата тепӗр тӗлпулусенче мӗнле программӑпа каяссине калатпӑр».

Помоги переводом

Лагерь уҫасшӑн, шкулпа ача сачӗн ҫуртне ҫӗклесшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60496

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх программипе пурнӑҫланакан проектсенчен перекетленнӗ укҫана та ӗҫе кӗртмелле пирки каларӗ.

Помоги переводом

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Республикӑри адреслӑ инвестици программипе ӗҫлеме 2 миллиард тенкӗ ытла янӑ.

Помоги переводом

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

- Фиргать Хайртдинов пӗлтӗр Кивӗ Сӗнтӗрте федерацин «Ӗҫ пуҫаракан фермер» программипе килӗшӳллӗн 1,1 млн тенке, ытти укҫана явӑҫтарса 250 пуҫ выльӑх усрамалӑх вите турӗ.

Помоги переводом

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Вӗсем «Вӗренӗве аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн «Шкулӑн вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетесси» программа шучӗпе пурнӑҫланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Чӑваш Енре ялсене аталантармалли федераци программипе килӗшӳллӗн виҫӗ шкул хӑпартаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Чӑваш Енре ялсене аталантармалли федераци программипе виҫӗ шкул тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«Управлени ӑсталӑхӗ: регион ушкӑнӗсене аталантарасси» вӗренӳ программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Ене Пенза облаҫӗн делегацийӗ ҫитнӗ.

Помоги переводом

Регион ушкӑнӗсене аталантараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61062

Чи пархатарли тата — КПСС ҫӗнӗ Программипе хавхаланнӑ профессионалсемпе халӑхран килнӗ талантсем ҫак кирлӗ ӗҫе пысӑк хавхаланупа хутшӑнни.

Помоги переводом

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней