Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пат сăмах пирĕн базăра пур.
пат (тĕпĕ: пат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сӑмаха пуҫ тавра шухӑшламасӑр пат персе ямасть, ҫиччӗ виҫсе калаҫать; ватӑпа — ватӑ пек, яшӑпа — яшӑ пек.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ку суя халап-и е чӑн пулни-и — Таранов пат татса калаймасть, анчах Филипп Сидорович тӗрӗслӗхшӗн хыпса ҫуннине лайӑх пӗлет, ахальтен мар халь «Ҫӗр юнӗ» романӗ пирки Нарспи Гавриловнӑран мӗн илтни ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ, анчах вӑл шухӑшне вӗҫлесе те ҫитереймерӗ — Филипп Сидорович ҫапла каласа хучӗ:

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Халь акӑ Кермӑн трактористра ӗҫлеме пӑрахрӗ, колхоз председательне пат татсах каланӑ: «Арлашкина тӗп инженер ӗҫӗнчен хӑтармасӑр эп трактор ҫине лармастӑп», — тенӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр кунхине ашшӗне Пурхиле пат татсах ҫапла калать:

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чун-чӗрине килӗшменни ҫинчен пат татса тӳрккессӗн мар, ҫемҫен, йӑвашшӑн тӑрӑхларах асӑрхаттарас йӑла пур унӑн, калаҫнӑ чух хӑй именчӗклӗн йӑл кулса илет.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хальлӗхе ним те пат татса калама пултараймастӑп — шухӑшласа пӑхмалла, хӑш-пӗр юлташсемпе канашламалла.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эп калаҫу ирттерни вӗсене нимле усӑ та параймӗ, ҫавӑнпа та шкула пымастӑп, — пат татсах хирӗҫлерӗ Герасим Федотович.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑш-пӗрисем, манран инкек тӳснисем, пӑртак чухлаҫҫӗ пулӗ-ха, анчах пат татсах пӳрнепе тӗллеймеҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Кӗҫӗрех пат татса калаймастӑп паллах.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Шурӑ юр ӳккелеме тапратсан, арӑм пат татрӗ те хучӗ:

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Ун вӗҫне тухаттӑм ӗнтӗ, йывӑҫ тӑррисем хӑрушшӑн кашласа илчӗҫ, урам варринчи тусан, пӗлет пек, сывлӑша ҫӗкленчӗ, таҫта ҫӳлте, пуҫ тӑрринче, темӗскер хаяррӑн тӗнкӗртетрӗ, шултра тумламсем пӑт та пат ӳкме тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Манӑн вара хама асӑрхаттарасах килет, питӗ асӑрхаттарас килет, унсӑрӑн пурӑна-киле юлташла туйӑмсем «пӑсланма», мана юлташӑмсемпе «ҫыхса тӑракан шанчӑксӑр ҫинҫе ҫипсем, туртӑна-туртӑна, пат! татӑлса кайма» та пултарӗҫ.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Алендеев кӗтмен-туман ҫӗртен хӑйне тӗрӗслӗх, чӑнни «тапкӑ-ҫупкӑласа илнӗн» туйса, арҫыннӑн пат татса каланӑ сӑмахӗсене ниепле те хуравлама пӗлмесӗр, килпетсӗр елпӗрсе, ҫынсене суя кулӑпа куҫ пӑвасшӑн пулчӗ, урисем айӗнче вут тивсе кайнӑ пек тӑп-тап пускаласа, апла-капла хускалкаласа илчӗ, питне йытпырши чечекӗн кӗренӗ пырса ҫапрӗ.

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

— Ҫу-у-ук, — пуҫларӗ вӑл, пат чарӑнса, халӗ карӑк пек каҫӑрӑлса тӑрса, аллисемпе пилӗкне тӗренсе, — сире…сире, уҫӑ кӗленчесене, пӑкӑламаллах!

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Сасартӑк Полбутылкин-ҫур кӗленче пат шӑпланчӗ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сив тар тапса тухрӗ, пуҫлӑх ҫинче ҫивӗчлетнӗ куҫӗсем кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла чарӑлса кайрӗҫ, тути хӗррисем пӗрре шуралчӗҫ, тепре кӑвакарчӗҫ, мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ак пӗр куҫӗнчен, аманнинчен, пичӗ тӑрӑх «янкӑр тӳпери пӗчӗк ылтӑн ҫӑлтӑр» йӑлтӑртатса юхса анчӗ те ҫӗр ҫине пат татӑлса ӳкрӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑлтах ҫаврӑнтӑм та курах кайрӑм — «Жигули» машина ҫул варринчех пат чарӑннӑ та тӗтӗм явӑнтарса, пӑсланса тӑрать.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑк ун чунӗ пат уҫӑлса кайрӗ, урӑм-сурӑм кути-пути аташуллӑ тӗлӗкӗ-мӗнӗ манӑҫпа хупланчӗ: вӑл хӑйӗн мӑйне пӗр тӗлте, мӑй сыппи патнерех, темскер хыпкӑч пек хыттӑн чӗпӗтсе-татса илнине туйрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗтнӗ ҫутӑ шанӑҫ «панк хырӑмланнӑ» супӑнь хӑмпи пекех патӑрт! ҫурӑлнӑн, чунри халиччен сӗртӗнме те хӑймасӑр упраса усранӑ ылтӑн хӗлӗх пат! татӑлса кайнӑн туйӑнчӗ ӑна.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пат чарӑнчӗ те, йӗнчесе, шалкӑм ҫапнӑ пек, шанк хытса тӑчӗ, чӗри шатӑр-шатӑр сиввӗн пӑчӑртанса-хӗсӗнсе илчӗ, чӗрен ҫыххи татӑлсах кайрӗ, тейӗн, куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, урисем, ваткӑланса, лӗнчӗрех кайрӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней